Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕпе Владимир Ивановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 

Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕпе Владимир Ивановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 

 Ертӳçĕсем калаçу вăхăтĕнче пулас учительсене вĕрентсе кăларассине, кадр ыйтăвĕсене, аслă шкулсене вĕренме кĕмеллин йĕркисемпе çыхăннă самантсене тĕплĕн сӳтсе явнă.

Аса илтеретпĕр, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ректорĕ пулма Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе наука Министрĕ приказĕпе килĕшӳллĕн Владимир Иванов çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче ĕçе тытăннă пулнă.  Вăл унччен çак должноçĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан пулса тăрăшнă. «Çак университет çĕршыври чи тухăçлă ĕçлесе пыракан аслă шкулсенчен пĕри. Кăçалхипе вăл тăваттăмĕш хут çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ.  2017 çулта уçă Интернет-олимпиадăсенче студентсем çитĕнӳсем пулнă. Пĕтĕм халăхсен хушшинчи конкурс çĕнтерӳçисен ятне те сахал мар тивĕçнĕ.  Çаксем пĕтĕмпех вĕренекенсем пысăк тавракурăмлă, ăслă пулнине çирĕплетсе параççĕ.  Студентсене ăс паракансем те паха специалистсем пулни куçкĕретех», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ректор хăйĕн сăмахĕнче аслă шкулта пĕтĕмпе 5075 вĕренекен пулнине палăртнă. Çулсерен çак учрежденине 1200 яхăн студент вĕренме килет.  Вĕсенчен 60-70 проценчĕ бюджет вырăнне лекет. «Паха ачасем вĕренсе тухни – вĕсене малашнехи пурнăçра тĕрĕс çул шыраса тупма витĕм кӳрет, ĕçе те кулленех вырнаçса пыни куçкĕретех. Пĕр сăмахпа палăртсан аслă шкул тухăçлă ĕçлет», - тенĕ Владимир Иванов.  Сăмаха май, аслă шкулта вĕрентекенсем хушшинче те çирĕп конкурс пулнине асăннă.  

Ректор йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.  Калăпăр, вĕренме кĕнĕ ачасем вĕренӳ программине ĕлкĕрсе пырайманни сисĕнет, ун чухне вĕсене аслă шкултан ирĕксĕр кăларса яма тивет тесе пĕлтернĕ Владимир Иванов. «Пĕр енчен калас пулсан, эпир бюджет укçине тăкаклатпăр. Тепĕр енчен калас пулсан, бюджет пайĕпе кĕмен студентсене бюджета куçарса укçа-тенкĕне те пăрахăçлатпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.   Çак ыйтăва ректорсен канашĕпе пĕрле сӳтсе явма чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.   

Университетăн ректорĕ ачасене аслă шкултан тĕллевлĕ вĕренсе кăларни пирки чарăнса тăнă.  Республикăри тĕрлĕ шкулсемпе килĕшӳсем те тунине, енчен те пушă вырăнсем пулсан, вĕренсе тухнă студентсене тӳрех ĕçе вырнаçтарма май килнине асăннă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  Çамрăксем аслă шкулта вĕренсе пынă чухнех, хăйсем ăçта ĕçлеме каясси пирки хыпарсене лайăх пĕлсе тăраççĕ тенĕ ректор.   Кадр ыйтăвне татса парас тĕллевпе час-часах аслă шкулти студентсемпе чаплă, ăста вĕрентекенсем тĕрлĕ уроксем йĕркеленине асăннă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорне малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă.



01 августа 2017
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter