Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Физкультурник кунӗ ячĕпе саламлани

Хисеплӗ спортсменсемпе тренерсем, спорт юхӑмӗн ветеранӗсем, физкультурӑпа спорт тусӗсем тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем!

Спортпа сывлӑх уявӗпе – Физкультурник кунӗ ячӗпе чунтан саламланине йышӑнсамӑр!

Ҫак уяв профессионал спортсменсемпе тренерсене, физкультурӑпа спорт ӗҫченӗсене кӑна мар, сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан мӗнпур ҫын­нах пӗр­леш­терет.

Чӑваш Республики ҫынсене спорт сооруже­нийӗсемпе тивӗҫтерес тата ха­лӑха физкультурӑпа спорт ӗҫне тӑтӑшах хутшӑнта­рас енӗпе Раҫҫейӗн малта пыракан ву­нӑ регионӗ йышне кӗрет. Юлашки вунӑ ҫулта регионти спорт ин­фра­тытӑмне 6 миллиард ытла укҫа-тенкӗ хывнӑ.

Чӑваш Енре ҫулсерен тӗрлӗ шайри 350 ытла ӑмӑрту иртет. Кӑҫал кӑна рес­публика йывӑр атлетика, сӗтелҫи теннис, хӑвӑрт утас енӗпе ҫӗршыв чем­пио­начӗсене, парашют-атлетика тӗлӗшпе нумай енлӗ кӗре­шӗвӗн, автомобиль спор­чӗн Раҫҫей Кубокне, хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ енӗпе тӗнче турнирне йы­шӑ­нать.

Эпир спорт ӑмӑртӑвӗсенче пирӗн республика чысне хӳтӗлекен спортсменсен ӑс­талӑхӗпе, ҫирӗп тӗллевлӗхӗпе, чун ҫирӗп­лӗх­ӗпе тата чаплӑ ҫӗн­те­рӗвӗ­семпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр.

Тренер-наставниксем тимлӗн, тӑрӑ­шса тата пӗлсе ӗҫленӗрен Чӑваш Ен­­ре ҫӗнӗ чемпионсем ҫу­ралсах тӑраҫҫӗ.

Пирӗн ентешсен спортри ҫитӗнӗвӗсем тӑван республикӑна май пур таран  ытларах чапа кӑларччӑр. Физкультурӑпа тата спортпа туслашакан ҫын­сен йы­шӗ нумайлантӑр, халӑх сывлӑхӗ вара ҫулсерен ҫирӗп­лен­се пытӑр!

Профессионал спортсменсене тата спорта юратакансене пурне те ик­сӗл­ми вӑй-хал, хӑвӑр вӑйӑра шанма, ҫутӑ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем су­натӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                    Михаил Игнатьев



11 августа 2017
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter