Коммуналлă пулăшусемшĕн тарифсем кăçал утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен вăтамран Чăваш Енре 3,9 процентран ытлашши ӳсмен

Паян, утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче,  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра сахал тупăшлă çемьесене социаллă пулăшусемпе тивĕçтерессине тата  коммуналлă пулăшусемпе  усă курнăшăн тарифсем пирки кăçал утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ ĕç хучĕ вăя кĕни пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Крылова тĕплĕн каласа кăтартнă.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче тарифсен хакĕсем ăнсăртран пысăкланса каяссине çийĕнчех Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕп тĕрĕслесе пынине каланă.  Палăртнă вăтам кăтартусенчен тарифсене хăпартса яма юраманнине те асăрхаттарнă вăл. Калăпăр, 2017 çулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кĕртнĕ çĕнĕлĕх пысăк ӳсĕмсем туманни куçкĕретех. Вăтамран республикипе илес пулсан, хаксем 3,9 процента çити хăпарни сисĕнет.  Уйрăм муниципалитетсенче тарифсем хăйне евĕр пуласси те паллă, анчах та çак вăтам ӳсĕмрен пысăк пулма юраманнине палăртнă.

Регионта пурăнакан сахал тупăшлă çемьесене пулăшас тĕллевпе республика хыснинче укçа-тенкĕ пăхса хăварнине аса илнĕ.

Чăваш Республикин Ĕçпе социаллă хӳтлĕх министерсти пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çу уйăхĕ таран пĕтĕмпе 315 775  çын ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн,  вĕсен тăкакĕсене саплаштарнă. Республикăра пурăнакансенчен 25,6 процентне социаллă пулăшу пани куçкĕретех.  Çак ыйтусене татса пама республика хыснинчен 664,1 млн тăкакланнă, вăтамран пĕр çынна уйăхне 420,6 тенкĕ куçарса панă.  

Социаллă пĕлтерĕшлĕ мĕнпур ыйтусене туллин тивĕçтернĕ.  Субсидисем панă чухне кăлтăксем пулман, пĕтĕмпех укçана вăхăтра куçарнă тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ЖКХ тарифĕсем халăха кулленех хумхантарнине каланă.  Кирек-епле улшăнусене те çынсене вăхăтра илсе çитермеллине çирĕп асăннă. Халăхсене ыйтăва лайăх ăнлантарса памаллине асăрхаттарнă.



03 июля 2017
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter