Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Кĕрешĕвĕн пĕрлештернĕ тĕнчи» халăхсен федераци представителĕсемпе тата Раççейри кĕрешӳ спорчĕн Федерацийĕн членĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Кĕрешĕвĕн пĕрлештернĕ тĕнчи» халăхсен федераци представителĕсемпе тата Раççейри кĕрешӳ спорчĕн Федерацийĕн  членĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Сумлă хăнасем чăваш çĕрĕ çине тĕнче шайĕнче пулакан Кĕрешӳ спорчĕн турнирне хатĕрленсе ĕçсем епле пынипе кăсăкланнă.

Ĕçлĕ тĕлпулăва Чăваш  Республикин спорт министрĕ  Сергей Шелтуков, Чăваш Республикинчи кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Алексей Лапшин хутшăннă.

Спорт делегацийĕн йышĕнче кĕрешӳçĕсен пĕрлештернĕ тĕнчин Бюро Конгрессĕн пайташĕсем Родика Мария Якши, Раççейри спорт кĕрешĕвĕн Федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ, тĕнчери кĕрешӳ спорчĕн вице-президенчĕ Наталья Ярыгина,  Раççейри кĕрешӳ спорчĕн Федерацийĕн хĕрарăмсен хушшинчи кĕрешӳ спорчĕн пай пуçлăхĕ, Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕн аслă тренерĕ Александр Борзунов, Раççейĕн кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн директор ĕçĕсене пурнăçлакан  Александр Деревянко хутшăннă.  

Ертӳçĕсем 2017 çулта раштав уйăхĕн 1-2-мĕш кунĕсенче «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче хĕрарăмсен хушшинче кĕрешӳ спорчĕн Тĕнче кубокĕ иртет. Ăна хатĕрленсе пыракан мероприятисем пирки анлăн сӳтсе явнă. 

Турнира Раççейрен, Японирен, СШАран, Китайран, Монголирен, Швецирен, Украинăран тата Азербайджанран спортсменсем килсе çитесси паллă.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăмăртусем çӳллĕ шайра иртччĕр тесе мĕнпур условисене кирлĕ пек таран хатĕрленсе çитессине шантарса хăварнă. «Сире, пирĕн тăрăхра - Чăваш Республикинче, çакăн пек пысăк мероприятине йĕркелесе ирттерме шаннăшăн тав тăватăп.  Спортсменсем валли условисем çителĕклĕ пулĕç.  Чăваш Енре пурăнакансем кăмăллă, пурне те хапăл тусах йышăнăпăр», - тенĕ вăл.

Родика Мария Якши хăйĕн сăмахĕнче республика çакăн пек пысăк мероприятине йĕркелесе ирттерме килĕшнишĕн тав тунă. Делегаци регионта спорт инфратытăмне пăхса çаврăннине, мĕн пуррине курса ĕненнине, объектсемпе питĕ кăмăллă юлнине пĕлтернĕ.  «Пире пĕтĕмпех килĕшет.  Тата çитменнине калас пулсан, Шупашкар питĕ ырă хула.  Пурте савăк кăмăллă, илĕртӳллĕ, хамăра питĕ лайăх туятпăр», - тенĕ вăл.    

Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков хăйĕн сăмахĕнче турнира хатĕрленсе йĕркелесе ирттерме палăртнă мĕнпур мероприятисене туллин пурнăçлассине шантарнă. 

Тĕнчери спорт кĕрешĕвĕн вице-президенчĕ,  Раççейри кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Наталья Ярыгина  Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева регионта кĕрешӳ спортне аталантарас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, çулсерен Чăваш Енре тĕнче шайĕнчи ăмăртусене йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн ырласа хăварнă. «Тавах Сире. Спортсменсене Чăваш Республикинче килĕшет.  Татах та вĕсен Сирĕн региона килес килет. Ют çĕршыври спортсменсем Чăваш Ен пирки лайăххине çеç калаççĕ. Шанатăп, тĕнче Кубокĕ хĕрарăмсем хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе турнир пысăк шайра иртсе каяссине.  Хулана пĕрре курсах, юратса пăрахма пулать.  Эпĕ, хам та, çав тери тĕлĕнсе савăнса кайрăм», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.    

Раççейĕн кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн директор ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Александр Деревянко хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикин спорт ăмăртăвĕсене тĕнче шайĕнче йĕркелесе ирттерессипе пысăк паха опыт пулнине палăртнă.

«Эпир Чăваш Енĕн хăватлă опытне тĕнче Кубокĕнче кăтартса парасшăн», - тенĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕн аслă тренерĕ Александр Борзунов.   

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спортăн  çак тĕсĕ тĕп база йышне кĕрет.  Ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт ăмăртăвне Чăваш Республикинче кулленех 3000 çын çӳрет. 2017 çулта Раççейĕн пĕрлештернĕ командине Чăваш Енрен 18 кĕрешӳçĕ кĕнĕ. 2016 çулта Чăваш Республикин спортсменĕсем Раççейĕн пĕрлештернĕ командин пухмачне пурĕ 172 медаль пуçтарнă.  Кăçал спортсменсем 23 медаль илме те пултарнă.  Пирĕн республикăра тăтăшах тĕнче, федераци шайĕнче, халăхсен хушшинчи пысăк ăмăртусем иртеççĕ. 

Кăçал пуш уйăхĕн варринче Раççейĕн кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Михаил Мамиашвили  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ патне тĕнчери чи хăватлă турнира 2017 çулта Чăваш Республикинче ирттерме ирĕк ыйтнă.  Республика Пуçлăхĕ туххăмрах кĕске вăхăт хушшинче Чăваш Республикин Спорт министерствине турнира хатĕрленме, заявка тăратма хушнă. Палăртма кăмăллă, тĕнче Кубокĕ  Чăваш Республикинче иртет.

Фоторепортаж



10 августа 2017
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter