Регионти Гидрометцентр пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче Чăваш Республикин территоринче çутçанталăк сиен кăларса тăратас хăрушлăх пысăкланнă

Чăваш Енри Гидрометцентр пĕлтернĕ тăрăх, утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче çĕрле тата утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин территоринче çутçанталăк сиен кăларса тăратас хăрушлăх пысăкланнă. Таврара вăйлă çил алхасать, Çурçĕр – Хĕвел анăçĕнчен 8-13 м/с хăвăртлăхпа вĕрет, вырнăн-вырнăн аслати кĕмсĕртетет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ирпе ирех Чăваш Енри ГКЧС председателĕн Вениамин Петровăн докладне итленĕ.  Ертӳçĕ регионти лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă. 2017 çулта утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче республика территорийĕнче вăтамран 42 мм чухлĕ сывлăшра  нӳрĕк пуçтарăннă.

Улатăр, Канаш хулисенче, Улатăр, Пăрачкав, Йĕпреç, Канаш районĕсенче уйăх хушшинче çумалли  норма тулнă. (58 пуçласа 80 мм чухлĕ). 

2017 çулта утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 8-мĕшĕччен çутçанталăк хăрушлăх кăларса тăратас туртăм тата та вăйланма пултарать, çил-тăвăл алхасма пултарать, çумăр çăвать.  Районсемпе хуласенче  мĕнпур тавралăхра инкексем сиксе тухас хăрушлăх та пур.  Çуртсен тăррисене çил-тăвăл илсе пăрахма пултарать, Электричествăпа, газпа асăрхануллă пулмалла. Ял хуçалăхне те сиен кӳрес хăрушлăх пысăк.

Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче вăйлă çил-тăвăла пула Канаш районĕнче 11 ял тăрăхĕнче электричество пĕтсе ларнине пĕлтернĕ.  Инкеке вăхăтра сирсе яма май килнине каланă.

Сĕнтĕрвăрринче 97 çурт çутăсăр тăрса юлнă, кунта та сехет çурă хушшинче кăлтăксене пĕтĕмпех пĕтернĕ.  Хальхи вăхăтра Вăрмар районĕнче те ĕçе пĕтĕмпех йĕркене кĕртнĕ.

Çутçанталăк алхаснине кура, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти мĕнпур службăсене кирек-епле кăлтăка та вăхăтра сирсе яма яланах хатĕр пулма хушнă. Пур çынăн та тимлĕхе çухатма юрамасть, питĕ асăрхануллă пулмалла. 

Палăртса хăваратпăр, «МРСК Волги» - «Чувашэнерго» ПАО «Россетти» тытăмне кĕрет, вĕсем яланах инкексене сирсе яма хатĕр тăраççĕ, техника таврашне тирпейлесе тăратнă, специалистсем уйрăмах асăрхануллă, халăха сиен кӳме пултарасран хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме хатĕр. Уйрăмах социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисене сыхă тăмалла.

Енчен те пăтăрмахсем сиксе тухас пулсан, тӳрех çак «01» номерлĕ телефонпа шăнкăравламалла. Специалистсем кунĕн-çĕрĕн талăкĕпех дежурство тăраççĕ.  



06 июля 2017
11:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter