Кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна Михаил Игнатьев ирттернĕ: уй-хиртен çĕнĕ тухăçа пухса кĕртесси тĕп ыйтусенчен пĕри

 Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисем кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна Михаил Игнатьев ирттернĕ. Уй-хиртен çĕнĕ тухăçа пухса кĕртесси тĕп ыйтусенчен пĕри.  Тăкак тӳсессинчен асăрханассине çивĕч тĕрĕслеве илме сĕннĕ ертӳçĕсене. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче, утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çут çанталăк сиен кăларса тăратнине кура, чрезвычайлă-лару тесе хушу кăларнине асăннă.

Ял хуçалăх культури тăпрари нӳрĕк пысăк пулнине кура, вăхăтра ӳсейменни паллă, лайăх аталанайман.  Кăçал вырмана вăхăтра тухманни никамшăн та вăрттăнлăх мар.   Министр палăртнă тăрăх, иртнĕ эрнере Вăрнар тăрăхĕнче кĕрхи культурăна пуçтарса кĕртме пуçланă. Елчĕк районĕнче ирхи çĕр улмине, пăрçана пухса кĕртме тытăннă.

Сергей Артамонов тăпра ытлашши йĕпе пулнăран, курăксем çĕрнине, выльăх апатне те хатĕрлеме хĕн тесе асăннă. Кăçал тухăç сахал пуласси те паллă тенĕ. «Россельхозцентр» ФГУП филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, вăйлă çил-тăвăлсене, пăр çунине кура уйра ӳсен-тăран ӳксе пĕтнине, каялла тăрса вăй илейменнине çирĕплетсе парать.  Вырнăн-вырнăн шыв лапамĕсем те пуррине, вĕсем те пучах çавăрма сиен кӳнĕ тесе асăрхаттарать.   Çут çанталăк асар-писер тăнине кура, уйран тыр-пула, пахча çимĕçе вăхăтра кĕртме май пулмасса, çавăнпа та хальхи вăхăтра типĕ тăракан çанталăкпа усă курса вырмана тухма чĕнсе каланă министр хуçалăх ертӳçисене.   Тăкак тӳснисене  пулăшусене куçарас пирки те ыйтăва пăхса тухнă.

Ку енĕпе çирĕп йĕрке пулмаллине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Тухăçа епле пуçтарса кĕртесси - пурсăмăр та пĕрлешсе килĕшсе ĕçленинчен  нумай килет. Влаç органĕсенче тăрăшакансен хуçалăхсене витĕм кӳме тăрăшмалла, кашни сехетпе туллин усă курмалла», - тенĕ вăл. 

Малашнехи тĕллевсем пирки те чарăнса тăнă республика Пуçлăхĕ.  Тырра типĕтмелли уйрăмсем туллин ĕçлемелле. Хулана тухса çӳреймен фермерсен, килти хуçалăхра çитĕнтерекенсен тухăçне   муниципалитет ертӳçисен ятарлă ушкăнсем йĕркелесе вĕсен таварĕсене хулана илсе тухма тăрăшмалла.  Пасарсенче халăха таварсем сутма кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе тăратмалла тенĕ республика Ертӳçи.  Килте лартса çитĕнтернĕ тавара халăх хапăл тусах илет тата тепĕр тесен, экологи енчен те таса. Социаллă учрежденисене кирлĕ таварсемпе туллин тивĕçтермелле. Йывăрлăхсем пулмалла мар тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

 Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен, пахча-çимĕçсен хакĕ авăн уйăхĕнче пĕчĕкленессине пĕлтернĕ.

«Кун пирки кирлĕ пек хыпарсене вăхăтра халăх патне илсе çитермелле», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



31 июля 2017
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter