"Пирĕн тĕллев – мĕнпур вăя пухса, уйран тыр-пула туллин пухса кĕртесси, республикăна паха тырăпа тивĕçтересси», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

 Паян, çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – уй-хир ĕçĕсем, тухăçа туллин пухса кĕртесси.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паянхи кун тĕлне регионта мĕнпур хуçалăхсем вырмана тухнине пĕлтернĕ.  Пурĕ республикăра 25,9 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинчен пăрçа йышши тата пĕрчĕллĕ культурăна вырнине, 73,1 пин тонна тĕшĕлесе кĕртнине асăннă.  Вăтамран тухăç пĕр гектартан 30,9 центнер тухать.  

Тухăçа пухса кĕртес ĕçре малта пыраканнисем те пур. Вĕсем: Красноармейски, Вăрнар, Вăрмар, Çĕрпӳ районĕсем.  Вырмана пĕтĕмпе республикăра 500 яхăн комбайн тухнă.

Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче тыр-пул тирпейлессипе ĕçлекен предприятисем пурĕ 18,2 пин тонна тавар кăçал хуçалăхсенчен йышăннине палăртнă, вăл шутран Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсенчен 8 пин тонна туяннине пĕлтернĕ.  

Паянхи канашлура çĕрулми, выльăх апачĕ, пахча-çимĕç тухăçĕ пирки те ертӳçĕсем чарăнса тăнă. Республикăри 7 муниципалитетра 38 га çĕр лаптăкĕнчен çĕрулмине пухса кĕртнĕ.  Пĕтĕмпе тухăç 853 тоннăпа танлашать, ытти çимĕçе 280 тонна пухса илнĕ.  

Выльăх апатне хатĕрлес ĕç хĕрӳ пырать хуçалăхсенче. Паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе 94,2 пин тонна утă, 258 пин тонна сенаж, 44,4 пин тонна силос хатĕрленĕ.

Ку хутĕнче министр патшалăх тивĕçтерекен пулăшусем пирки те каласа кăтартнă. Субсиди мелĕпе пурĕ хуçалăхсене 1436,8 млн тенкĕ панă. Çăмăллăх кредичĕсене те сахал мар куçарнă, вĕсен калăпăшĕ пĕтĕмпе 56,9 млн танлашать.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – ял хуçалăх министрне вырма ĕçне çивĕчрех тĕрĕслесе тăма хушнă.  Кредит ыйтăвне, тырă хакне куçран вĕçертме юраманнине асăрхаттарнă.  «Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кăмăлĕсем аван. Пĕлтĕрхинчен тухăç пысăкрах пулни куçкĕретех. Вăйлă хуçалăхсенче кăтартусем 2016-мĕш çулхинчен пĕрре те кая чакман. Малта пыракан предприятисенче пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçленине кура, пĕр гектартан тухăçа 50-60 центнер пухса кĕртеççĕ.  Пур çавăн пек хуçалăхсем, ăçта çак кăтарту тата та пысăкрах, вăтамран 70 центнера та хăпарса кайнă.  Çав вăхăтрах айван ял хуçалăхĕсем те пур, ертӳçĕсем яваплăха туйса ĕçлеменни сисĕнет. Пирĕн тĕллев – мĕнпур вăя пухса, уйран тыр-пула туллин пухса кĕртесси.  Республикăна паха тырăпа тивĕçтересси», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Хула ертӳлĕхĕсене пасарсенче ял хуçалăх таварне кану кунĕсенче халăха сутма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратма хушнă.  Çынсене хыпарсене вăхăтра пĕлтермелле, хаксем çинчен те каласа кăтартмалла. Ватă çынсене таварсемпе тивĕçтерме уйрăмах лайăх условисем йĕркелесе тăратмалла тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 



14 августа 2017
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter