2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕсене хӳтĕлес стратегие пурнăçа кĕртме йĕркеленĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ

 


Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче 2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕсене хӳтĕлес стратегие пурнăçа кĕртме йĕркеленĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн  ларăвĕ иртнĕ.

«Амăшĕпе ачисене хӳтĕлесси, çемье институтне çирĕплетесси – Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри пулса тăрать.  Тĕрлĕ шайри влаçра тăрăшакансен ачасене тата çамрăксене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем хатĕрлемелле»,   - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.

Регион Ертӳçи сăмаха май, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ эрнере указ алă пусса çирĕплетнине аса илсе хăварнă, ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн 2018-2027 çулсем Раççейре Ачалăх вун çулăхĕ пулнине çирĕплетнине каланă.   Çакна пула та, патшалăх программисене тĕплĕн пăхса тухса тишкерме хушнă, мероприятисен планне килĕшӳллĕ тата кăсăклă йышăнма каланă, республика, муниципалитет шайĕнче ĕçсене йĕркелеме меллĕ пултăр тесе асăннă.  

Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче социаллă пĕлтерĕшлĕ патшалăх политики пурнăçа кĕрсе пынине асăннă.  Çемьесемпе ачасене пулăшу кӳме çулсерен 3 млрд тенкĕ бюджетран тăкакланине каланă. Чи кирли – регионта нумай ачаллă çемьесем ӳссе пыни. 2011-мĕш çултипе танлаштарсан, йышлă çемьесен шучĕ 39 процент хăпарни пурсăмăра та савăнтарать. Çакă пысăк çитĕнӳ.

Обществăлла организацисем сĕнӳ тăратнине кура, 2017 çула Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăнса хăварнă. «Ăна халалласа регионта çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртеççĕ, вĕсем ашшĕ-амăшĕн чысне, хисепне ӳстерме витĕм кӳреççĕ.  Çемьери йăла-йĕркесене пăхăнса çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парса пыратпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. 

Ку енĕпе те кăтартусем çук мар. Комплекслă ĕçсем пурнăçланине кура, çамрăксем йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ кулленех чакса пырать. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ.  «Кăçал пиллĕк уйăх хушшинче çула çитмен ачасем йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 29 процент чакни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Çав тери аван», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Пур-пĕрех çитменлĕхсем пирки те каласа хăварнă регион Ертӳçи. Çула çитмен ачасем пĕр-пĕринпе хутшăнса арлă çыхăнусем тунине асăннă. «Йĕрке çирĕп пулмалла, саккуна пăсакансене явап тыттармалла.  Çак ыйтăва никамăн та айăккинчен пăхса тăмалла мар, право хуралĕнче тăрăшакансен, обществăлла организацисенче тимлекенсен, ахаль халăхăн та çивĕчрех тĕрĕслеве илмелле», - тенĕ  республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Чăваш Енри  Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн обществăлла организацийĕн председателĕн çумĕ Нина Глотова хăйĕн докладĕнче çемьепе çыхăннă социаллă пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пирки каласа хăварнă. 2015 çулта «Кашни çыннăн пурнăçĕнчи чи хаклă тупра – çемье» Федераци шайĕнчи проект пурнăçа кĕнĕ. 2016 çулта «Çемье телейĕ - кил-çуртри килĕшӳ» проект та пурнăçа кĕрсе анлă сарăлнă.

«Эпир ĕçре виçĕ тĕп ăнлава çирĕп пăхăннă. Вĕсем: вĕрентӳ, йăла-йĕрке, кану вăхăтне пĕлсе тĕрĕс йĕркелесси», - тенĕ вăл. Проектсене тĕпе хурса тĕрлĕ куравсем, концертсем, конференцисем, çавра сĕтел мелĕпе калаçусем, çемьесем валли йăла-йĕркепе çыхăннă канусем ирттернине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Хĕрарăмсен канашĕсем çумĕнче Арçынсен канашне те йĕркеленине асăнса хăварнă.  

Обществăлла организацисен пуçаруллă ĕçсене пурнăçа кĕртсе пыма пысăк пулăшу панăшăн Михаил Игнатьева Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Регион Ертӳçи «Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕ» организацине халăхшăн ырă  пысăк ĕçсем пурнăçланăшăн тав тунă.  

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Маклыгин РФ патшалăх программисем пирки чарăнса тăнă.  Чăваш Енĕн тĕп хулинче вĕренӳ пайĕсенче вĕсем епле пурнăçланса пынине пĕлтернĕ.  Вăл каланă тăрăх, Шупашкарта вĕренӳ учрежденийĕсенче, ача пахчисенче пĕтĕмпех сусăр çынсене ăс пухма условисем çителĕклĕ. Нумайăшĕ килтенех вĕренӳ шкулĕсемпе тачă çыхăнса ăс пухма пултараççĕ. Ыйтăва туллин тивĕçтернĕ тесе каланă вăл сăмаха малалла тăсса.

2012-2015 çулсенче республикăри 16 шкулта çӳлерех асăннă ыйтупа условисем йĕркелесе тăратнă, ăна валли 20 млн  патнелле тăкакланă.  Вĕренӳ учрежденийĕсен базине тĕпрен çĕнетнĕ тесен те йăнăш мар. Тĕрлĕ хатĕрсемпе çителĕклĕ пуянлатнă, 26 млн тăкакланă. Пĕр сăмахпа каласан, сусăр çынсене валли условисем пĕтĕмпех йĕркелесе тăратни куçкĕретех.

2016 çултан пуçласа çак ыйтупа ача сачĕсенче те ĕçлеме тытăннă, ăна валли бюджетран 5 учрежденире йĕрке туса çитерме 14,5 млн тăкакланă.

2017 çулта гранта хулари 7№-лĕ; 201№-лĕ ача сачĕсене тивĕçтернĕ, 14 млн тенкĕпе шкул çулне çитмен ачасен садĕнче консультаци ценрĕсене хута яма палăртнă.  

Михаил Игнатьев ыйтăва пĕтĕмлетсе çапларах каланă: «Сусăр ачасене пулăшу парас ĕçе малалла та йĕркелесе пымалла. Вĕренӳ пайĕнче çак ыйтупа ытларах ĕçлемелле», - тесе чĕнсе каланă паянхи канашлăва пухăннисене.

Ачасем хăйсем çине алă хунă тĕслĕхсем, эрех-сăра ĕçсе алхасни, наркăмăшсемпе аптрани пирки Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тата Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов  каласа кăтартнă.

Сергей Кудряшов Чăваш Енре çамрăксем хушшинче инкексем сахалтарах пултăр тесе,  тăтăшах профилактика ĕçĕсене йĕркеление пĕлтернĕ, çамрăксем валли ятарлă программăсем те хатĕрленине палăртнă.

Çуркунне республикăра мĕнпур районсемпе хуласенче шкулта ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле канашлусем ирттернĕ.  Ун чухне, шăпах та çак çӳлерех асăннă ыйтусене пĕтĕмпех туллин пăхса тухнине те асăннă вăл.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентсемпе «Университет ачасем валли» проект пурнăçланать.  Профилактика ĕçĕсенчи тепĕр пысăк пай ачасен кану вăхăтне усăллă ирттересси.  Хальхи вăхăтра çула çитмен çамрăксенчен 63 проценчĕ тĕрлĕ мероприятисене çӳресе усăллă ĕçсем тăвать.

Михаил Игнатьев Вĕренӳ министерствипе Спорт министерствине мероприятисене çемьесемпе пĕрле ирттерме чĕнсе каланă, анлăрах та анлăрах халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине сарма хушнă.

 Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тата Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов ведомствăсем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене йĕркелени пирки чарăнса тăнă.  Çемьесене асăрхаттарса йĕркеленĕ профилактика ĕçĕсемпе паллаштарнă, тĕрлĕ инкек пулассинчен асăрханса пурнăçланă мерăсем пирки каласа кăтартнă.

«Республикăри районсемпе хуласенче социаллă служба пĕтĕмпе 257 участокра вырнаçнă. Вĕсем сахал тупăшлă çемьесем пирки, айван ачасемпе, ашшĕ-амăшĕсем çинчен хыпарсене  вăхăтра пĕлсе тăраççĕ. Кирек епле лару- тăрура та пулăшу пама тăрăшаççĕ», - тесе пĕлтернĕ Сергей Димитриев.   Йывăр çемьесем валли тӳрĕ çул çине тăратма вĕрентекен ятарлă план йышăннине те каласа хăварнă.  

Паянхи канашлура нумаях пулмасть Çĕрпӳ районĕнче пулса иртнĕ пăтăрмах пирки те чарăнса тăнă  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Инкекре 11 çулхи хĕр упраçăн вăхăтсăр кунçулĕ татăлнă. Эсир пурте кирлĕ пек мĕнпур мерăсене вăхăтра йышăнатпăр тесе мана пĕлтеретĕр, анчах та ача вилнĕ тĕслĕх хăйех ятарлă службăсем  ĕçлеме пĕлменнине çирĕплетет», - тесе пăшăрханса каланă регион Пуçлăхĕ, айăплисене çирĕп явап тыттарма хушнă.

«Çамрăксемпе ытларах уçă калаçусем ирттермелле, йывăр çемьере çитĕнекен ачасене çирĕп тĕрĕслевре тытмалла. «Халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса ырă калаçусем ирттерни кăна ĕç тухăçлăхне ӳстерме пулăшĕ», - тесе пĕтĕмлетсе каланă паянхи канашлура регион Ертӳçи. 



04 июля 2017
14:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter