Хулари пурнăçа тата та хăтлăрах тăвас тĕлĕшпе йышăннă приоритетлă проекта пурнăçа кĕртесспе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

 


Хулари пурнăçа тата та хăтлăрах тăвас тĕлĕшпе йышăннă приоритетлă проекта пурнăçа кĕртесспе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ.

«Плана кĕртнĕ мĕнпур ĕçе туллин пурнăçламалла. Влаç органĕсенче ĕçлекенсене халăх ĕненни - çак ĕçсенчен те чылай килет», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, канашлу ĕçне уçнă май.

Сăмаха май вăл 2017 çулта çак асăннă проект ĕçне республикăри 9 муниципаллă пĕрлешӳ хутшăннине палăртнă.   Палăртса хунă ĕçе пурнăçа кĕртме пĕтĕмпе 310 млн тенкĕ уйăрнă. Кунсăр пуçне Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕ 5 млрд пăхса хăварнă. «Чи кирли – планри мĕнпур ĕçсене пахалăха тĕпе хурса пурнăçласси, çак ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрмалла», - тесе чĕнсе каланă регион Пуçлăхĕ.

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Иванов хăйĕн сăмахĕнче çӳлерех асăннă приоритетлă проект республикăри çак хуласенче пурнăçланнине пĕлтернĕ, вĕсем: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар,  Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисем тата  Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ районĕсем. 

Чăваш Енĕн тĕп хулинче çак проекта пурнăçа кĕртме  2017 çулта пĕтĕмпе 100 млн тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ муниципалитетăн пуçлăхĕ Алексей Ладыков.  Заявкăсене пăхса тухнă хыççăн, К.Иванов ячĕллĕ хулари сквера, «Дом Мод» чарăну тĕлĕнчи вырăна, «Шупашкар» тата ытти территорисене чылай  тĕпрен çĕнетсе улăштарма палăртнă.

Михаил Игнатьев объектсене палăртнă чухне приоритетсене тĕрĕс суйласа илме пĕлмеллине çирĕп асăрхаттарнă, халăхпа ытларах тачă çыхăнса ĕçлемеллине асăннă. Чылай çулсем хушши çуртсем таврашĕнче юсав ĕçĕсене ирттерменнисене паян ытларах плана кĕртсе хăвармаллине асăрхаттарнă вăл.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова муниципалитетра объектсене тĕпрен çĕнетсе улăштарма пĕтĕмпе 48 млн тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă,  халăхпа мĕнпур ыйтусене çуркунне сӳтсе явнине каланă. Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕ регионти уйрăмĕн ĕçченĕсем, «Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн регионти пĕрлешĕвĕн пайташĕсем кашни ыйтăва тĕплĕн тишкернине, хăйсен сĕнĕвĕсене тăратнине палăртнă Ольга Чепрасова. Тавралăха тирпей-илем кӳртессипе йышăннă программăна халăхăн ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене чылайтарах тăратма сĕннĕ, чи лайăх та пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртме чĕнсе каланă.

Фоторепортаж



06 июля 2017
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter