Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе йышăннă республика программи пурнăçа епле кĕрсе пыни пирки паянхи планеркăра тĕплĕн сӳтсе явнă ертӳçĕсем

  Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе йышăннă республика программи пурнăçа епле кĕрсе пыни пирки паянхи планеркăра тĕплĕн сӳтсе явнă ертӳçĕсем.  

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Иванов хăйĕн докладĕнче регионта 2017 çул валли кĕске тапхăр валли йышăннă патшалăхăн республика программи пирки каласа кăтартнă, пĕтĕмпе çак çулта нумай хваттерлĕ 273 çурта тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме палана кĕртнине пĕлтернĕ, вĕсен лаптăкĕ 765,84 пин тăваткал метр чухлĕ пулнине асăннă.  Палăртса хăвармалла, вĕсенче пĕтĕмпе 33 пин çын пурăнать.   Объектсен строительство ĕçне пурнăçлама ятарлă конкурс ĕçĕсем иртеççĕ.   Паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе 97 аукцион йĕркелеме палăртса хунă, вĕсенчен 27 йĕркеленĕ те.   Ултă организаципе договорсем тунă, вĕсем нумай хваттерлĕ 19 çуртра тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелĕç.  «Паянхи кун тĕлне нумай хваттерлĕ 5 çуртра тĕпрен юсав ĕçĕсем, ыттисенче конкурс процедури пырать», - тенĕ министр тивĕçĕсене пурнăçлакан.  Проектпа смета ĕç хучĕсене хальхи вăхăтра патшалăх экспертизи витĕр кăларасси хĕрӳ тăрать, çавна пула та конкурс ĕçĕ тăсăлса кайнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăсса.    2017 çулта хваттерсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕшĕн пуçтармалли взноса халăх пĕтĕм кăмăлтан тата вăхăтра пуçтарнине каланă.

«Республиканский фонд капитального ремонта многоквартирных домов» организацийĕн генеральнăй директорĕ Олимпиада  Епифанова 2017 çулта 7 уйăх хушшинче халăх пĕтĕмпе 544,9 млн тенкĕ пухса çитернине асăннă.  Çак палăртнă виçерен 93 процент пулнине асăннă.  «Паллах, парăмсем те çук мар, вăл виçе 490 млн çитнĕ, 37 пин çын тӳлеменни сисĕнет», - тенĕ вăл.   Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессине вăраха тăсса янăшăн министерствăна тата çак ыйтупа ĕçлекен ытти организацисене критиклесе илнĕ республика Пуçлăхĕ. Енчен те çынсем хăйсен çурчĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме укçа-вăхăтра куçарса пыраççĕ пулсан, вĕсен апла пулсан, объектсем çĕнелессине пĕлсе тăмалла.  Планпа халăха  вăхăтра паллаштармалла тесе çирĕп асăрхаттарнă ертӳçĕсене.  Кашни должноçри çынăн хăйĕн ĕç планне йĕркелеме пĕлмелле.  Нумай ĕçсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен вĕçлемелле. «Тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе эпир пĕрремĕш çул кăна ĕçлеместпĕр. Маларахри тапхăрсенче бюджет укçипе те çак объектсене пурнăçланă. Кирек епле çĕнĕлĕхсене кĕртсе пырсан та, вĕсене пирĕн вăхăтра тивĕçтерме тăрăшмалла, графикран юлмалла мар», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Халăхăн парăмĕ пирки те çирĕп  сăмах пуçарнă, енчен те вăраха тăсса тӳлесе пымасан, явап тытма тивет тенĕ вăл сăмаха тăсса. Подрядчиксем те хăйсем çине илнĕ яваплăха кирлĕ пек шайра пурнăçламасан, асăрхаттарусем пуласси паллă. «Укçана халăхпа пĕрле пухнă. Пирĕн кашни тенки тухăçлă тăкаклантăр тесе тăрăшмалла», - палăртнă регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта çак çӳлерех асăннă программа пурнăçа епле кĕрсе пыни пирки муниципалитет ертӳçисем тĕплĕн каласа кăтартнă. Шупашкарта программа туллин пурнăçланнă.  2017 çулта нумай хваттерлĕ 128 çурта тĕпрен юсав ĕçне йĕркелеме палăртнă, вĕсене валли 679 млн тенкĕ пăхса хăварнă. 

Çĕнĕ Шупашкарта  2017 çулта нумай хваттерлĕ 29 çурт юсама палăртса хунă, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 114 пин тăваткал метр чухлĕ йышăнать.  Çуртсенче 6 пин çын пурăнать.  Юсав ĕçне йĕркелеме 148 млн уйăрнă.  Республика Ертӳçи ĕçсене вăраха тăсмасăр вăхăтра пурнăçлама хушнă. Ку хутĕнче планеркăна пухăннисем Шупашкарти тата Канашри çуртсенче пулнă пăтăрмахсем пирки те чарăнса тăнă.

Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Иванов лару-тăру çак муниципалитетсенче йĕркеллех пулнине пĕлтернĕ, объектсем халăха хăрушлăх кăларса тăратманнине асăннă.  Çитменлĕхсене пĕтерессипе ĕçсем пуçланнине те каланă.

Палăртса хăваратпăр, 2014-2016 çулсенче пурĕ нумай хваттерлĕ 816 çурта тĕпрен юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Вĕсене валли пурĕ 917,76 млн тăкакланă, 80 пин çынăн пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатнă.  

 



31 июля 2017
18:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter