Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркипе тивĕçтерессипе ĕçлекен Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ

 


Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Михаил Игнатьев  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркипе тивĕçтерессипе ĕçлекен  Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ.

Общество тăнăçлăхĕпе, хăрушсăрлăхпа, йĕркеллĕ политика лару-тăрăвĕпе çынсене тивĕçтересси - ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансен, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тимлекенсен, право хуралĕн органĕсенче ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать.   Чи пĕлтерĕшли  - йĕрке пăсассинчен асăрханса профилактика ĕçне пурнăçласси.  Чăваш Республикин патшалăх программине шăпах та çак ĕçсене кĕртсе хăварнă.  Хальхи пурнăç таппинче ытларах обществăлла вырăнсенче тĕрлĕ сăнав аппарачĕсене вырнаçтарни те чылай пысăк витĕм кӳрет, халăха  йĕрке пăсассинчен пăрать.

 Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче кăçалхи çул «Хăрушлăхсăр хула»  патшалăх йышăннă программăна пурнăçа кĕртме 35 млн 713 пин тенкĕ бюджетра пăхса хăварнине пĕлтернĕ.  Республикăри 26 муниципалитетра çак ыйтупа анлăн ĕçлесе пынине асăннă.  

Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче 10 пин видеосăнав вырнаçтарнине, кулленех йĕрке пăсассинчен ятарлă службăсем сыхă тăнине палăртнă.  Çак ĕçсемсĕр пуçне,  террора хирĕç кĕрешес тĕллевпе 2017 çулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен 5 млн 525 пин тенкĕ уйăрса хăварнине асăннă. Республика бюджетне тепĕр хут шайлаштарнă тапхăрта çак ыйтăва татса пама хушма укçа пăхса хăварма, кăтарту 9 млн 885 пин тенкĕне çитме пултарассине палăртнă.   Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче çакна та палăртса хăварнă: специалистсене çирĕп хатĕрлемеллине, нормативлă право ĕç хучĕсемпе пĕлсе усă курмаллине, хыпарсене упрасси, видеосăнав урлă  илнĕ документсене çирĕп йĕркепе 30 кун хушши упрамалли те кун йĕркинче тăнине каланă.  

Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Фарида Муратова республика хыснинче 2017 çул валли çӳлерех асăннă мĕнпур ыйтусене татса пама пĕтĕмпе 85 млн 400 пин тенкĕ уйăрса хăварнине пĕлтерĕ, паянхи кун тĕлне палăртнă укçа-тенкĕрен 50 процентне çеç усă курнине каланă.

Михаил Игнатьев хăш-пĕр çитменлĕхсем пирки чарăнса тăнă, уйăрнă укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курманшăн критиклесе хăварнă.  «Кам программăна туллин пурнăçласа пыма «ура хурса» пырать.  Çитес ларура шăпах та, йĕрке пăсакансен доклачĕсене итлеме тĕллев лартатпăр», - тесе асăрхаттарнă вăл.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче тĕрĕслев тата обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе ĕçлекен Управленийĕн ертӳçине Алексей Метелкина кун пирки ыйтăва çивĕчрех тĕрĕслеве илме хушнă.  

Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствинче тăрăшакан Александр Макаров хăйĕн докладĕнче йĕрке пăсакансен йышне кăçал 7 уйăх хушшинче чылай сахаллатма май килнине, 15,2 процент чакнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Çав вăхăтрах обществăлла вырăнсенче йĕрке пăсакансен хисепĕ чакманнине палăртнă. Александр Макаров хăйĕн сăмахĕнче, республикăри хăш-пĕр муниципалитетсенче видеосăнавсемпе туллин усă курманнине пăшăрханса каланă. Уйăрнă укçа-тенкĕне те тухăçлă усă курманнине палăртнă. Япăх ĕçлекеннисене аса илнĕ. Вĕсем: Çĕмĕрле хулипе районĕ тата Етĕрнесем.

  Паянхи ларура Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕ, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле,  Етĕрне районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем те доклад тунă, вырăнти лару-тăрупа паллаштарнă.   

Ĕçе пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа пурне те, çав шутрах Координаци канашĕн пайташĕсене те тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă. Халăха общество хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси – тĕп ыйту пулмаллине асăннă, граждансем влаçри çынсене шанни -  çак ыйту епле пурнăçланнинчен те нумай килет тесе асăрхаттарнă вăл.

 Фоторепортаж



17 августа 2017
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter