Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх филармонийĕнче Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх филармонийĕнче Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă. «Мана, паян уйрăмах питĕ пысăк хисеп сирĕнпе нумай ачаллă çемьесем хушшинче пулма, ĕç династисем, туслă килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем пурсăмăра та хавхалантарса тăраççĕ, вĕсен тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ ачисем те Тăван çĕршывăмăршăн юрăхлă граждансем пулса çитĕнеççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев уява пухăннă çынсене саламланă май.   

«Чăваш Ен халăхĕ çемье туприне ăша хывса пурăнать, ырă-йăла йĕркесене те ламран лама куçарса пыма тăрăшать. Эпир мĕн пĕчĕкрен ачасене аслисене хисеплеме вĕрентетпĕр.  Çемье ăнлава пăхăнса пурăнма вĕрентетпĕр. Кирек епле наци çыннисене те юратма, хисеплеме ăс паратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Чи паха кăтартусенчен пĕрне аса илсе хăварнă республика Пуçлăхĕ торжествăлла уявра. Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче пирĕн республикăра мăшăрсем уйрăлнă тĕслĕхсен шучĕ сахал пулни пурне те савăнтарать, апла пулсан çемье пуянлăхне халăх упраса ăша хывса пурăннине çакă та çирĕплетсе парать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Чăваш Ен Правительстви çемье, йăла-йĕрке упрантăр тесе сахал мар витĕм кӳрет.  2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă.  Плана кĕртсе хăварнă мероприятисем пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕн чысне хисеплеме, çамрăксене туслă пулма, пĕрне-пĕри пулăшма вĕрентеççĕ. Уяв кунĕнче мăшăрсене çемье йăлисене ҫирӗп тытса пынăшăн тата ачасене тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстернӗшӗн Михаил Игнатьев пĕтĕм чун-чĕререн тав тунă.

Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев Чăваш Енре мăшăрланакансен йышĕ çулран çул ӳссе пынине, йышлă çемьесем нумайланнине палăртнă.  2011 çулхипе танлаштарсан 38 процент кăçал кăтартусем хăпарни пурсăмăра та хавхалантарать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

 Чăваш Республикин Указĕпе килĕшӳллĕн, çемье институтне  çирĕплетес тĕлĕшпе тунă пысăк çитĕнӳсемшĕн 130 çемьене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăланă.

14 çул хушшинче ĕç династисене те сахал мар тимлĕх уйăрнă. Вĕсем кашни сферăра пур, пĕтĕмпе пине яхăн династине шута илнĕ.

«Ачасене тата çемьесене социаллă пулăшу пама кашни çул бюджетран 3 млрд ытла тăкакланать. Енчен те çемьере виççĕмĕш ача çуралсан федераци пулăшăвĕ çумне республика хыснинчен те укçа сахал мар уйăраççĕ, унăн виçи пĕр çемьене валли 100 пин танлашать», - тесе каланă министр.

Паян мероприятине пухăннисене   Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Шупашкарти обществăпа чиркĕвĕн епархин Георгий Орлов протоиерей ăшшăн саламланă, яланах килĕшӳре пурăнма пил панă. Яланхиллех хисепе тивĕçнĕ мăшăрсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Ертӳçĕсем пурне те ырлăх, çирӗп сывлăх тата ытлăх-ҫит­лĕх су­ннă, кашни ҫемьере яланах савăнăç, ача кулли, юрату, пӗр-пӗрне сума суни тата килĕшӳлĕх хуçаланччăр тенĕ.

 Фоторепортаж



06 июля 2017
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter