Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Етĕрнере пулнă

 


Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, çитес тапхăр валли тĕллевсене халăхпа пĕрле сӳтсе явнă. 

Районти актуаллă ыйтусене сӳтсе явас ĕçе республика Пуçлăхĕпе пĕрле РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ   Николай Малов,  Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Александр Рыбаков, Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова, Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ  Ольга Ланцова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов пулнă.

Чи малтанах канашлу ĕçне пуçличчен, Михаил Игнатьев пурне те уçă калаçăва чĕннĕ.    Пĕр-пĕринпе тĕл пулса уççăн калаçни, яланах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама витĕм кӳнине палăртнă Ертӳçĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ  муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ ресублика шайĕпе тӳр килнине асăннă.

Калăпăр, кăçал уй-хир ĕçне ытти çулсемпе танлаштарсан 20-25 кун кая юлса пуçланине палăртнă. Çав вăхăтрах палăртса хăвармалла, тухăç лайăх, пĕр гектар çĕр лаптăкĕнчен 60-70 центнер тырă кĕлете кĕрет.

Михаил Игнатьев социаллă учрежденисене паха пахча-çимĕçпе тивĕçтерме чĕнсе каланă.   Таварсен хакне те сăлтавсăр ӳссе каяссине çирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă.

Регионта промышленноç производствин калăпăшĕ 103 процентпа танлашнине асăннă. «Çурт-йĕр хакĕсем, ăçта аван, унта хваттерсем ăнăçлă сутăнса пыраççĕ», - палăртнă республика Пуçлăхĕ. 

Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕ 5 млрд. 300 млн танлашать.  Кăçал Етĕрне районне çулсене сарса тирпейлеме пурĕ 50 млн уйăрса панă.   Сăмаха май, Михаил Игнатьев паянхи канашлура шкул директорĕсене, ашшĕ-амăшĕсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленсе ĕçсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтернĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа вырăнти пуçлăх Андрей Софронов доклад тунă.  Вырăнти ертӳçĕ муниципалитетра кăçал пĕрремĕш çур çулта социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ ырă енне улшăннине, кăтарту пысăкланнине палăртнă. Организацисен таварсен çаврăнăшĕ 101,4 процента çити хăпарнă, промышленноç производствин таварĕсен калăпăшĕ 105,6 процент, предпринимательсен йышĕ 105,0 процента çитни ӳснĕ.

Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 203,8 млн танлашать.  Муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ 58,5 млн, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, кăçал 87,1 процента çитнĕ. Ытти бюджетсенчен каялла тавăрса памалли мар укçа района 145,3 млн тенкĕ кĕнĕ. (Кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртипе пăхас пулсан 106,8 процент).

 Промышленноç комплексĕн организацийĕсем çур çул хушшинче пĕтĕмпе 1 млрд та 442 млн тенкĕллĕх тавар сутнă.  Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 29,9 процент пысăкрах. «Производствăн таварсен калăпăшне ӳстерес тĕллевпе калăпланса тухакан таварсен ассортиментне тата та йышлантарма шутланă. Пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе усă курма палăртнă. Сĕт-çу тирпейлесе кăларакан организацире тăпăрч калăплама ятарлă техника вырнаçтарнă. Çăкăр пĕçерсе кăларакан завода та модернизацилесшĕн», - тесе пĕлтернĕ ырă хыпара Андрей Софронов.

Кăçал районта пăрçа тата пĕрчĕллĕ йышши культурăсен акса хăварнă çĕр лаптăкĕ 12426 га танлашать.  Вĕсенчен кĕрхи культура -  3959 га, çурхисем – 8467 га йышăнаççĕ.  Вырăнти пуçлăх пĕлтернĕ тăрăх, муниципалитетра мĕнпур хуçалăхсем вырмана тухнă.  Паянхи кун тĕлне 1325 га çĕр лаптăкĕ çинчен тухăçа çапса илнĕ.  Пĕр гектартан вăтамран 30,1 центнер тырă пуçтарăнать.  Кăçал кĕрхи культурăна çитес çул валли 6096 га çĕр лаптăкĕ çинче акса хăварма плана кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра кĕрхи çĕртмене 5200 га çĕр лаптăкĕ çинче сухаланă.  Кăтарту аван.

Ял хуçалăх темине хускатнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районта мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакни пирки чарăнса тăнă.  Сĕт сăвăмĕ пĕчĕк пулнине, аш-какай тирпейлес ĕç те айванланнине асăрхаттарнă.

Андрей Софронов хăйĕн сăмахĕнче ыйтăва çапла уçăмлатнă: « Пучах» колхоз пурлăхĕпе тухăçлă усă курманнишĕн арестленĕ. Ăна пула,  парăма парса татас тесе, выльăха  Йĕпреç районне куçарнă. Кун пек пурлăха упраса хăварма меллĕрех пулĕ тесе йышăннă.  Паянхи куна çĕнĕ инвесторсем шыратпăр.  Кредитор выльăхсене çĕнĕ ертӳçĕсене каялла тавăрса пама хатĕр.  Калас пулсан, вăл хуçалăхпа ĕçлеме килĕшекенсем тупăннă та», - тенĕ. 

«Хуçалăх каялла тепĕр хут ура çине тăтăр тесе пурин те тăрăшса ĕçлемелле. Саккуна пăхăнса кирлĕ пек йышăнусем тумалла.  Выльăха типĕ апатсăр усрама юрамасть.  Кун пек пăтăрмахсем тума пирĕн нимĕнле ирĕк те çук», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ку хутĕнче канашлура пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтусене те хускатнă, вырăнти ертӳлĕхе активлăрах ĕçлеме хушса хăварнă.

Муниципалитетра асăннă ыйтупа кăçал пĕрремĕш çур çулта кăтарту чылай чакнă (31,2 процентпа танлашать) ытти районсемпе хуласем хушшинче Етĕрне 18-мĕш вырăнта çеç.  «Лару-тăрăва районта лайăхлатма тăрăшмалла.  Мана, çакăн пек муниципалитет каялла чакса ларни, ниепле те пуçа вырнаçмасть.  Эпир çурт-йĕр строительстви аталантăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе паратпăр.  Пирĕн хăш-пĕр ыйтусем сирĕн пата тухса тăраççĕ: е эсир строительство ĕçне пуçлама вăхăтра ирĕк памастăр е тата, хăпартса лартнă çуртсене  - вăхăтра хута ямастăр. Иккĕшĕнчен пĕри.  Ĕçлĕр яваплăха туйса, чăрмав кӳрсе ан пырăр тăрăшакансене», - тесе ятласа илнĕ республика Пуçлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе.

 Тепĕр кăткăс ыйту – халăх пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă  хуçалăх пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн вăхăтра укçасене тӳлесе пыманни.  Районта парăм 20,3 млн çитнĕ.  Электроэнерги парăмĕ чылай пухăннă. Ятарласа  парăмсене тӳлесе пыман çынсене вăхăтра явап тыттарма чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. «Парăмçăсене пула, ытти лайăх тӳлесе пыракансен инкек тӳсмелле мар.  Ку ыйтупа йĕрке пулмалла! Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тăрăшса ĕçлемелле.  Тĕрлĕ комиссисене тӳлеменнисене йыхравламалла.  Енчен те предприятисенче ĕçлекенсен укçа çук пулсан, вĕсем шалуна вăхăтра илеймесен, организацисен ертӳçисен хăйсен ĕçтешĕсем валли укçа тупса пама хаклă, чăнкă машинисене сутса яччĕр. Вĕсене пула, çынсем укçасăр лараççĕ вĕт», - тенĕ вăл. 

Паянхи пурнăç таппишĕн тепĕр пысăк ыйту – ялсенче уйра,  тĕрлĕ сарайсем çывăхĕнче борщевик усал ӳсен-тăран алхасса кайни.  Автомашина çулĕсем тавра та уйрăмах нумай вĕсем. Çыншăн питĕ сиенлĕ курăк, енчен те ăнсăртран лексен, пысăк сиен кӳртет, асăрхануллă пулмалла, чирлеттерсе ярать.

Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан  Фарида Муратова укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем тавра чарăнса тăнă.  Етĕрне районĕ халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса пама республика хыснинчен  69 млн тивĕçнине пĕлтернĕ вăл.  Сăмаха май, ертӳçĕ муниципалитетăн бюджечĕ пирки те чарăнса тăнă. Районта халăх предприятисене сăмах вĕççĕн ĕçе вырнаçни куçкĕретех, вĕсене пула, муниципалитет кирлĕ пек чухлĕ налуксем пуçтараймасть.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев районăн бюджетăн тупăш пайне ӳстерессишĕн çивĕчрех ĕçлемллине каланă.  Ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кӳртессипе çине тăрса ĕçлеме, халăха пурăнма хăтлă условисем йĕркелеме хушса хăварнă республика Ертӳлĕхĕ.  

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Етĕрне хулин кунĕ.  Ăна валли уйрăмах лайăх хатĕрленме, муниципалитетăн сăн-сăпатне тĕпрен çĕнетме сĕннĕ, культура  программи кăсăклă пултăр тесе каланă.

Ку хутĕнче федераци шайĕнчи программăпа килĕшӳллĕн, ВСМ строительство ĕçĕ тата «Атăла тирпейлес» проектсем  регионта анлăн пурнăçланассине асăннă.

 Район халăхне патшалăх тивĕçтерекен пулăшусемпе активлă усă курма чĕнсе каланă. Енчен те мĕнпур ыйтусене туллин тата вăхăтра татса парсан, халăхăн пурнăç условийĕн шайĕ ӳссе пырасси куçкĕретех пулĕ тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 

Фоторепортаж



16 августа 2017
11:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter