РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоканашлура тĕрĕслевпе асăрхав службине реформăласси, вĕсен ĕç-хĕлĕ пирки приоритетлă программăна тĕплĕн сӳтсе явасси пулнă, унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоканашлу ирттернĕ.  Кун йĕркинчи тĕп ыйту - тĕрĕслевпе асăрхав службине реформăласси, вĕсен ĕç-хĕлĕ пирки приоритетлă программăна тĕплĕн сӳтсе явасси.

Палăртнă мероприяти ĕçне Раççей Федерацийĕнчи мĕнпур регионсем хутшăннă. Селектор канашлăва РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ Сергей Приходько, Раççей Федерацийĕн Министрĕ Михаил Абызов, РФ экономика Министрĕ Максим Орешкин,  РФ юстици Министрĕ Александр Коновалов,  РФ çыхăну тата массăллă коммуникацисен Министрĕ  Николай Никифоров, РФ ĕçпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин, РФ Генеральнăй прокурорĕ  Юрий Чайка, субъектсен пуçлăхĕсем, обществăлла организацисен ертӳçисем пухăннă.  

Асăннă пулăма Чăваш Республикинчен  регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле ĕç тăвакан влаç органĕсенче тимлекен ертӳçĕсем, федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуçлăхĕсем, предпринимательсен пĕрлешĕвĕн обществăлла организацирен ятарлă представительсем хутшăннă.

«Кирек епле реформăн ăнăçăвĕ регионсенче ĕçе епле пурнăçланинчен те сахал мар килет …. Эпир хамăрăн ĕçтешсемпе ыйтăва анлăн сӳтсе яврăмăр, тĕрлĕ органсенче ĕçе пурнăçа кĕртессипе йышăннă мерăсене те тишкернĕ», - тесе каланă Дмитрий Медведев канашлу ĕçне пухăннисем умĕнче доклад тунă май.

РФ Правительствин Председателĕ хăйĕн сăмахĕнче, 2018 çулта асăрхавпа тĕрĕслев службисен мероприятийĕсене ытларах чухне риск пуррисемпе йĕркелеме сĕннĕ, сăлтавсăр кирек епле вăхăтра та тухса плансăр тĕрĕслев ирттерни вырăнсăр тенĕ вăл.  Ĕç тухăçлăхне предприятисемпе организацисем, е муниципалитетсем штраф тӳленине кура хакламалла мар, тĕрĕслев шучĕсене тĕпе хывмалла, чи кирли вара  тухăçлă ĕçлесе пĕрне-пĕри пулăшу кӳресси тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. «Тĕрĕслев туса кăна çӳремелле мар, хăш-пĕр ĕçсемпе кăтартусем мĕншĕн чакнине, е тата хăпарнине шута илмелле, экономикăшăн мĕн чухлĕ тăкак тӳснине та асăрхамалла», - тенĕ Дмитрий Медведев. Тĕрĕслевпе асăрхав мероприятийĕсене ирттернĕ чухне, информаци технологийĕсене те тĕпе хурса ĕçлессишĕн çине тăмалла, вĕсемпе анлăрах усă курма тăрăшмалла. «Тухса вырăна тĕрĕслесси паха, анчах та тăкакĕ те самай, паянхи пурнăç таппинче информаци технологийĕсем вăй илмелле. Регионсемпе интернет çыхăнăвĕ урлă та усă курса тĕрлĕ мерăсем йышăнма пĕлмелле. Кирек-епле ĕçре те фото, видео материалсемпе усă курсан аван», - тенĕ Дмитрий Медведев.

Тĕрĕслев философине тĕпрен ылмаштармалла.  Айăплисене часрах тупса палăртас та, явап тыттарас текен ăнлавран та пăрăнма тăрăшмалла. Ку принцип ырă ĕçсем патне илсе пырасси иккĕленӳллĕ.  Пирĕн пулăшу пама, вĕрентме, витĕм кӳрессишĕн ĕçлемелле.   «Реформăран халăх ыррине çеç кĕтет.  Пур çĕрте те уçăмлăх пулмалла. Хăрушсăрлăх виçин çĕнĕ шайне чăтăмсăррăн çынсем ыйтаççĕ. Экономикăра ирĕклĕх  те хуçаланмалла», - тенĕ РФ Правительствин Председателĕ.  

РФ Генеральнăй прокурорĕ Юрий Чайка ытларах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Тĕрĕслевпе асăрхав органĕсем хăйсен мероприятийĕсен йăлари йĕркисене улăштарма хирĕçленине асăннă вăл. Нумайăшĕ тĕрĕслев йĕркисем кивелнине каланă. Паянхи куна калас пулсан, полици ĕçченĕсем кирек епле организацисене çитсе, ĕç хучĕсем йĕркеллĕ мар тесе, техникăна туртса илме пултараççĕ. Предприятинче ĕç чарăнса ларасси те ун чухне куçкĕретех тенĕ вăл. Нумай чухне саккуна хирĕçле ĕçсем те пулма пултарассине нимĕн иккĕленмесĕрех палăртнă. РФ Генеральнăй прокурорĕ тĕрĕслевпе асăрхав службисене бизнеспа тачă çыхăнса ĕçлеме, килĕшӳре ĕçсене пурнăçлама чĕнсе каланă.

РФ Министр Михаил Абызов тĕрĕслев органĕсенчи кадр ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Çĕнĕ стандартсемпе паллаштарнă. Палăртнă патшалăх программи  виçĕ тапхăрпа пурнăçа кĕрет. Кашни тапхăрĕнче ятарлă сакăр проект пурнăçласа çитĕнӳсем тума тăрăшмалла. Профилактика ĕçне ытларах йĕркелемелле, асăрхавпа тĕрĕслев ĕçне планпа килĕшӳллĕн ирттермелле, кадр ыйтăвне татса памалла, регионсенче, муниципалитетсенче пĕтĕмпех тĕрĕслевпе асăрхав ĕçĕсене тухăçлă пурнăçлама тăрăшмалла, пахалăх шайĕ пысăк пулмалла тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.  

Селектор канашлу ĕçĕ вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ертӳçĕсемпе федераци влаç органĕсем лартнă тĕллевсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

Раççей Федерацийĕн Правительстви пиллĕк çул хушшинче тĕрĕслевпе асăрхав службисен планне кĕртнĕ мероприятисен шутне икĕ хут чакарма хушать. Бизнеса тĕлли-паллисĕр чăрмав кӳме юрамасть. 2016 çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, РФ субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики тĕрĕслевпе асăрхав ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсемпе рейтингра  11-мĕш вырăна тухнă. Нормативлă база йĕркине çĕнетессипе те малти вырăнта тăни куçкĕретех ытти субъектсемпе танлаштарсан.

2016 çулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тĕрĕслевсен планĕ «Единый реестр проверок» базăра вырнаçăнса пырать, ăна РФ Генеральнăй прокуратури çивĕч тĕрĕслевре тытать.

Палăртса хăвармалла, 2016 çулта тĕрĕслевсен йышĕ  республикăра 40 процент чакни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Тата çакна та каласа хăвармалла, 2016-мĕш çултан пуçласа 2018-мĕш çулччен вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тин çеç ĕçе кӳлĕннисене тĕрĕслев витĕр кăларма пăрахăçланă. «Патшалăх тата граждансен интересĕсене хӳтĕлесси, хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси – приоритетлă тĕллевсем», - тенĕ Михаил Игнатьев, канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май.  

Фоторепортаж

 

 



05 июля 2017
15:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter