Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Гвардеец-1» Атăлçи федераци округĕнчи оборонăпа спорт лагерьĕнче пулнисемпе тĕлпулу ирттернĕ

 

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Гвардеец-1» Атăлçи федераци округĕнчи оборонăпа спорт лагерьĕнче пулнисемпе тĕлпулу ирттернĕ.  Мероприяти  Чăваш Республикин Çар мухтавĕн музейĕнче пулнă. Паллă пулăма унпа пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хутшăннă.

 

«Гвардеец» оборона спорт лагерĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Çак ĕçе пуçарса яраканĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ предсавителĕ Михаил Бабич.  

Чулхула облаçĕнче Кстово хулинче 64120 №-лĕ çар часть территорийĕнче çĕртме-утă уйăхĕсенче лагерь ĕçленĕ пулнă.  Унта 700 шкул ачи хăйсен ăсталăхне туптанă, вăл шутран Чăваш Республикинчен аслă классенче вĕренекен 40 çамрăк хутшăннă. Ачасем çар службин тĕп ăнлавĕсене вĕреннĕ, спорт, культура пайĕн ĕçĕсене хутшăннă, тĕрлĕ экскурсисенче пулса курнă.

«Гвардеец -1» ПФОра çамрăксен оборонăпа спорт лагерьĕнче Чăваш Енрен кайнă ушкăн хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.  

Ăмăртусенче мала тухнăшăн, хăйсен ăсталăхне кăтартса пама пултарнăшăн Михаил Игнатьев яшсене ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Сирĕн çĕнтерӳ пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эсир спортра хастарлăхпа палăрнă.  Чăваш Республикине ытти регионсем хушшинче тивĕçлипех хӳтĕленĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. 

«Гвардеец» лагерь смени вĕçленнĕ хыççăн, çамрăксем тӳрех Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Юнармия» çарпа патриотизмăн обществăлла юхăм тытăмне кĕнĕ. Паян çак организаци, Раççейре пысăк пулнине асăннă Михаил Игнатьев. «Кам та кам «Юнармия» юхăмне лекет, çавсем чăн-чăн паттăрсем, Тăван çĕршыва парăннă çынсем, хастарлăхпа ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.  Вĕсем çĕршыва юратни, тăван халăха хисеплени, пысăк çитĕнӳсем патне ăнтăлни куçкĕретех. Йывăрлăхсене те парăнтарма çак ачасем лайăх пĕлеççĕ.  Хăвăра яланах пулăшу панине те кĕтме пĕлетĕр тата туятăр», - тенĕ вăл.  Михаил Игнатьев ашшĕ-амăшĕсене, ачасене ăс парса вĕрентекенсене тивĕçлĕ çынсем пулма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.   

Делегацийĕн тĕп шăнăрĕ Канаш районĕнчи Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов  ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕренекенсем.  Вĕсен ертӳçи тата вĕрентекенĕ Валерий Петров.  Сменăра пурĕ 10 çамрăк çак шкултан пулнă. «Гвардеецсен маршучĕ» эстафета пире ытларах килĕшрĕ. Çак ăмăртура пирĕн яшсем мала тухрĕç, чи лайăх кăтартупа палăрчĕç», - тесе пĕлтернĕ ертӳçĕ Валерий Петров. Пухмачра пĕтĕмпе пĕрремĕш вырăн илнĕ пиллĕк награда тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Шупашкарти 5-мĕш Гимназийĕнче физкультурăна вĕрентекен, вăл делегаци ертӳçи Владимир Николаев, хăйĕн сăмахĕнче ушкăнри ачасем çав тери пултаруллă пулнине каланă.  «Пирĕн йышри ачасем кадет класĕсенчен,  çарпа патриотизм клубĕсенчен. Вĕсем кулленех хăйсен ăсталăхне туптаса пыраççĕ», - тенĕ вăл. «Ачасем умне çирĕп тĕллевсем лартнă. Вĕсем ăна лайăх ăнланаççĕ. Лагерьте пирĕн Чăваш Республикин чысне хӳтĕлемеллине те ăша хывнă яшсем.  Çак ăнлавсем пĕтĕмпех пысăк çитĕнӳсем тума пулăшнă. Мĕнпур спорт ăмăртăвĕсенче пирĕн яшсем малта пулчĕç», - тенĕ вăл сăмаха малалла каланă май.

Ачасем хăйсен шухăш-кăмăлĕ пирки республика Пуçлăхне каласа кăтартнă.

 «Эпĕ ялан çар çынни пулассишĕн ĕмĕтленнĕ. 6-мĕш классра кадетсен йышне кĕтĕм. Ман асатте çарта пулнă. Шăпах та, вăл маншăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.  Çак мероприятине хутшăнма суйласа илнине илтсенех хытă хĕпĕртерĕм. Эпĕ пĕрре те пăшăрханмастăп çуллахи вăхăтра çак лагерьте пулнишĕн», - тенĕ Канаш районĕнчи Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов  ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕренекен Михаил Подилкин.

Ачасенчен пĕрин пиччĕшĕ «Кузнецов Адмирал» çарта тăрать. «Патриотизм лагерьне килессине пĕлсенех вăл хытă савăннă. Маншăн мăнаçланнă. Пăшалтан пеме вĕреннине пĕлсен, кăштах мана ăмсанса та илчĕ», - тесе пĕлтернĕ  Муркаш районĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта 11-мĕш классра вĕренекен Владимир Волков.  

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, ачасем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене республика Ертӳçине панă. Регион Ертӳçи спорт вăййисене çӳренипе çӳременнине, хăй хутшăннине ыйтса пĕлнĕ.  Хăйĕн вăрттăнлăхĕсене кама та пулин каласа парать е çук –и? тесе ыйтнă.   

Калăпăр, Виктор Филиппов Канаш районĕнчен, вăл вĕренекен шкул спортзалĕн çӳллĕшĕ кĕске пулнине пăшăрханса пĕлтернĕ. Волейбол выляма меллĕ мар тенĕ.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев нумаях пулмасть шкула тĕпрен юсав ĕçне йĕркеленине пĕлтернĕ, анчах та проектпа килĕшӳллĕн унăн çӳллĕшне хăпартма май килменнине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ шкул çумĕнче хушма объект тума май çук-ши тесе каланă министра.  Енчен те, паллах шкулта ачасен йышĕ нумай пулсассăн, ыйту актуаллă тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

«Эпĕ те районтан, ялта ӳснĕ. Шкулта спортзал пачах та пулман. Эпир урамра выляса ӳснĕ.  Çулла волейбол, футбол вылянă, хĕлле йĕлтĕрпе ярăннă. Халĕ ирĕн мĕнпур условисем çителĕклĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  

Владислав Быков Канаш хулинчен яла çӳрет вĕренме. Шкул ачисене валли льготăллă проезднойсем çук-ши тесе кăсăкланнă.

Çак ыйтăва хула ертӳлĕхĕпе сӳтсе явнă. Ун чухне транспортпа çӳренĕшĕн хакăн 60 процентне муниципалитет бюджетĕнче пăхса хăварма йышăннă пулнă. Килĕшĕве те çирĕплетнĕ тесе пĕлтернĕ ăна.  

 Ачасем аслă шкулсене вĕренме кĕмелли йĕркесем пирки те ыйтса пĕлнĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Енрен ачасем çар енĕпе аслă шкулсене нимĕнле чăрмавсемсĕрех вĕренме кĕнине, кăтарту та пысăк тесе палăртнă.

Калăпăр, 2016 çулта 124 ача аслă шкула ăс пухма кĕнĕ. Малашне те çамрăксем çитĕнӳсемпе палăрассине, хăйне кăмăла каякан профессине суйласа илме пултарассине шанса каланă республика Ертӳçи.  Атăлçи федераци округĕнчи Чăваш Енри Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕн  Шупашкарти çĕнĕ объектăн строительство ĕçне пуçланине пĕлтернĕ ырă хыпара Михаил Игнатьев. Калас пулсан, кадетсен шкулĕнче вĕренсе тухакансем, Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин аслă шкулĕнче те вĕсем вĕренме ăнăçлă кĕреççĕ, пысăк çитĕнӳсемпе палăрса пыни куçкĕретех, никамшăн та вăрттăнлăх мар тенĕ. Вĕренсе тухсан та пысăк специалистсем пулса право хуралĕн органĕсенче, Тăван çĕршыва хӳтĕлес ĕçре те çав тери паха опытсемпе палăраççĕ тенĕ. Тивĕçлĕ граждансем яланах çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине те асăнса хăварнă регион Пуçлăхĕ.   

«Эсир хăвăрăн пурнăçра сахал мар ĕç пурнăçланă. Активлă  мĕнпур мероприятисене хутшăнса çитĕнӳсемпе палăратăр.  Эсир ырă кăмăл-туйăмпа киле таврăннине аçăр-аннĕрсем туйрĕç пулĕ. Сире çакă пĕтĕмпех малашне тĕрĕс çул-йĕр шыраса илме витĕм кӳрет», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 

Фоторепортаж



01 августа 2017
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter