Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче коррупцине хирĕç кĕрешессипе тимлекен координаци Комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

 


Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче коррупцине хирĕç кĕрешессипе тимлекен координаци Комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ мероприятине Чăваш Енри хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

 Ларăва пухăннисем чи малтанах «Чувашавтодор» АУО лару-тăрăвне тĕплĕн пăхса тухнă. Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, 2016 çулта çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче конкурс производствине йĕркеленĕ, унăн хуçине Евгений Добрынина çирĕплетнĕ.

Паянхи куна илес пулсан, предприятийĕн ĕç укçипе парăм пĕтĕмĕшле  53 млн пухăнса кайнă.  Кулленхи парăм виçи кунран-кун ӳссех пырать.

Чăваш Республикин юстици министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Казарина пĕлтерĕ тăрăх, конкурс управляющийĕ 162 млн дебитор парăмне шыраса илес пирки нимĕнле ĕç те йĕркелемен, 64 млн каялла тавăрма иск хучĕсене тăратнине палăртнă. Росимущество МТУ пурлăхсем пирки экспертсем хатĕрленĕ ĕç хучĕсене те тивĕçтерменни куçкĕретех тенĕ.

Евгений Добрынин пĕлтернĕ тăрăх, ĕç хучĕсене йĕркелес ĕçре хăш-пĕр пăтăрмахсем сиксе тухнă.

«Сирĕн тухăçлă ĕçлеме вĕренмелле.  Организацийĕн чăтмалла мар пысăк парăмсем пуçтарăнса кайнă.  Халăха ĕç укçипе тивĕçтермен.  Çитменлĕхсене пĕтĕмпех пĕтермелле.  Енчен те сирĕн ыйтусем пур пулсан, парăр вĕсене. Эпир яланах витĕм кӳме хатĕр», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев, сăмаха май, çӳлерех асăннă ыйту патне тепĕр уйăхран каялла таврăнассине те асăрхаттарнă вăл.

«Сахал мар сире йывăрлăхсем пирки чĕнсе каланă. Укçа-тенкĕпе яланах тĕрĕс усă курмалла.  Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин патшалăх программисене пурнăçа кĕртессипе тăрăшса ĕçлеме вĕренмелле. Коррупци тăвассинчен асăрханмалла. Енчен те пăтăрмахсем сиксе тухсан, кирлĕ пек ятарлă службăсене пĕлтермелле» - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствинче экономика хăрушсăрлăхĕпе тата коррупцине хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов  хăйĕн докладĕнче вĕсен служби кăçал пиллĕк уйăх хушшинче коррупци енĕпе йĕрке пăснă 42 тĕслĕхе шута илнине пĕлтернĕ, вĕсенчен 38-шĕпе уголовлă майпа ĕç пуçарнине асăннă.  Йĕрке пăсакансем хушшинче  ытларах патшалăх тата муниципалитетсем валли туянусем йĕркеленĕ чухне тупса палăртнине каланă вăл.  Бюджет укçи-тенкипе те тухăçлă, саккуна пăхăнса ĕçлеменни сисĕнет тенĕ.  Граждансене патшалăхăн социаллă пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ чухне те сахал мар йĕрке пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнине каланă. 

Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Александр Мигушов хăйĕн сăмахĕнче укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусемпе вĕсен службине 2016 çулта пĕтĕмпе 8 хыпар килнине пĕлтернĕ. Патшалăх программисемпе усă курма уйăрнă пулăшăва тĕлли-паллисĕр тăкакланине палăртнă вăл. Вĕсемпе уголовлă майпа 8 ĕç пуçарнине пĕлтернĕ. Кăçал, 2017 çулта паянхи кунччен çакăн йышши тĕслĕхсене 9 тупса палăртнине асăннă, 7-шĕпе  уголовлă ĕç пуçарма та ĕлкĕрнине каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ -  финанс министрĕ Светлана Енилина министерство 2016 çулта укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçсене сахал мар, пурĕ 126 тĕрĕслев ирттернине пĕлтернĕ. Бюджет укçипе тĕрĕс пĕлсе тăкакланнине çирĕп йĕркепе пăхса тухнине асăннă министр. Должноçре тăракан 75 çынна явап тыттарнине тата пĕр ертӳçĕне ĕçрен хăтарнине пĕлтернĕ. 

2017 çулта пиллĕк уйăх хушшинче 54 тĕрĕслев йĕркеленĕ, 16 ертӳçĕне явап тыттарнă, сахал мар ыттисемпе те кирлĕ пек мĕнпур мерăсене йышăнса хăварнине палăртнă вăл. 

Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин Председателĕ Светлана Аристова хăйĕн докладĕнче пĕлтĕр вĕсен служби 19 тĕрĕслев ирттернине пĕлтернĕ. Патшалăх программисемпе укçа-тенкĕне тĕрĕс тăкакланипе тăкаламаннине çирĕп пăхса тухнине асăннă.  Çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе йĕрке пăснă тĕслĕхсем чылай пулнине каланă. Муниципалитетсен ертӳçисем граждансем пирки хыпарсене туллин тивĕçтерменнине, объектсене хута яриччен йĕркеленĕ контрактсемпе те йĕрке пăснисем куçкĕретех тенĕ вăл, айăплисене явап тыттарнине, 3-шĕпе уголовлă майпа ĕç пуçарнине асăннă. Ертӳçĕсене малашне те çирĕп тĕрĕслессине асăрхаттарса хăварнă.

Йĕрке пăсакансене, саккуна пăхăнманнисене тупса палăртасси тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать тесе каланă Михаил Игнатьев. Нормативлă право ĕç хучĕсене çирĕпрех йышăнса хăвармаллине те чĕнсе каланă, бюджет укçи-тенкипе тухăçлă пĕлсе усă курма, патшалăх туянăвĕсене ирттернĕ чухне мĕнпур саккунсене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарнă.

Ку хутĕнче профилактика ĕçĕсем пирки те чарăнса тăнă, вĕсемпе ытларах Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Казарина тĕплĕн каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр вĕсен министерстви 87 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Патшалăх пурлăхсемпе  муниципалитетсенче тĕрĕс усă курманнине асăрхаттарнă. Ĕç хучĕсене саккунпа килĕшӳллĕн йĕркелеменнине те çирĕппĕн пĕлтернĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа министерство пурĕ 41 тĕрĕслев йĕркелеме те ĕлкĕрнĕ.  Йĕрке пăснисене штраф тӳлеттермелле тунă.  Енчен те пĕлтĕр 58,5 пин тенкĕлĕх штраф тӳлеттернĕ пулсан, кăçал 148 пин тенкĕлĕх тӳлеттерме те ĕлкĕрнĕ.   

Çĕрсемпе те сахал мар пăтăрмахсене тупса палăртнине каланă вăл. 2017 çулта 86 тĕрĕслев йĕркеленине пĕлтернĕ, ку енĕпе те йĕрке пăснă тĕслĕхсем чылай тенĕ.

Калăпăр, муниципалитетсенче çĕрсене тĕрĕслессипе кирлĕ пек шайра ыйтăва тивĕçтерменнине, ял хуçалăх валли уйăрнисемпе тĕллевлĕн усă курманни те куçкĕретех тенĕ ертӳçĕ.

2017 çулта планпа килĕшӳллĕн, Патăрьел, Каçал ен, Красноармейски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсене тата Канашпа Çĕмĕрле хулисене тухса тĕрĕслеме палăртнине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев  çĕрсемпе  усă курассинче йĕрке пăснă район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсен доклачĕсене итленĕ. «Муниципалитет пурлăхĕсемпе тĕрĕс тухăçлă усă курманнишĕн администраци ертӳçисем яваплă. Енчен те саккуна пăхăнса ĕçлемесен явап тытмалла пулĕ», - çирĕппĕн асăрхаттарнă вăл.   

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕпе Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн доклачĕсене итленĕ. Муниципалитетсенче коррупцине хирĕç кĕрешессипе епле ĕçсем пурнăçланине тишкернĕ ларăва хутшăннисем.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ  - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăш-пĕр йĕрке пăснă тĕслĕхсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă, чиновниксен хăйсене шанса панă ĕçе таса чунпа саккуна пăхăнса халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлемеллине асăннă. Енчен те йĕрке пăснă пулсан, çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме хушнă.

 «Администраци пуçлăхĕсем муниципалитетсенчи йĕркесĕрлĕх пирки яваплă. Яланах пур ĕçре те йĕрке пулмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.   

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов тата Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов çӳлерех асăннă ыйтусемпе докладсем тунă, организацисенче коррупцине хирĕç кĕрешессипе пурнăçланă ĕçсен кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, регион Пуçлăхĕн указĕпе килĕшӳллĕн, ĕç тăвакан влаç органĕсенче тимлекенсен профилактика йĕркине çирĕп тумаллине, коррупци тăвассинчен яланах сыхă пулмаллине, саккуна пăхăнса ĕçлемеллине асăрхаттарнă, шăпах та, çак ыйтусем пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине палăртнă.  «Паллах, асăннă ыйтупа ĕçлемен теме май çук, анчах та çирĕп йĕрке пулмалла. Халлĕхе çитменлĕхсем пур-ха. Ĕçе кулленех тĕрĕслемелле, ӳлĕмрен те саккунпа килĕшӳллĕн мĕнпур ĕçсене йĕркелемелле», - тесе асăрхаттарнă вăл.

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем экологи ыйтăвĕсене те хускатнă, федерацин асăрхавпа тĕрĕслев службисем Чăваш Енре ĕçсене йĕркелесе ирттернĕ пирки чарăнса тăнă.  

Фоторепортаж



05 июля 2017
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter