Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани

Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн са­лам­ланине йы­шӑнсамӑр!

Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗнче виҫӗ пине яхӑн ӗҫчен вӑй хурать. Сирӗн тӑрӑшулӑхӑра пула почта уйрӑ­мӗсен тытӑмӗ йӗркеллӗ аталанать, пу­лӑшу ӗҫӗсен тӗсӗсем йыш­­лӑ­ланаҫҫӗ, хальхи вӑхӑтри технологисем ӗҫе кӗреҫҫӗ.

Кӑҫал черете тытса пыма пулӑшакан тытӑма ӗҫе кӗртес­сипе ҫыхӑннӑ проект пурнӑҫланать, оборудование тата прог­рамма тивӗҫ­те­рӗвне ҫӗ­нетмелли анлӑ ӗҫ вӗҫленет. Логисти­кӑ­па тех­нологи процесӗсене лайӑхлатни почтӑпа яракан япа­ла­сен ӳссе пыракан калӑпӑшне туллин пурнӑҫлама тата кӳрекен пу­лӑшу ӗҫӗсен паха­лӑхне лайӑхлатма май параҫҫӗ.

Чӑваш Енре Раҫҫей почти хаҫат-журнал салатакан тӗп ты­тӑм шут­­ланать. Хаҫат-журналпа тивӗҫтерсе тӑрас енӗпе республика Раҫҫей­ре 7-мӗш вырӑн йышӑнать.

Почта ҫыхӑнӑвӗн ӗҫченӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫ­ӗшӗн чунтан тав тӑватӑп.

Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене чун-чӗререн ҫирӗп сыв­­лӑх тата ырлӑх сунатӑп! 

 

 Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                          Михаил Игнатьев

 



06 июля 2017
07:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter