Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Самара Кĕпĕрнин Думин Председателĕпе Виктор Сазановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Самара Кĕпĕрнин Думин Председателĕпе Виктор Сазановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хутшăннă.

Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев саккунсен йĕркине çĕнĕлĕхсем кĕртсе пырас ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа Виктор Сазанова тав сăмахĕсем каланă.   «Пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсемпе паллашса, вĕсемпе тĕрĕс пĕлсе усă курни – нумай ыйтупа йăнăшсем тăвассинчен пăрать. Влаç органĕсенче тăрăшакансен ĕç тухăçлăхне ӳстерме пулăшать, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕçлеме хистет», - тенĕ вăл. Регион Пуçлăхĕ икĕ субъекта тахçантанпах  тĕвĕленнĕ ĕçлĕ çыхăнусем пĕрлештерсе тăнине асăннă. «Ăнланса  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлени, экономика пайне ӳстерме витĕм кӳрет.  Культура, социаллă тытăма вăй илтерме пулăшать», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Виктор Сазанов хăй те парламентсен ĕçĕнче хисепе чăннипех те тивĕç, ырă тĕслĕх вырăнĕнче.  «Атăлçи федераци округне кĕрекен РФ субъекчĕсенчи регионсенче саккунсемпе ĕçлекен патшалăх влаç органсен Ассоциацийĕ йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене кулленех хускатать. Юлашки çулсенче сахал мар саккунсен йĕркисене çĕнетрĕмĕр. РФ Патшалăх Думи те пирĕн пуçаруллă сĕнӳсене ырласа ĕçе кĕртсе пыни куçкĕретех», - тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев малашне те конструктивлă майпа çыхăнусем пулассине, нормативлă база йĕрки те çĕнелессе шанса каланă.

Фоторепортаж



06 июля 2017
15:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter