Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Ен строительство отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! 

Строителӗн пултаруллӑ ӗҫӗ кирек хӑш саманара та сумлӑ тата хи­сеплӗ шутланать. Сирӗн ӗҫӗре пула ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ ӳсет, ял-хула инфратытӑмӗ лайӑхланать: пурӑнмалли хӑтлӑ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, ку чухнехи вӗренӳпе медицина учрежденийӗсен, культурӑпа спорт объекчӗсен ҫурчӗсем ӳссе лараҫҫӗ, общество хутлӑхӗсем илемленсе хӑтлӑланаҫҫӗ. 

Республика Правительстви строительство отрасльне – регион экономикин тӗп пайне – тивӗҫлӗн аталантармашкӑн лайӑх майсем йӗркелет. Инвестици тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви валли ҫӗр лаптӑкӗсем ҫителӗклӗ хатӗрлесе хунӑ. Строительство ӗҫне пурнӑҫлама ирӗк илмеш­кӗн, проект докуменчӗсене патшалӑх экспертизи тумашкӑн уйӑрнӑ вӑхӑт тӑршшӗ палӑрмаллах кӗскелнӗ. Ҫынсене хӑйсен ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама пулӑшакан тӗрлӗ программа пурнӑҫланать.

Экологи тӗлӗшӗнчен таса тата хӑрушлӑхсӑр шутланакан технологисемпе усӑ курни, кӑсӑк конструктор идейисене ӗҫе кӗртни строительство комплексне ҫирӗппӗн ӗҫлеме пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш Енре паха, экологи тӗлӗ­шӗнчен таса шутланакан тата хӑйсем туса кӑларакан строительство мате­риалӗсемпе усӑ курассин шайӗ 70 процентран та иртет.

 Пирӗн сирӗнпе пӗрле республика тата Раҫҫей экономикине малалла аталантарассишӗн ҫине тӑрса ӗҫлемелле. Пур пек вӑй-хӑват пире чи хӑ­юллӑ тӗллевсене те пурнӑҫлама пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп!

 Строительствӑра тӑрӑшакансене пултаруллӑ ӗҫшӗн, професси ӑсталӑхӗшӗн, суйласа илнӗ ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн  тав тӑ­ватӑп.

Ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, хастар кӑмӑл-туйӑм тата ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                            Михаил Игнатьев  



10 августа 2017
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter