«ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» партийĕн регионсен хушшинчи координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ, унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 

 Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» партийĕн регионсен хушшинчи координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – парти проекчĕсене пурнăçа епле кĕртсе пыни.

Михаил Игнатьев кашни регионăн хăйне евĕрлĕхĕ пуррине асăннă.  Парти пайташĕсем пĕр чăмăра пухăнса кирлĕ пек мĕнпур ыйтусене пĕрле сӳтсе явни тата пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсене тĕпе хурса ĕçлени çав тери аван  тенĕ.  Сăмаха май, республикăра пурăнакансен тĕрлĕ ыйтăвĕсене сӳтсе явас тĕлĕшпе кашни уйăхрах Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсем иртнине палăртнă. Халăх хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене информаци членĕсене пĕлтернине, хăшĕ-пĕрисене  республика ертӳлĕхĕ çивĕч тĕрĕслеве те илнине каласа хăварнă.

Юлашки çулсенче ялсенчи Культура çурчĕсене аталантарас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕр регионта виçĕ çĕнĕ клуб хута янă. Кунсăр пуçне 17 культура учрежденийĕсенче пурлăхпа техника базине пуянлатнă. Пĕтĕмпе 2016-2017-мĕш çулсенче 71 клуба тĕпрен çĕнетсе юсама тĕллев лартнă тата 7 объекта çĕнĕрен хута яма шухăшласа хунă. 

2016 çулта республикăри пиллĕк хулара культура çурчĕсен бази çумĕнче кинозалсем хута янă. Кăçал пурĕ 7 кинотеатр уçма тĕллев лартнă, çак объектсене халăх çав тери хытă кĕтет. Ветерансем, çамрăксем ĕçсене  ырăпа палăртаççĕ.

Вĕренӳ тытăмĕнче те сахал мар ырă пуçаруллă ĕçсем пур. Паянхи кун тĕлне пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 21 учрежденире спортзалсене çĕнетсе улăштараççĕ.   Çитес вăхăтра ялти шкулсенче ăшă санузелсем тĕпрен хута каясси те паллă. 

Республикăра ача сачĕсене хута ярасси кулленех пулса пырать. ФАПсем, шкулсем те çĕкленсе пыраççĕ, çулсене тĕпрен юсаççĕ. 2017 çулта Чăваш Республикинчи çулсене сарма пурĕ 5,3 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.

Регион Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче çакăн пекех республикăра халăха спорта явăçтарас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине, сывă пурнăç йĕркине те çынсем хапăл тусах йышăннине палăртнă. Спорт объекчĕсем çулсерен илемленсе, хăтлăланса пынине, çĕннисем те сахал мар пурнăçа кĕнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Кашни уйăхрах республикăра спорт кунĕсем иртеççĕ, ун чухне халăх тӳлевсĕр кирек-епле спорт объектне те çӳреме пултарать.   Республикăра вĕттисен, шкул ачисен, çемьесен сывлăх профильне йĕркеленĕ, вĕсенче сахал мар сĕнӳсем вырнаçтарнă.

«Парти проекчĕсемпе килĕшӳллĕн, лартнă тĕллевсене эпир туллин пурнăçлăпăр.  Кăтартусем пирки халăх умĕнче кулленех тухса калаçнă.  Малашне те çак ĕçе тăсăпăр», - тенĕ хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

«ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Генеральнăй канашĕн Секретарĕн çумĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ,  РФ Патшалăх Думинче вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитетăн пайташĕ Виктор Селиверстов хăйĕн докладĕнче Раççей хулисенче пурнăç условийĕн шайĕ кулленех ырă енне улшăнса пынине палăртнă.  Паллах,  çак ĕçсене йĕркелеме  парти проекчĕсем витĕм кӳни куçкĕретех тенĕ вăл.

Канашлу ĕçĕнче пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсемпе паллашнă, вĕсене анлăн сӳтсе явнă.   

Регионсен координаци канашĕн институчĕ «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» партийĕн территорисен ушкăнĕсен кандидачĕсен списокне кура йĕркеленнĕ. Пурĕ 26 канаш ĕçлет.  Чăваш Республики 16-мĕш ушкăна кĕнĕ. Унта вĕсемпе пĕрле Чулхула облаçĕ, Мордва Республики тата Марий Эл.  Канаш председателĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов.

Аса илтеретпĕр, 2017 çулта партийĕн тепĕр пысăк проекчĕ хута кайнă.  Пултаруллă ачасене пулăшупа тивĕçтерме палăртнă.  Çак тĕллевпе Чăваш Республикине 6 млн та 118 пин тенкĕ уйăрнă.

Культура çурчĕсене илемлетме те сахал мар ĕç пурнăçланă. Проектпа килĕшӳллĕн, культура çурчĕсен 31 объекчĕн пурлăхпа техника базине 25 млн 700 пин тенкĕлĕх çĕнетĕç.

«ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ»  парти пуçарăвĕпе бюджетран тавралăха тирпей-илем кӳртме те пулăшу уйăрма палăртнă.  Вĕсене валли пурĕ 5 млн 643 пин тенкĕ тăкаклама тĕллев лартнă.  Çак проектсене Çĕмĕрле, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисем кĕреççĕ.

Муниципалитетсенче пурăнакансен сĕнĕвĕсене шута илсе, çуртсен таврашĕнче те сахал мар тирпей-илем кӳртессипе ĕçлеççĕ. Çак ĕçре Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ районĕсем, Канаш, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Çĕмĕрле хулисем пулĕç.

Регионта партийĕн тепĕр проекчĕ анлă ĕçлет, вăл ачасен спорчĕ ятлă.  Чăваш Енре пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 21 шкулти спортзала тĕпрен юсама палăртнă.

 

Фоторепортаж



31 июля 2017
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter