Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительство Çуртĕнче РФ Правительствин Аппарат Ертӳçин пĕрремĕш çумĕ Максим Акимов йĕркелесе ирттерекен ĕçлĕ канашлăва хутшăннă.  Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, инфратытăм объекчĕсене реконструкцилесси тата çĕнĕрен хута ярасси,  Канаш хулинче инвестициллĕ çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пырассипе çыхăннă ыйтусем пулнă.

Канашлăва çакăн пекех регионтан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов хутшăннă.

 



15 августа 2017
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter