Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусем

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче

граждансен интересĕсене хӳтĕлесси – патшалăхăн приоритетчĕ пулнине асăннă. Паян ирттернĕ планеркăра хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» ГУПне утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче çăхав килсе çитнĕ.  Улатăр хулинче пурăнакан хăйĕн çырăвĕнче 119№-лĕ аптекăра   тĕрлĕ препаратсене нимĕнле чăрмавсăрах врач сĕнĕвĕсемсĕрех халăха сутнине пĕлтернĕ. Эмеле врачсем палăртнă тăрăх кăна, çынсене пама юрать имĕш. Ытларах çак тавара çамрăксем туянни сисĕнет тесе палăртнă вăл хăйĕн çăхавĕнче.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов ертӳçĕсене Улатăр хулинчи 119№-лĕ аптекăна пĕтĕмпе 2017 çулта 240 упаковка тăратнă тесе  пĕлтернĕ.  Çав вăхăтрах «Фармация» ГУП республикăри аптекисене 11 упаковка çеç панă. Вĕсенчен 4-шне çеç сутнине палăртнă министр.  Тепĕр эмел пирки те чарăнса тăнă. Вăл Габапентин ятлă. Ресубликăра ăна пĕтĕмпе те 2017 çулта пĕрремĕш çур çуллăхра 79 упаковка сутнă, çав вăхăтрах Улатăрти 119№-лĕ  аптекăра 190 упаковка салатнă. Уйрăмлăх çав тери пысăк. Хальхи вăхăтра çак эмелсене сутма пăрахăçланине пĕлтернĕ министр.

«Улатăр хулинчи киревсĕр ĕç пирки пăшăрханса халăх пирĕн пата шăнкăравлать. 119№-лĕ аптека ертӳçи А.Лаврова медицина пĕлĕвне илнĕ, анчах та вăл предприятийĕн тупăшĕ пирки кăна шутлама хăять, инкек  пулма пултарассине пĕрре те чухламасть», - тенĕ Михаил Игнатьев, министртан тата «Фармация»  ГУП директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Юлия Петровăран çирĕппĕн ыйтнă. «Айăплисене явап тыттармалла», - тесе асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ. Икĕ эрне хушшинче ĕçе комплекслă пăхса тухмаллине, йышăннă мерăсем пирки хăйне пĕлтерме хушнă.  Малашне кун пек йăнăшсене тăвассинчен асăрхаттарнă.

Республикăри ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина йывăрлăх кăларса тăратакан тепĕр ыйту пирки чарăнса тăнă. Виçĕ çула çитмен ачасем, енчен те вĕсем йывăр çемьесенче çитĕнеççĕ пулсан, вĕсене сиплев учрежденийĕсене вырнаçтарнине пĕлтернĕ вăл.  Вĕсене ача çуртне малалла, сипленсе тухсан вырнаçтарманнине пăшăрханса палăртнă.  Ашшĕ-амăшĕсем ачисенчен пăрăнаççĕ е тата пачах та таçта кайса çухалаççĕ тенĕ Елена Сапаркина сăмаха малалла тăснă май.  

Калăпăр, 2016 çулта виçĕ çула çитмен 41 ачана, йывăр çемьесенче пурăннисене,  Шупашкарти 3-мĕш больницăна вырнаçтарнă.  Вĕсем пурĕ учрежденисенче 84 кун пурăннă.  Чи нумай пурăнаканнисем – 93 куна та çитнĕ. Кăçал 34 ача çакăн йышши лару-тăрăва лекнĕ.

Сиплев учрежденийĕсене ачасене вырнаçтарни йывăрлăхсене татса паманнине каланă Михаил Игнатьев. Малашне çакăн пек шăпаллă ачасене социаллă учрежденисене вырнаçтарма çирĕп алгоритм йĕркелеме хушнă Сывлăх сыхлавĕн министерствине, Вĕренӳ министерствине тата Ĕçпе социаллă хӳтлĕх министерствине.

Тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – Шупашкарти коммуналлă пайсенчи йăлари хытă каяшсене пуçтарса тирпейлессипе çыхăннă самантсем пирки.  Финанс ыйтăвĕсем те кун йĕркинче çивĕч тăнă.

Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕпе экологи министерстви РФ çак асăннă министерствипе Килĕшӳ хутне те алă пусса çирĕплетнĕ.  Кăçал 122,5 млн проект валли уйăрма палăртнă. «Шупашкар хула администрацийĕ конкурс ĕçне тухăçлă ирттерменни паллă, «Таса çĕршыв» приоритетлă проекта пурнăçа кĕртме хĕн, патшалăх контрактне те йĕркелемен», - асăннă Чăваш Республикин çут çанталăкпа экологи министрĕ Александр Коршунов.  Тĕрлĕ çăхавсене пула аукцион процедурине пĕр хутчен çеç мар пăрахăçланă.

Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче УФАСа çăхавсене ытларах конкурса хутшăнайман организацисем çырнине палăртнă.

«Конкурс ĕçне хатĕрленнĕ чухне саккуна пĕтĕмпех пăхăнмалла, çирĕп йĕрке те хуçаланмалла.  Енчен те ĕç хучĕсене çӳлерех асăннă министерствăпа килĕшсе йĕркеленĕ пулсан, нимĕнле чăрмав та сиксе тухман пулĕччĕ.  Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне контрактсене пĕтĕмпех йĕркелесе çитермелле.  Енчен те çак тапхăр валли ĕçсем пĕтĕмпех пулса çитмесен, федераци хыснине пирĕн укçана каялла тавăрса пама тивет», - тесе çирĕп асăрхаттарнă Хула ертӳлĕхне Чăваш Ен Пуçлăхĕ.    

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем Канаш хулинчи шывпа çыхăннă лару-тăру пирки те чарăнса тăнă. 

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнçлакан Максим Иванов утă уйăхĕн 29-мĕшĕнчен халăха шывпа тивĕçтерме пăрахăçланине, сăлтавĕ хулан укçа парăмĕ пысăк пулнинче тесе палăртнă. «Кун пек йывăрлăх кăларса тăратакан чăрмавсем тума юрамасть.  Паян каç валли шыв пани çинчен мана пĕлтеретĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев ăна тата хăш-пĕр организацисен ертӳçисене  асăрхаттарса.   



31 июля 2017
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter