Чăваш Енре çил-тăвăл алхаснă хыççăн сиен кӳнĕ кăлтăксене сирсе ярассипе ĕçсем хĕрӳ пыраççĕ

Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан планеркăра кану кунĕсенче çутçанталăк кăларса тăратнă пăтăрмахсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.  

«Çутçанталăк пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕслет.  РФ субъекчĕсенче  çил-тăвăл тĕрлĕ йывăрлăхсем сахал мар кăларса тăратнă.  Пирĕн тăрăхра та инкексем пулнă. Ялсенче электричество, газ пĕтсе ларнă.  Аварисем пулнă вырăнсенче ятарлă службăсем кирлĕ пек вăхăтра мерăсем йышăннă», - тенĕ регион Ертӳçи.

Чăваш Енри ГКЧС Председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче оперативлă лару-тăру пирки каласа кăтартнă.

Йывăр пулăмсем пирĕнтен айăккипе иртсе кайнă. Эрне кунпа шăмат кун уйрăмах лару-тăру çивĕчленнĕ пулнă.  Регионта ултă районта пăтăрмахсем пулкаланă. Хĕрлĕ Чутайра, Элĕкре, Çĕмĕрлере, Канашра, Вăрнарта, Вăрмарта  электроэнерги пĕтнĕ, проводасем татăла-татăла кайнă тĕслĕхсене шута илнĕ. Инкеке ытларах Вăрнар районĕ тӳснĕ. Мĕнпур кăлтăксене вăхăтра сирсе яма май килнине пĕлтернĕ ертӳçĕсем.

«Хĕрлĕ Чутайра 18 хваттерлĕ çуртăн çивиттине çил-тăвăл илсе пăрахнă. Юсав ĕçĕсем хĕрӳ пыраççĕ, паян вĕçленмелле», - тенĕ Чăваш Енри ГКЧС Председателĕ. Çынсен айăпĕпе те кăлтăксем пулнине шута илнĕ.  Çак районта манипулятор газ пăрăхĕсене лекнĕ, ăна пула социаллă объектсем тата уйрăм çынсем газсăр тăрса юлнă. Ку инкеке те вăхăтра сирсе яма май килнĕ.  Михаил Игнатьев ыйтăва çивĕч тĕрĕслеве илме хушнă.  Сăмаха май, енчен те çанталăк лăпкă тăмасть пулсан, вăхăтра яланах кирлĕ пек мерăсем йышăнма хатĕр пулмаллине асăрхаттарнă муниципалитетсен ертӳçисене.   Тутарстан Республикинче çак кунсенче пулнă инкеке пула тата Чăваш Республикинче иртнĕ эрнере çул çинче аварире икĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине кура, ыйту çивĕчленсе пынине асăннă Михаил Игнатьев.  Малалла та çак ыйтăва куçран вĕçертме юраманнине çирĕп каланă регион Ертрӳçи.  Çулсем çинче видеосăнавсен пĕтĕмпех тĕрĕс ĕçлемеллине те палăртнă вăл. «Асăрхаттару ĕçĕсене кулленех ирттермелле. Патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри – халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси», - çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.



03 июля 2017
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter