Атăлçи федераци округĕнчи Чăваш Республикинчи кадет корпусĕн строительство ĕçĕн ыйтăвĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă

Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра,  Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Атăлçи федераци округĕнчи Чăваш Республикинчи кадет корпусĕн строительство ĕçĕн ыйтăвĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă. 

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕнче Шупашкарти кадет вĕрентĕвне аталантарассипе йышăннă «çулсен карттипе» килĕшӳллĕн республикăра  кадет корпусне хута яма палăртнине каланă. Унта пĕр харăсах малашне 400 ача пĕлӳ илме çӳреме пултарасси те паллă.  Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусне республикăри кадет шкулĕ çумĕнче хута яма тĕллев лартнă.  Палăртнă учрежденине  ӳлĕмрен ачасене 5-мĕш класран йышăнма пуçлĕç, чи кăмăлли – РФ ытти регионĕсенчен те ачасем пĕлӳ пухма çӳреме пултараççĕ.  

Чăваш Ен кадет корпусĕн строительство ĕçне  «Фирма «Старко»  ТМЯО пурнăçлĕ, вĕсемпе аукцион хыççăн, 484,9 млн тенкĕлĕх контракт алă пусса çирĕплетнĕ.  Асăннă объекта 2018 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма палăртса хунă.

Кунсăр пуçне «РЕНОВА» группа компани ыр кăмăллăх фончĕ урлă корпусра 250 ачана вырнаçтарса çывратмалли ятарлă уйрăм хута яма палăртнă. Вĕсен пулăшăвĕн калăпăшĕ 140 млн танлашать.   

Аса илтеретпĕр, çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕн Оборона министерствинче Чăваш Енри кадет корпусне пулăшу парас тĕллевпе тăватă енлĕн Килĕшĕве алă пуснă.

Ĕç хутне РФ оборона Министрĕ Сергей Шойгу, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «РЕНОВА»  группа компанийĕн Директорсен канашĕн председателĕ  Виктор Вексельберг алă пусса çирĕплетнĕ.

«РФ субъекчĕсенче аслă шкулсене кĕме хатĕрлессипе РФ Оборона министерстви активлă витĕм кӳрет.  Суворов ячĕллĕ çар училищисене тата кадет корпусĕсене йĕркелессипе  сахал мар ĕç опычĕ пухăннă пирĕн.  Кун йышши вĕрентӳ хăйне кирлĕ пек кăтартса пама пултарчĕ. Граждансене тĕрлĕ енлĕн аталанса пыма, вĕсен патриотизм туйăмне çирĕплетме пулăшать.  Çамрăксене тӳрĕ мар çул çине тăрассинчен пăрать. Пĕтĕмпех çак ырă ĕçсене кадет вĕрентĕвĕ витĕм кӳрет.  Пулас ăрăва хальхи пурнăçри обществăшăн юрăхлă çынсем пулма хистет. Ăнсăртран мар пулĕ, юлашки ултă çул хушшинче кадет корпусĕсем икĕ хут та ытларах  вăй илсе кайрĕç.  Вĕсен учредителĕсем регионсем шутланаççĕ», - тенĕ Сергей Шойгу Министр.

РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче, РФ Оборона министерстви Атăлçи тăрăхне кĕрекен регионсене сахал мар пулăшу панине асăннă.   Çамрăк яш-кĕрĕм çар ретне тăма яланах хатĕр, тĕрлĕ ăмăртусенче хутшăнса çитĕнӳсемпе палăраççĕ.   Чи пахи вара  кадет корпусĕсенчен вĕренсе тухакансенчен 60 проценчĕ  РФ Оборона министерствин аслă шкулĕсене нимĕнле чăрмавсемсĕрех вĕренме кĕни тенĕ.

Виктор Вексельберг  çакăн йышши проекта пуçласа хутшăннине асăннă, малашне вĕсен организацийĕ яланах ĕçе хатĕр тенĕ.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май çапла каланă: «Ачасем спортпа питĕ туслă. Тĕрлĕ çар вăййисене пĕтĕм кăмăлтан хутшăнаççĕ.  Чи пысăк çитĕнӳсенчен пĕри – Чăваш Республикинчен вĕренсе тухнă ачасем çарпа патриотизм аслă шкулĕсене чылайăн вĕренме кĕни.  Тепĕр пысăк пулăм пирки те палăртса хăвармалла – регионти ачасем хĕсмете çĕршыва сыхлама чун-чĕререн савăнса хăйсен ирĕкĕпе кайни. Плана ку ыйтупа туллин тивĕçтернĕ кашни çулах.  Мускавра Президент полкĕнче те пирĕн яшсем сахал мар», - тенĕ.

Чăваш Енри кадет корпусне хута яма 3982 тăваткал метр чухлĕ çĕр вырăнĕ уйăрнă. Объект çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули Эгерь бульварĕ.  Çуртпа юнашар пăр катокне те хута яма палăртнă.  

Чăваш Республикин вĕренӳтата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев кадет шкулĕн строительство ĕçне пурнăçламалли ыйтăва халăхпа пĕрле сӳтсе явнине, уçă итлев йĕркеленине пĕлтернĕ.



03 июля 2017
13:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter