Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн пайташĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе Шупашкарти йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли вырăна рекультиваци ĕçне йĕркелеме федераци хыснинчен уйăрнă укçа-тенкĕ пирки чарăнса тăнă

 Паян, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн пайташĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Республика Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче Шупашкарти йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли вырăна рекультиваци ĕçне йĕркелеме федераци хыснинчен уйăрнă укçа-тенкĕ пирки чарăнса тăнă.  «Таса çĕршыв» федерацин приоритетлă проекчĕпе килĕшӳллĕн çак ĕç пурнăçланнине асăннă.

«Кăçал объект валли федераци бюджетĕнчен 113 млн уйăраççĕ. 2018 çулта 218 млн уйăрма палăртса хунă.  Федераци хыснинчен пĕтĕмпе 331 млн явăçтарасси паллă.  Çав вăхăтрах, ĕç графикне пăсни сисĕнет», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

«Ĕçе пурнăçлама заказ параканĕ Шупашкар хула администрацийĕ.  Хула çак ĕçе йĕркелесе пыма Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ĕçлекен управленине муниципалитетăн бюджет учрежденине шаннă. Ку çав тери ансат та тĕлĕнмелли япала», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  

Хула администрацийĕ тухăçлă ĕçлеменни паллă, патшалăх контрактчĕн йĕрки пăсăлни куçкĕретех.  Енчен те авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен, контракт ĕçне алă пусса çирĕплетмесен, уйăрнă 113,9 млн федераци пулăшăвне каялла пама тивет. Манмалла мар, кунсăр пуçне штраф та тӳлемелле пулать. Унăн виçи 11,4 млн.  Çак кăлтăксем пĕтĕмпех  хула ертӳлĕхĕ ĕçе пĕлсе тата вăхăтра йĕркелеменнишĕн сиксе тухма пултараççĕ.

Кăçал ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа икĕ хутчен те конкурс ĕçне йĕркеленĕ.  Анчах та, ĕç хучĕсем йĕркеллĕ пулманнине кура, Чăваш Енри УФАС аукциона пăрахăçланă.  Йĕрке пăснине тӳрлетес вырăнне, Шупашкар хула администрацийĕ конкурс ĕçне электронлă майпа ирттернине пăрахăçласа уçă аукцион ирттерме палăртса йышăнса хăварнă.

Аса илтеретпĕр, республикăра электронлă майпа ирттерекен аукцион йĕркеллĕ ĕçлени куçкĕретех. Бюджет укçине перекетлени чылай.

Палăртса хăвармалла, Шупашкар хула администрацийĕ Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин пулăшăвне хирĕçленĕ тесе палăртнă Михаил Игнатьев.

Ĕç хутне вара пĕлсе йĕркелеменнине кура, конкурсра ĕç опычĕ пачах та çук организаци «Автодор» ТМЯО выляса илнĕ. Кăçал нарăс уйăхĕнче тин ĕçлеме пуçланă çак предприяти.  Ăçтан вĕсен ĕç опычĕ пултăр-ха? Организацийĕн тупăш пайĕ те 20 пин тенкĕ кăна. Ĕçлекенсем предприятире 4,6 пин тенкĕ çеç илеççĕ. Куна тата мĕнле ăнланмалла?

«Кун пек пачах та пулмалла мар, ĕç саккунне пăхăнманни куçкĕретех. Ĕçпе тивĕçтерекенрен çивĕчрех ыйтмалла, явап тыттармалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

Организацийĕн ертӳçи – Кузнецов Сергей Николаевич.  Вăл маларах  «Элитстрой» ТМЯО ертсе пынă имĕш. (Хальхи вăхăтра учредитель - Петросян А.В., директорĕ Атрохов В.А). Çак  йыш 2013 çулта ТБО полигонне тата автомашина çулĕсене сарассипе сахал мар пăтăрмахсем кăларса тăратнă. УФАС хушăвĕпе контракт ĕçне пăрахăçлама май килнĕ.  Ăнланмалла мар, администраци искпа суда тухать, «Автодор» ТМЯО контракт йĕркелеме шут тытнă.

«Тĕлĕнмелле… Сахал мар ыйту тухса тăрать. 330 млн пĕли-пĕлми организацине  хула администрацийĕ куçарса пама шутлать.  Енчен те предприятийĕн хăйĕн тупăшĕ çук пулсан, мĕнле-ха вĕсем конкурсра хутшăнма пултараççĕ, пурлăхĕ те çук, транспорчĕ те çук. Вĕсене пачах та патне те яма юрамасть. Объекта туса пĕтерме пултарасси те ик телейлĕ. Кайран вĕсем, ĕçлесе пĕтереймесĕрех тухса кайса çухалсан тата панкрута тухсан, укçана камран шыраса илетпĕр. Кунта ахăртнех, коррупци мар-и ха», - тесе хăй шухăшне пăшăрханса палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

«Алексей Юрьевич, эсир Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлатăр. Мĕншĕн çакăн пек япăх ĕçсем пулса пыраççĕ. Йĕрке çук! Эсир бюджет укçи-тенкине салатса пĕтерме шут тытнă-им?», - тесе ятласа илнĕ хула ертӳлĕхне Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова çак конкурс ĕçне ирттерме Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен службине шанмалла пулнине асăрхаттарнă. «Муниципалитетсем асăннă службăпа килĕшӳ хутне те алă пусса çирĕплетнĕ.  Енчен те социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен ĕçне пурнăçлама 30 млн пысăкрах тăкакланать пулсан, конкурса Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен службине  ирттерме пулăшу ыйтмалла.  Кăлăхах, Шупашкар хула администрацийĕ çак йĕркене çирĕплетменни сисĕнет, ăна кура пăтăрмахсем те куçкĕретех пулса пыраççĕ», - тенĕ вăл.   

«Хула администрацийĕ эпир панă сĕнĕве итлемерĕ.  Уçă конкурс ирттерчĕ.  Ĕç опычĕ сахал пулнине кура, вĕсене конкурса та кĕртме йышăнмала пулман-таха тепĕр тесен.  Конкурсри тĕп кăтарту пулмалла пулнă çак критери. Тĕлли-паллисĕр ĕçе пĕлмен пăнчă пек пĕчĕк препряти конкурсра выляса илнĕ», - тесе каланă  Инна Антонова.   

«Александр Петрович, сирĕн пата та манăн ыйту тухса тăрать. Эсир укçана валеçсе параканĕ. Чи малтанах ĕç-пуçа çивĕч тĕрĕслевре тытмалла пулнă. Укçа сирĕн витĕр каять.  Чăваш Республикин Экономика министерствипе пĕрле сирĕн ыйтăва куçран вĕçертмелле пулман», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕпе экологи министрне Александр Коршунова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатине, Финанс министерствине, Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен службине çивĕч тĕрĕслеме хушнă муниципалитета, республика хыснинчен куçакан пулăшусемпе туллин тата тĕллевлĕн усă курнине аудит ирттерме сĕннĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев яваплăха туйса ĕçлемен подрядчиксемпе пĕр хутчен çеç мар тĕл пулнине асăннă. Вĕсене пула, республикăра пурăнакансем тăкак кӳреççĕ.  Республика Правительствин хушма укçа-тенкĕ уйăрма тивет объектсене хута яма.   

Палăртнă ыйтăва пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев «Автодор» ТМЯО ĕç хутне çирĕплетме юраманнине асăрхаттарнă. «Пирĕн тĕллев – Пихтулинри (Питтукасси) свалкăна рекультиваци тума йышăннă проекта пурнăçа кĕртесси. Тахçантанпах кăларса тăратакан ыйтăва татса памалла. Пирĕн объекта хута ямалла, графика чарса лартма юрамасть.  Конкурс ĕçне кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттермелле, саккуна пăхăнса пымалла», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Олегович Ладыков питĕ лайăх ăнланать, эпир бюджет укçи-тенкипе çыхăннă ыйусене çивĕч тĕрĕслевре тытнине», - тесе аса илсе хăварнă вăл.  

«Эпĕ министрсен, финансистсен, экспертсен, специалистсен доклачĕсене итлерĕм. Комплекслă пăхса тухрăм. Ятарлă нормăна пăхăнса, саккунпа килĕшӳллĕн «Автодор» ТМЯО контракт тума хирĕçлетĕп. Пирĕн проекта пурнăçламасăр май çук. Кирлĕ пек мĕнпур мерăсене йышăнса хăвармалла.  Енчен те конкурса хутшăнакан подрядчиксем хăйсем çине яваплăх илмеççĕ пулсан, вĕсен мĕншĕн ĕçе хутшăнма ирĕк пулмалла? Пачах та çак ĕçе кĕмесен аван.  330 млн патшалăх заказне организаци тивĕçет пулсан, вĕсен хăйсем çине риск тенине йышăнмалла. Бюджет укçипе яланах пирĕн тухăçлă усă курмалла, çирĕп йĕрке тытмалла», - пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахне.  



14 августа 2017
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter