Элĕк районĕн актуаллă хыпарĕсем

Коррупцие хирĕç - чи лайăх ĕç

 

Коррупцие хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе ĕçсем мĕнле пыни çинчен радио-телевиденире тата хаçат-журналта тăтăшах çутатса параççĕ. Ку енĕпе ĕçлекен журналистсене хавхалантарас, обществăна паянхи кунăн çивĕч ыйтăвĕ çине тимлĕх уйăрма пулăшас тесе çулсеренех Чăваш Республикинчи информаци политикин тата массăллă коммуникацисен Министерстви конкурс ирттерет. Кăçал пирĕн район хаçачĕ те кунта хутшăнма кăмăл турĕ. Ăнăçусăр мар. Çак кунсенче конкурс комиссийĕ ĕçсене тишкерсе çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Районсемпе хуласен пичет кăларăмĕсем хушшинче Эльвира Кузьминан «Коррупцие хирĕç кĕрешесси пурин тивĕçĕ те» ятпа пичетленĕ статйи чи лайăххи пулчĕ. Пĕтĕмпе конкурса 23 ĕç тăратнă.

 

Ермолаевсен - ылтăн туй

 

Мăн Этменте пурăнакан Николайпа Лидия Ермолаевсен июлĕн 22-мĕшĕнче ылтăн туй пулнă. Ермолаевсем иккĕшĕ те тăван хуçалăхра ĕçленĕ. Николай Ермолаевич слесарьте, сварщикра, кладовщикра тăрăшнă пулсан, мăшăрĕ - Лидия Петровна пĕр вăхăт пилорамăра, кайран бригадăра вăй хунă. Лидия Петровна каланă тăрăх, шăпа вĕсене кÿрентермен - виçĕ ача, тăватă мăнук, тус-юлташ пур. Çакă чи кирли. Вĕсем пурри савăнтарать. Паянхи кун вĕсем иккĕшех шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Чăх-чĕп, качака усраççĕ. Ылтăн туй ячĕпе вĕсене Шĕмшеш ял тăрăхĕн специалисчĕ Татьяна Крылова саламларĕ, парне пачĕ. Хисеплĕ мăшăра çавăн пекех Кивуйри «Шуçăм» пултарулăх ушкăнĕ савăнтарчĕ. Çак ушкăнри Вера Корнилова ятарласа Ермолаевсене халалласа çырнă саламлă сăввине вуларĕ. 

 

«Паянхи ĕç савăнăç кÿрет»

 

Кĕçех вырмана тухмалли вăхăт та çитет. Çавна май районти кашни хуçалăхах ăна тĕплĕн хатĕрленет. Пĕрисем техникăна уя кăларма хатĕрлеççĕ пулсан, теприсем ку ĕçпе танах выльăх-чĕрлĕхе хăтлă та ăшă витене усрама куçарассишĕн тăрăшаççĕ, юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Вăхăт никама та кĕтсе тăмасть, çавăнпа та пур ĕçре те ĕлкĕрме пĕлмелле. Акă шăп та шай Юнтапа тăрăхĕнче обществăлла ĕçе пурнăçланă çĕрте паллашма тÿр килчĕ те фермерсенчен пĕринпе.

Анаткас Юнтапа ялĕнче пурăнакан Сергей Волков хресчен-фермер кăçал Калинин ячĕллĕ хуçалăхăн пулнă ферма çуртне куçнă. Анчах та унта туса çитермен ĕçсем туллиех. Акă çурт тăррине улăштармалла, шыв кĕртмелле. Унта вăл ĕнесем, пăрусем усрать. Çăмăл мар ĕçре ăна мăшăрĕ, ачисем тата пĕр тăванĕн ачи Станислав пулăшса пыраççĕ. Кăçал асăннă хуçалăхра 50 гектар тырă акса хăварнă. Нумай çул ÿсекен курăксем кунта 20 гектар йышăнаççĕ. Сергей Волков малтанхи çулсенче купăста, çĕр улми, хăяр лартса ÿстернĕ. Паянхи кун вăл ытларах тыр-пул туса илес енĕпе ĕçлет. Выльăх-чĕрлĕхе аталантарас ĕçе те вăйлатас шухăшлă фермер. Çавна май çĕр лаптăкĕсене пысăклатас тĕллевлĕ те. Техника паркĕ унăн чухăн мар. Хресчен-фермерăн пĕр трактор, икĕ комбайн, сушилка тата ытти агрегат та пур. Ĕне-выльăха халĕ электрокĕтÿçĕ пăхать. Çавна май ĕçĕ те чылай çăмăлрах.

Сергей хăй вăхăтĕнче Тинĕс çар флотĕнче салтакра пулнă. Ун хыççăн Мускавра стройка ĕçне кÿлĕннĕ. 2002 çулта авланнă. Паянхи кун мăшăрĕпе иккĕшĕ тăватă ача пăхса ÿстереççĕ. 2003 çулта тĕппипех яла таврăннă та тăван тăрăхрах чуна çывăх ĕçне йĕркелесе янă. Сергейăн ашшĕ колхозра агроном пулнă. Çавна май ывăлĕ те унпа пĕрлех ĕçе хăнăхса пынă. Килте трактор пулнăран техникăпа та туслашнă. Çĕр ĕçĕпе аппаланас туртăм унран куçнă та пулĕ. Йывăрлăхран хăраманскер иртнĕ çулсенче çĕр улмине те 60 гектар таранах лартса ÿстернĕ.

«Чи малтанах ĕçе кÿлĕннĕ чухне çăмăл марччĕ. Ун чухне пĕр канăç та пулман. Паянхи ĕç вара савăнăç кăна кÿрет. Ÿркенмесен ялта та хăвăн юратнă ĕçпе аппаланса пурăнма пулать», - пĕлтерчĕ ырă кăмăллă фермер.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

 

Пулас пĕрремĕшсем ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе палăраççĕ

 

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пĕр уйăх çеç юлть-ха. Çу кунĕсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ уйрăмах кăçал пĕрремĕш хут партта хушшине ларакан ачасен ашшĕ-амĕшĕн чĕринче пăлхану çуратать.

Вĕсенчен чылайăшĕ тĕпренчĕкне вĕренÿ çулне хатĕрлесе шкул тумне, сумкине тата ытти япаласене туянма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Ытларахăшĕ шкул сукмакне такăрлатма хатĕр. Пулас вĕренекенсен аталанăвне пĕтĕмĕшле палăртма май уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 9-мĕшĕччен медицина тĕрĕслевне йĕркелерĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тĕрлĕ специалистсем патĕнче пулчĕç-ха вĕсем. Районти шкулсенче пĕлÿ илме пуçлакан ачасен сывлăхне, ăс-тăн аталанăвне палăртрăмăр. Çавăн пекех педагог-психолог тата учитель-логопед шкул çулне çитменнисен учрежденине çÿренĕ, вĕренÿ витĕр тухнă 162 ачан аталанăвне тĕрĕсленĕ. Вĕсем Керна-Йирасека методикипе ачасем шкула кайма хатĕррипе хатĕр маррине тĕрĕслев ирттерсе палăртнă. Пулас вĕренекенсем ятарлă тест витĕр тухнă. Асăннă тест ачасем хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, пĕр задание пурнăçланă хыççăнах теприне тума хатĕр пулнине палăртма май парать. Çавăн пекех вĕсем сасăсене мĕнле каланине, шутлама пĕлнине, цифрăсене палланине, пысăкпа пĕчĕке уйăрма пĕлнине тĕрĕсленĕ. Заданисене пурнăçланă чухне ача хăйне мĕнле тытнине пĕтĕмĕшле шута илнĕ.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем вара çакăн пекрех. Пĕрремĕш хут парта хушшине ларакан ачасенчен 89-шĕ ăс-тăн аталанăвĕпе шкула кайма хатĕрленеслĕхĕпе пысăк шайра. Çакă тĕрĕслев витĕр тухнă мĕнпур ачан 89 проценчĕ. Тепĕр 73 ачан аталанăвĕ вăтам шайра, ку вара 45 процентпа танлашать.

Тĕрĕслевре пулнă 162 ачаран 17-шĕ чăшлатакан, шăхăракан хупă сасăсене калайманни палăрчĕ.

Сăмахăма вĕçленĕ май çакна каласшăн, тин çеç шкул сукмакне такăрлатма пуçлакан ачашăн вĕренÿри пĕрремĕш утăмсем çăмăлах килменни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Çавăнпа та ку чухне ашшĕ-амăшĕн уйрăмах тимлĕхе ÿстермелле, тĕпренчĕкĕре мĕн пăшăрхантарнине сăнасах тăмалла. Ача хăйне тыткаланă, вĕрентекенсемпе тантăшĕсемпе калаçнă, вĕренÿре тĕрлĕ йывăрлăхсем сиксе тухсан пĕр именмесĕрех специалистсенчен пулăшу ыйтмалла. Пĕчĕкскерсене вăхăтра психолог, дефектолог, логопедпа психиатр пулăшу панине нимĕн те çитмест.

Татьяна ЕГОРОВА,

район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн социаллă

педагогĕ.

 

Бронх астми сывлăха ан хавшаттăр

 

Бронх астмине вăраха тăсăлакан чирсен шутне кĕртмелле. Асăннă чир чухне çынна ÿслĕк хытах аптратать, хăйлтăк сасă илтĕнет тата сывлама йывăртарах. Çакă пĕтĕмпех бронхсем шыçнипе çыхăннă.

Медицинăра бронх астмин темиçе тĕсне палăртаççĕ. Сăмахран, аллергилле бронх астми тĕрлĕ аллергенсем витĕм           кÿнине пула пуçланать. Инфекцилле бронх астми пĕр-пĕр инфекци чирĕпе чирленĕ хыççăн аталанать. Инфекципе аллергилле бронх астми пуçланнин тĕп сăлтавĕ - тĕрлĕ микроорганизмсем çине аллерги пани. Профессилле бронх астми ĕçленĕ вăхăтра тĕрлĕ сиенлĕ япаласем чылай вăхăт япăх витĕм кÿнипе пуçланать.  

Ку чухне çакна та палăртмалла, асăннă чир пĕрисен çăмăллăнах иртет, эрнере пĕр хутчен çеç ÿслĕк аптратма, сыв-лăш пÿлĕнме, уйăхра каçхине пĕр хутчен çеç сывлăх хавшама пултарать. Çавăн пекех теприсен эрнере, уйăхра каçсерен 1-2 хутчен чир хăй çинчен аса илтерет. Бронх астмин вăтам степенĕ чухне уйăхра 2 хутчен ÿслĕк канăçсăрлантарать, сывлăш пÿлĕнет. Кун пек чухне вара çыннăн вăй-хал чакни сисĕнет, ĕçлес туртăм та чакать. Асăннă степеньре каçхине те уйăхра икĕ хутчен чир хăй çинчен аса илтерме пултарать. Бронх астмин йывăр степенĕ чухне каçсерен   ÿслĕк аптратать, сывлăш питĕрĕнет, вăй-хал тата ĕçлес туртăм чакать.

Бронх астми хăрушă чир пулнине палăртса хаçата вулакана ăна пуçаракан тĕп сăлтавсене те асăнасшăн. Сывлăш çулĕсем урлă ерекен инфекци вирусĕ, тĕрĕс апатланманни, кулленхи апат çимĕçре аллергенлă продуктсемпе усă курни асăннă чире пуçарма пултарать. Çавăн пекех кÿкĕртпе вараланнă сывлăш, тĕрлĕ металл, тусан, çунса пĕтмен бензин продукчĕсем, хваттерсенче çунса пĕтмен газ продукчĕсем этем организмне хытах хавшатаççĕ. Промышленноçра хими аллергенĕсемпе - формальдегидпа, хромпа, никельпе, белоксемпе витаминсен концентрачĕпе, пестицидсемпе гербицидсемпе - усă курни те бронх астмине пуçарас хăрушлăх пур. Кунсăр пуçне пÿлĕмсене япăх уçăлтарни кавирсемпе матрассем те, чĕлĕм туртни те асăннă чире аталантарма пулăшаççĕ.

Йывăр ĕçлени, сивĕ сывлăш, çут çанталăк услвийĕсем, кăмăл-туйăм улшăнни, таса мар сывлăш, аллергипе тата инфекци вирусĕллĕ çынсемпе хутшăнни те чире йывăрлатать.

Аллергилле астмăпа чирлекенсен уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсен сывлăхĕ кил-çуртри тусана пула, сăвăссене пула, хурăн тата ытти йывăçсем çурăлнă чухне те хавшама пултарать. Июнь-июль уйăхĕсенче вара пучахлă ÿсен-тăрансем - тимофеевка, амброзия, костер, ыраш - çеçкене ларнă чухне те астма чирĕпе чирлекенсем аптраççĕ. Август, сентябрь уйăхĕсенче армутипе мăян çурăлнă вăхăтра та аллергилле бронх астмипе чирлекенсен асăрхануллăха ÿстермелле.

Çавăн пекех инфекци чирĕсенчен бронхпа ÿпке тытăмĕн-чи, сывлăш çулĕсен органĕсенчи чирсем хытах хавшатма пултараççĕ. Кун пек чухне чирлĕ çынсем сывлăш çитменннипе, сывлама йывăр пулнипе аптрама пуçлаççĕ. Кун пек паллăсем нумай чухне вăрăма тăсăлаççĕ.

Чир организма питех хавшатасран вăхăтра сипленни тата хăш-пĕр йĕркесене пăхăнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ку чухне тухтăрпа канашласа сиплеве тĕрĕс йĕркелемелле. Чире йывăрлатакан сăлтавсенчен пăрăнма тăрăшмалла, пÿлĕм- сенче кавирсемпе усă курмалла мар, тĕклĕ минтерсем вырăнне синтетика япаласенчен хатĕрленисемпе усă курмалла, тусан шăлнă чухне ятарлă мас-ка тăхăнмалла. Чир аталаннă вăхăтра тухтăр палăртнă эмелсене ĕçмелле.

И.АЛЕКСАНДРОВА, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн тухтăрĕ.

 

Усалпа пурин те пĕрле кĕрешмелле

 

Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче сиксе тухакан йывăрлăхсем малтан та, халĕ те чи çивĕччисенчен пĕрисем шутланаççĕ. Агрессилĕх ача пурнăçне пачах та тĕрĕс мар йĕрпе утма, унăн пĕтĕм ĕмĕт-пурнăçне çапса хуçма пултарать. Терроризмпа экстремизм та çакăнтанах пуланать.

«Агрессилĕх ăнсăртран сиксе тухмасть. Чи малтанах унăн сăлтавне пĕлмелле, ăна пĕтерме тăрăшмалла. Ачасен агрессилĕхĕ вăл - чуна е кĕлеткене ыраттарнă хыççăн ача хăйне мĕнле тытни. Паллах, кашни ашшĕпе амăшĕ ачисен хăйсене пĕр сăмахранах ăнланмалла, тÿрех итлемелле тесе шутлаççĕ. Ача тÿрех итлемесен е хирĕç калаçсан эпир тÿрех ун çине сас хăпартма пуçлатпăр. Çапла майпа ачан калас шухăшне, унăн кăмăлне пусарма пулать. Çак çивĕч ыйтăва татса пани пулмасть. Ача тарăхнине урăх çĕре куçарать: вăл чĕрне кăшлама пуçлать, лăпкă çывăрма пăрахать е пĕрмаях куçне мăчлаттарать», - каласа парать районти тĕп больницăн врач-психиатрĕ Галина Степанова.

Чунри тарăхăвне тата хăйне ялан кÿрентернине пула вăл ыттисене те, йытă-кушака та кÿрентерме пултарать. Ача хăйне канăç паман ыйтусенчен пăрăнас тесе ытларах компьютер умĕнче вăхăта ирттерме пуçланине те калать Галина Степановна. Вăл тĕрлĕ социаллă сетьсенче çĕнĕ тус-юлташ шырать. Каярахпа çăлăнăçа эрех черккинче е урăх сиенлĕ йăлара та тупма пултарать. Ачана йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкерни, ăна «кĕтесе хĕстерсе хуни» ачана агрессиллĕ туса хуниех пулать.

«Куçăм тапхăрĕ ачашăн ахаль те çăмăл мар. Кирек епле пулăма та вăл çивĕчлетсе яма пултарать. Çавăнпа та вĕсемпе тимлĕ пулмалла. Агрессилĕхĕн сăлтавĕсем те тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Хăвăрăн тĕпренчĕке пачах та илтменни, пур-çук сăлтавшăнах ăна пĕрмаях вăрçни е пачах та урăхла, ăна ытлашшипех тимлĕх уйăрса хăйĕн кăмăлне кăтартма май паманни те агрессилĕх туйăмне çуратать», - калаçăва малалла тăсать Галина Степанова. Ытларах чухне амăшĕ ашшĕ вырăнне пулса ачапа хыттăнрах калаçать тейĕпĕр. Ку чухне ача хăйне ыттисенчен «катăк» туять. Çакă чунри лăпкă мар лару-тăру ăна депресси патне илсе çитерет. Тухтăр палăртнă тăрăх, ачана мĕн хумхантарнине пĕлсех тăмалла, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентмелле, пулăшмалла. Ăна вăрçсан та хăйне мĕншĕн вăрçнине ăнлантăр. Кирек епле ача та ашшĕпе амăшĕнчен тĕслĕх илет. Килте тĕслĕх илмелли çын çукки уншăн пурнăçăн хаклăхне çухатниех пулать. Çемьере час-часах пулакан харкашусем те ачана агрессилĕх патне илсе пыраççĕ. Çакă ăна çитĕнсе çитсен те канăç памасть. Вăл хăйне ача чухне никам та юратман пек туйнăран пурин çине те тарăхать.

Çĕршывра террорла актсем вăй илсе пыраççĕ. Ĕнер унта, паян кунта сирпĕтеççĕ, тĕнче кисренсе кăна тăрать. Терроризм, экстермизм сиенне Раççей те тÿсет. Харкашусемпе вăрçăсем террорла актсене вăй илме майсем туса пани никамшăн та вăрттăнлăх мар. Шăпах агрессиллĕ çынсем çак тыткăна лекеççĕ те. Терроризм - преступлени кăна мар, вăл пирĕн малашлăха ура хуракан хăрушă пулăм та.

Вера МОРОЗОВА.

 

Ашшĕн воспитанийĕ те пĕлтерĕшлĕ

 

Амăшĕ ача пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни çинчен сахал мар çырнă. Каламасăрах паллă, вăл тĕпренчĕкшĕн чи хакли. Анчах та ку чухне ашшĕн те ача аталанăвне сахал мар тÿпе хывмаллине пытарма кирлĕ мар. Кашни арçыннăнах лайăх ашшĕ тата мăшăр пуласси - хăйне евĕрлĕ тивĕçĕ. Ыт ахальтен мар ĕнтĕ çемьере шăп та шай ашшĕ тĕп вăй, çемье пуçĕ шутланать. Чи малтанах çемьере ашшĕн шанчăклă аслă юлташ, сĕнÿ-канаш паракан, хуйхă-суйхăра савăнăçра мăшăрĕпе ачисене пулăшакан çын пулмалла. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Анчах та паян пирĕн хушăра ĕçленине пула ачасене воспитани парассинчен пăрăнакан ашшĕсем те сахал мар-ха. Тĕпренчĕк пĕчĕкренех çывăх çыннинче тĕрев тупма пултарасса шанса ÿсет. Çавăнпа та çитĕнерехпе унра çак шанчăка сÿнтерес мар тесен ашшĕн ачасемшĕн вĕрентекен, çĕнĕ уçлăхсене уçма пулăшакан чи çывăх çын пулмалла. Ашшĕпе тăтăшах калаçни ачасен ăс-хакăл аталанăвĕ çине витĕм кÿрет, яваплăх туйăмне ÿстернине, çирĕп тĕллевлĕрех пулма хăнăхтарнине палăртаççĕ ăсчахсем.

Ашшĕ юнашар пулни арçын ачашăн анчах мар, хĕрачашăн та çав тери пĕлтерĕшлĕ. Унăн лайăх пахалăхĕсене тĕпе хурса, вăл амăшĕпе, мăшăрĕпе, ачисемпе хăйне мĕнле тыткаланине курса ÿссен çавăн пек упăшка суйлама тăрăшаççĕ те. Ку чухне ашшĕсен те хĕр ачасене ÿстернĕ чухне çакна шута илмелле - ытлашши тимсĕр пулмалла мар, иртĕхтерме те юрамасть. Арçын ачасем вара хăйсене хĕр-хĕрарăмпа мĕнле тытмаллине курса ÿсеççĕ.

Тĕрлĕ сăлтавсене пула арăмĕпе упăшки пĕр пулса çемьене сыхласа хăварайманни те пулать. Уйрăлнă хыççăн амăшĕсем ачисене ашшĕпе калаçтармаççĕ. Çакă пĕтĕмпех хĕрарăм арçын çине кÿреннипе, тарăхнипе çыхăннă. Çавăнпа та ку чухне çакна шута илме сĕнетĕççĕ: ашшĕ-амăшĕ хушшинчи ăнланманлăхшăн нихăçан та ача айăплă мар. Пĕрремĕшĕнчен, ача-пăчана çывăх çыннине хирĕç тăратмалла мар, вăл япăх пулнине те, сире йывăрлăхра пăрахса хăварнине те калама кирлĕ мар. Ача ÿссе çитсен хăех тивĕçлĕ йышăну тăвĕ, кам айăплă пулнине палăртĕ. Иккĕмĕшĕнчен, ача арăмĕпе упăшки хушшинчи хутшăнусене йĕркелеме пулăшакан хăйне евĕрлĕ инструмент пулмалла мар. Мăшăр килтен тухса кайсан ăна ачапа тĕлпултармассипе хăратмалла мар. Сирĕн ачашăн пурăнмаллине ан манăр. Çавăнпа кирек епле йышăну тăвиччен чи малтанах тĕпренчĕкĕр çинчен шутлăр.

 



Элĕк районĕн хаçачĕ
31 июля 2017
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter