РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоканашлу ирттернĕ, унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоканашлу ирттернĕ.  Кун йĕркинчи тĕп ыйту - тĕрĕслевпе асăрхав службисен реформин ĕç-хĕлĕ пирки приоритетлă программăна тĕплĕн сӳтсе явасси.

Палăртнă мероприяти ĕçне Раççей Федерацийĕнчи мĕнпур регионсем хутшăннă. Селектор канашлăва РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ Сергей Приходько, Раççей Федерацийĕн Министрĕ Михаил Абызов, РФ экономика Министрĕ Максим Орешкин,  РФ юстици Министрĕ Александр Коновалов,  РФ çыхăну тата массăллă коммуникацисен Министрĕ  Николай Никифоров, РФ ĕçпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин, РФ Генеральнăй прокурорĕ  Юрий Чайка, субъектсен пуçлăхĕсем, обществăлла организацисен ертӳçисем пухăннă.  

Асăннă пулăма Чăваш Республикинчен  регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле ĕç тăвакан влаç органĕсенче тимлекен ертӳçĕсем, федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуçлăхĕсем, предпринимательсен пĕрлешĕвĕн обществăлла организацирен ятарлă представительсем хутшăннă.

Палăртнă патшалăх программи  виçĕ тапхăрпа пурнăçа кĕрет. Кашни тапхăрĕнче ятарлă сакăр проект пурнăçласа çитĕнӳсем тума тăрăшмалла. Профилактика ĕçне ытларах йĕркелемелле, асăрхавпа тĕрĕслев ĕçне планпа килĕшӳллĕн иртермелле, кадр ыйтăвне татса памалла, регионсенче, муниципалитетсенче пĕтĕмпех тĕрĕслевпе асăрхав ĕçĕсене тухăçлă пурнăçлама тăрăшмалла, пахалăх шайĕ пысăк пулмалла.  



05 июля 2017
13:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter