Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри - республикăри вĕрентӳ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлесе çитересси

Паян, çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри -  республикăри вĕрентӳ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлесе çитересси.

Канашлу ĕçне тытăниччен,чи малтан Михаил Игнатьев педагогика ĕçĕнче тăрăшакансене пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркелесе ирттерекен ăмăртусенче мала тухма ачасене хатĕрленĕшĕн, çулсерен тивĕçтермелли пулăшу пирки хушăва алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ.   Енчен те ачасем пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурссенче мала тухсан, уншăн вĕсене ăс паракансене 250 пин тенкĕ парса тивĕçтерме, пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадинче призер пулсан 150 пине яхăн таран тивĕçтерме йышăннă.  Кунсăр пуçне регионсем хушшинче ирттерекен конкурссенче чăваш чĕлхипе тата литературăпа мала тухсан, ачасен вĕрентекенĕсене те укçан пулăшма йышăннă. Пĕтĕм Раççей шайĕнче Чăваш Ен ачисем мала тухса çитĕнӳсемпе палăрнăшăн, чи малтанах Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрне Юрий Исаева, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене ырласа тав сăмахĕсем каланă республика Пуçлăхĕ.  

Культура пайĕнче инновацилле проектсем хатĕрленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне йышăнмалла тунă.  Кун пирки ĕç хутне республика Ертӳçи Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев паянхи кун тĕлне регионта 777 вĕрентӳ учрежденийĕ çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Хатĕрленӳ ĕçне мĕнпур бюджетран пурĕ 531 млн тенкĕлĕх тăкакланă.  2017 çулта шкулсене реконструкцилеме 1 млрд 3 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Шупашкарта Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Атăлçи федераци округĕнчи кадетсен корпусĕн строительство ĕçĕ пуçланнă. Çĕрпӳ хулинче çĕнĕ шкул хăпартса ларма тытăннă. Гладков урамĕнче Шупашкарта та çĕнĕ вĕренӳ çулĕ валли  шкул уçăлĕ. Сĕнтĕрвăрринче 1-мĕш Гимнази реконструкциленĕ хыççăн хута каять.  Çитес çулта республикăра виçĕ çĕнĕ шкул уçма тĕллев лартнă. Михаил Игнатьев хула влаçне строительство ĕçĕсен ыйтăвĕсене вăраха тăсмасăр татса пама хушса хăварнă.   Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕпе экологи министрне Александр Коршунова тата Чăваш Республикин строительство министрĕн çумне – тĕп архитектора Александр Шевлягина ятарлă хушусем панă. «Çĕрсене тахçанах уйăрса хăварнă. Укçа-тенкĕ те пăхса тухнă. Специалистсем сӳрĕк пулнине кура, тепре чухне йывăрлăхсемпе тĕл пулатпăр.  Ыйтăва туллин пăхса тухмалла яланах», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Ку хутĕнче Михаил Игнатьев шкулсен территорийĕнче тирпейлĕх хуçаланмалли пирки ыйтăва хускатнă. «Хăш-пĕр шкулсем çывăхĕнчи лаптăксем тирпейсĕрленнĕ. Пур çĕрте те йĕрке пулмалла.   Çĕнĕ вĕренӳ  çулĕ ачасен савăк кăмăлĕнчен пуçланмалла», - тенĕ вăл.

Палăртса хăваратпăр, кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра 15 483 ача  пĕрремĕш хут парта хушшине ларать.  Кăçал пĕтĕмпе 134 470 шкул ачи вĕренӳ учрежденийĕсене ăс пухма килĕ.



14 августа 2017
17:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter