Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Шупашкар районĕнче пулнă

 


Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Шупашкар районне кайнă.

Унта регион Пуçлăхĕ муниципалитетăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсене  тишкернĕ, вырăнти халăхпа пĕрле çитес тапхăр валли тĕллевсене сӳтсе явнă.

Канашлу ĕçне пуçланă май, республика Ертӳçи хальхи вăхăтра регионти мĕнпур шкулсенче çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленес ĕç хĕрӳ пынине асăннă. Кунсăр пуçне кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласси, тухăçа тулин пухса кĕртесси пулнине асăнса хăварнă.

2017 çулта Шупашкар районĕ республика хыснинчен 570 млн тенкĕ тивĕçнĕ, кăтартăва 2016 çулхипе танлаштарсан, 13,8 процент пысăкрах пулни сисĕнет.  Ертӳçĕсем пулăшăва ытларах халăхăн пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма тăкакламаллине асăннă.  Асăннă укçа-тенкĕрен, муниципалитет РФ Президенчĕ Владимир Путин килĕшнĕ «Хăрушлăхсăр паха çулсем» патшалăх программине пурнăçа кĕртме 87 млн тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ.  Пĕтĕмпе Шупашкар районĕн çул-йĕр фончĕ 2017 çулта 152 млн танлашать. «Пуçаруллă ĕçсене пурнăçа кĕртсе пыма ял тăрăхĕсем хушма укçа-тенкĕ тивĕçме пултараççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен чаплă проектсене тăратмалла.  Çапах та, çынсен сĕнĕвĕсене малти вырăна хумаллине манса каймалла мар», - тесе аса илтерсе хăварнă Михаил Игнатьев паянхи канашлура.  

Палăртса хăваратпăр, халăхсен пуçаруллă ĕçĕсене 2017 çулта пурнăçа кĕртсе пыма республика хыснинче 95 млн уйăрса хăварнă.  

Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ кăçал аграри тытăмĕнче ĕçлекенсем çанталăк асар-писер тăнине кура, хăш-пĕр йывăрлăхсене тӳснине асăннă.  Çанталăк ăшă тăмарĕ, ӳсен-тăран кая юлса шăтрĕ, тыр-пул пиçсех çитеймен. Сывлăшри нӳрĕк пысăк пулни – уй-хир ĕçĕсене тăкак кӳрет.  Йывăрлăхсене парăнтарса, республикăри районсенчи хуçалăхсенче хĕрӳ ĕççи вăхăчĕ пуçланнă та, вăтамран пĕр гектартан 55-60 центнер тулă пухса кĕртеççĕ. «Паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологипе усă курни – тыр-пула нимĕнле тăкаксăрах пухса илме витĕм кӳрет», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Республика Правительстви кулленех хуçалăхсене пулăшупа тивĕçтерессине шантарса каланă.

Муниципалитет ăнăçлă аталанасси – инвестици хывнинчен чылай килет.  Кун пирки республика Пуçлăхĕ çирĕплетсех каланă.  Республикăра условисем çителĕклĕ йĕркелесе тăратнине палăртнă Михаил Игнатьев.  Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ 85 субъекчĕ хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ 2-мĕш вырăна кăçал тухрĕ. Ырă хыпара Петербургра экономика форумĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин пĕлтернĕ, Чăваш Республики малта пыракан регионсен шутĕнче пулнине, вăл ытти субъектсемшĕн тĕслĕх тесе палăртнă.  «Пирĕн тĕллев – мĕнпур палăртса хунă ĕçсене яваплăха туйса, таса чунпа туллин пурнăçласа пырасси. 2018 çул валли те приоритетлă ыйтусемпе тĕрĕс çул-йĕрсем палăртса хăварасси», - тесе чĕнсе каланă республика Ертӳçи.

 Паянхи канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа муниципалитетăн аталанăвĕ пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев анлă доклад тунă.

 Аграри регионĕшĕн ял хуçалăх ыйтăвĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Çанталăк лăпкă тăманнине кура, хуçалăхсенче ĕçлекенсен умĕнче çав тери çивĕч ыйту тăрать - мĕнпур тухăçа туллин пухса кĕртесси.  Муниципалитет ертӳçи районта хуçалăхсем пĕтĕмпех вырмана тухнине асăннă.  Пĕртен-пĕр хуçалăх  ФГУП УОХ «Приволжское»  ЧГСХА  уй-хир ĕçĕсене çуркунне кая юса тухнăшăн, паян вĕсем кăштах тăхтаççĕ.

Кăçал районта тухăç пĕр гектартан 31 центнер тухать.   Тепĕр икĕ эрнерен кĕрхи культурăна акса хăварассипе ĕçлеме пуçламалла. Планпа килĕшӳллĕн кĕрхисене 4100 га çĕр лаптăкĕ çинче акса хăварма йышăннă.  Районта пурĕ тырă типĕтсе кĕртмелли 10 агрегат ĕçлет тесе пĕлтернĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев.

«Хăрушлăхсăр паха çулсем» патшалăх программипе килĕшӳллĕн,  Кукеçре икĕ объектăн ĕçне вĕçне-хĕрне те çитернĕ.  Федераци программине Шупашкар районĕсĕр пуçне тата тепĕр виçĕ район  кĕрсе юлнине асăнса хăварнă вăл.  Çулсене тĕпрен юсав ĕçне йĕркелеме укçа-тенкĕ пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах уйăрнине палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетра çурт-йĕр çавăрассипе ĕç–пуç сӳрĕкрех пынине каланă.  Çак кăтартупа ытти муниципалитетсем хушшинче Шупашкар районĕ 20-мĕш вырăнта пулнине асăрхаттарнă.  Кăçал пĕрремĕш çур çулта пурĕ 1880 тăваткал метр чухлĕ çурт хăпарса лартнă.  Çулталăк вĕçленнĕ тĕле нумай хваттерлĕ 6 çурт çĕклесе лартма тĕллев лартнă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 13,3 пин тăваткал метрпа танлашать.

Çуртсем çĕклеме условисене администраци йĕркелесе панине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Патшалăх программисем пирки халăха тăтăшах пĕлтермеллине, подрядчиксем графикпа килĕшӳллĕн çуртсене хута яччĕр тесе, вĕсене çивĕч тĕрĕслесе пымаллине асăрхаттарнă.

 Кăçал Ишлейĕнче икĕ  çĕнĕ котельнăй хута янă, ăна пула, «ИЗВА» ТМЯО тăкаклă ĕçĕ пăрахăçланă.  Нумай хваттерлĕ 8 çуртра пурăнакансене кулленех ăшă шывпа тивĕçтерме май пулĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче хутса ăшăтмалли системăсене çĕнĕрен хута ярас ĕç малалла та пынине асăннă.   «Хутса ăшăтмалли тĕп тытăм тепре чухне халăха валли йывăрлăх кăларса тăратать.  Трасса çинче те авари пулни пĕрре мар. Çулла тăтăшах профилактика ĕçне йĕркелесе пыраççĕ.  Çынсене паян ытларах хăйсен хваттерĕсене харпăр хăй тĕллĕн хутса ăшăтмалли система çине куçма ыйтмалла. Лайăх енсем пирки тĕплĕн ăнлантарса пама пĕлмелле. Халăхăн укçи-тенкине чылай перекетлеме май панине каласа кăтартмалла», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.  Тĕслĕх вырăнне Тăвай районне илсе панă. Унти халăх кашни хăйсен хваттерĕсемпе çурчĕсенче харпăр хăй тĕллĕн хутса ăшăтмалли тытăм çине куçарнă.  Виçĕ çул хушшинче тăкак саплашăннă та теççĕ вырăнти çынсем.

Республика Пуçлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрса ĕçлеме хушнă.  Ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрсемпе тĕллевлĕ усă курмасан,  пурлăха туртса илесси те куçкĕретех тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. 

2017 çулта Шупашкар районĕн ял хуçалăх валли уйăрнă 1100 га çĕр лаптăкне пусă çаврăнăшне кĕртмелле.  Паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе те 103 га çĕр лаптăкне кăна  тирпейлесе çитернĕ. «Ытти районсемпе танлаштарсан, Шупашкар районĕнче çĕр хаклă.  Енчен те çĕрпе пĕлсе тĕллевлĕн  усă курмасан, вĕсен пурлăхне туртса илме те халĕ саккун ирĕк парать», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.  Кунсăр пуçне, çĕрсене харпăр хăй пурлăхĕ çине куçарас пулсассăн, ыйтăва халăхпа пĕрле уççăн сӳтсе явмаллине асăрхаттарнă. Енчен те çынсем  çĕрсемпе тухăçлă усă курасшăн пулсан, вĕсене чăрмав кӳме юрамасть тесе каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче Шупашкар районĕн бюджечĕ пирки чарăнса тăнă, унăн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.  Министр палăртнă тăрăх, муниципалитетăн бюджет тупăшĕ ӳсет, харпăр хăй тупăш пайĕ районăн вара чакса пынине аса илсе хăварнă.  Кăçал çурла уйăхăн 1-мĕшĕ тĕлне çак кăтарту пĕлтĕрхипе пăхас пулсан, 5,8 процент чухлĕ сахалланнине палăртнă.  

«Муниципалитет бюджечĕн харпăр хăй тупăшне хăпартса пырасси - вырăнти ертӳлĕхсенчен чылай килет тата тепĕр тесен, вăл сирĕн тĕп ыйтусенчен пĕри пулмалла.  Çулсерен вăтамран çак кăтартăва 5 процента çити ӳстерсе пырассишĕн тăрăшса ĕçлемелле», - тесе çирĕппĕн каланă Светлана Енилина.   Муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнăшăн парăмсем сахал мар пуçтарăннă, вĕсене чакарассишĕн те çине тăрса ĕçлемелле тесе асăрхаттарнă ертӳçĕ.

Сăмаха май, министр Шупашкар районĕнчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерме, республика хыснинчен 107 млн тенкĕ куçарса панине пĕлтернĕ, вĕсенчен 45 проценчĕ ачасемпе вĕсен амăшĕсене витĕм кӳме кайнине палăртнă. 

Республика  Пуçлăхĕ Шупашкар районĕн шалти резерв пысăк пулнине, ăна халăхăн пурнăç условине лайăхлатма тăкаклама сĕннĕ.  

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче Шупашкар районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ ӳссе пынине каланă.  Муниципалитетра предпринимательсем хăйсене ирĕклĕ туйнине палăртнă, условисем лайăх пулнине пĕлтернĕ. Пуласлăхра районта çав тери пысăк проект пурнăçа кĕрессине асăннă. «РЕНОВА» ГК теплица хута ярать, строительство ĕçне тытăннă.  Паянхи кун тĕлне проект валли 30 млн тăкакланă.  Унăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 6 млрд танлашать.  Енчен те объект хута кайсан, халăх валли пысăк технологиллĕ 280 ĕç вырăнĕ хатĕрленесси те куçкĕретех.

Пур-пĕрех, Инна Антонова предпринимательсене активлăрах пулма, хăйсен пуçаруллă проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма чĕнсе каланă.  Патшалăх пулăшăвĕсемпе анлăн усă курма, çăмăллăхсемпе те пĕлсе ĕçлемеллине каланă.

 Ку хутĕнче ертӳçĕсем НФЦ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтермелли вăхăта кăштах та пулин кĕскетмелли çинчен чарăнса тăнă.

Шупашкар районĕн тĕп больницин ертӳçин тивĕçне пурнăçласа пыракан Елена Петрова хăйĕн докладĕнче сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ пирки каласа кăтартнă.  Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне поликлиникăра юсав ĕçĕсем пĕтĕмпех вĕçленмеллине пĕлтернĕ. Пĕлтĕр республика хыснинчен çак ĕçе пурнăçлама 15,78 млн уйăрнă.  Çитес вăхăтра Альгешре çĕнĕ ФАП хута каймалла.   Кăçал сиплев учрежденийĕнче хутса ăшăтмалли системăна тĕпрен юсанă, çуртăн никĕсне çĕнетнĕ,  Кукеçри больницăри хăш-пĕр уйрăмсенче тĕпрен юсав ĕçне те йĕркеленĕ.  «Земский доктор» программăна пула, муниципалитетра кадр ыйтăвĕсене пĕтĕмпех татса панă, врачсем çителĕклĕ. Пурĕ района 31 çамрăк специалист ĕçлеме килнĕ.  Вĕсенчен улттăшĕ кăçал пĕрремĕш çур çулта муниципалитета ĕçлеме вырнаçнă.

Районта халăх ытларах грипп тата ОРВИ чирĕсемпе сезон вăхăтĕнче аптранине палăртнă. Кăтарту ку енĕпе ӳссе пынине пĕлтернĕ.  Елена Петрова сăмаха май, грипран тата ОРВИрен вакцина  вăхăтра тума чĕнсе каланă.  «Çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту.  Халăх сезон вăхăтĕнче чирлесе ларать, сипленме сахал мар укçа тăкаклать. Çавăнпа та вакцина вăхăтра туни меллĕ, ун пирки никамăн та манса каймалла мар» - тенĕ  Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăсса.

Канашлура çакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ  Альбина Егорова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче социаллă ыйтусемпе ĕçлекен Комитет председателĕ Вячеслав Рафинов, Шупашкар районĕн пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ Андрей Николаев тухса калаçнă, районăн ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Ку хутĕнче депутатсем «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ»  политика партийĕн проекчĕсемпе паллаштарнă, вĕсене муниципалитета активлăрах хутшăнма чĕнсе каланă.  

Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Матвеев  хăйĕн сăмахĕнче юлашки çулсенче регионта спорт аталанса пытăр тесе сахал мар ĕç пурнăçланăшăн республика Пуçлăхне ырланă.  Сăмаха май, Ишлейĕнче ФСК тума витĕм кӳме ыйтнă.

Михаил Игнатьев республикăра спорт тытăмне тĕпрен çĕнетнине, ăна валли пурĕ 7 млрд тăкакланине пĕлтернĕ.  Районсемпе хуласенче сахал мар спорт объекчĕсем çĕкленсе ларнине асăннă.

«Калăпăр, çак учрежденисене халăх тĕрлĕрен çӳрет. Кукеçре кулленех спорта хăйсен сывлăхне çирĕплетме çынсем çӳрени никамшăн та вăрттăнлăх мар.   Тăкакĕ те çак объектăн  тахçанах саплашăннă.  Пирĕн çĕнĕ объект хута яриччен, чи малтан халăх сĕнĕве те шута илме тăрăшмалла, енчен те вĕсем хирĕç мар пулсан, объекта çӳреççĕ пулсан,  хăпартса лартма юрать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Çитес çулсенче Чăваш Республикинче тата та 10 ФСК тума плана кĕртнĕ тесе пĕлтернĕ Пуçлăх.

Федераци шайĕнче инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕме тытăнассине палăртнă Михаил Игнатьев.  «Атăла тасатса тирпейлес» экологи енĕпе пысăк проект ĕçĕ пуçланассине пĕлтернĕ.

Ку хутĕнче ертӳçĕсем ĕç укçи пирки те сăмах пуçарнă, парăмсемпе тĕплĕн ĕçлеме чĕнсе каланă.

Яланхиллех хисепе тивĕçнисене, ĕçре пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисемпе канашлура парса хавхалантарнă. 

Янăш ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Смирнова, «Чебоксарскагропромтехсервис» АХО генеральнăй директорĕ Максим Бородавин Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехете тивĕçнĕ.

Михаил Игнатьев Тутаркассири пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта 11- мĕш класра вĕренекен Вера Ивановăна Раççей спорт мастерĕ ята илнĕшĕн саламланă, удостоверени парса чысланă.  

 

Фоторепортаж



11 августа 2017
11:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter