Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансене, хисепе тивĕçнисене, уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисем парса чысланă

 


 Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакан 30 çынна, хисепе тивĕçнисене, уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисем парса чысланă.  Çак пулăма шăпах та, Хула кунне халалласа йĕркеленĕ.

Торжествăлла мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев,   Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров хутшăннă.

Паянхи мероприятине пухăннă ентешсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ çывхарса килекен Шупашкар хулин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламланă. «Çак уяв Чăваш Енĕн тĕп хулинче çуралса ӳснисене пĕр чăмăра пухать. Çакăнта ӗҫлесе ачисене пăхса ҫитӗнтерекен кашни ҫын­шăн вăл – чи юратнă, тăванран та тăван хула  пулса тăчĕ. Чăваш Ен тӗп хули паян чи хăюллă та пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене шан­чăклăн пурнăçа кĕртет, халӑх пурнăçĕн шайĕ ҫирĕппӗн ӳссе пынине тата хула хутлăхӗнчи пурнăç пахалăхĕ лайăхланнине ӗненмелле кăтартать. Раççейри чи хитре хуласенчен пĕри пулса тăчĕ.  Халăха пурăнма мĕнпур условисем çителĕклĕ», - тенĕ вăл.

Пуласлăхра хуламăрăн çитĕнĕвĕсем тата та пысăк пуласси куçкĕретех. Граждансем хăюллă, пуçаруллă.  Чи пахи – çынсем  ăшпиллĕ, тарават, ырă кăмăллă пулнине  пĕр хутчен  çеç мар çирĕплетсе каланă тĕрлĕ сумлă хăнасем тесе сăмаха малалла тăснă май регион Ертӳçи.

«Пуласлăх никĕсĕ яланах çирĕп пулмалла, кун пирки РФ Президенчĕ сахал мар аса илтерет.  Халăхăн тăван çĕре, тăван тавралăха, тăван кĕтесе юратмалла, йăла-йĕркесене ăша хывса пурăнмалла, аслисене, атте-аннене, тус-юлташсене чун-чĕререн хисеплеме пĕлмелле. Тавах сире, хăвăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса таса чун-чĕрепе юратса пурнăçланăшăн.  Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми вăй хунăшăн мухтатăп», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.   

РФ Президенчĕн Тав çырăвне «Раççейри ветерансен пĕрлешĕвĕ» регионти  обществăлла организацийĕн уйрăмĕн президиум пайташне Нил Морозова парса чысланă.  Вăл çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре сахал мар витĕм кӳнĕ. Социаллă проектсене пурнăçа кĕртме, ветерансене тĕрлĕ сĕнӳсем парса пулăшать.  

Наградăсене тивĕçнисем хушшинче сумлă ята илнисем:  «Всероссийский научно-исследовательский, проектно-конструкторский и технологический институт релестроения с опытным производством» АУО генеральнăй директорĕ Любовь Макеева, «Чувашторгтехника»  АО генеральйăй директорĕ Наиль Хайрутдинов, «Микрохирургия глаза»  и  «Контур» ТМЯО ĕçлекен  Вера Астрова, «Чувашторгтехника»  АО ĕçлекен Николай Христолюбов, «ЭКРА»  Наукăпа производство предприятийĕнче тăрăшакан аслă мастер Нина Маркова.

РФ Президенчĕ Указĕпе килĕшӳллĕн, 2017 çула Экологи çулталăкĕ теме йышăннă. Чăваш Республики çĕршыври чи таса та тирпейлĕ регион йышĕнче. Вăрман хуралĕнче Шупашкарта чылай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçлекен Анатолий Касьянова Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçă ята парса хавхалантарнă.

Анатолий Калистратович вăрман хуралĕнче 35 çул ытла вăй хунă. Вăл ертсе пынипе 193 гектар çĕр лаптăкĕ çинче вăрман ешерет.

Чăваш Ен патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - вĕренӳ пайне çĕнетсе улăштарса пырасси. Раççейшĕн тивĕçлĕ граждансем çитĕнтересси – пысăк ыйту. Çакна паллах, пуçаруллă ачасем çитĕнтермесен, вĕсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма витĕм кӳмесен ыйтăва пурнăçлама хĕн.  Шупашкарти электромеханика колледжĕнче тăрăшакан Наталия Гришина çамрăксене сахал мар ăс парать. Унăн вĕренекенĕсем наукăпа тĕпчев ĕçĕсене йĕркелеççĕ, тĕрлĕ конкурс ăмăртусенче яланах малти вырăна тухаççĕ. Паян, çак мероприятинче ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ ята парса хисеп тунă.   

Строительство тытăмĕнче вăй хуракансене те паян ырăпа сахал мар асăннă. Медицина ĕçченĕсем хăйне евĕр пысăк хисепе яланах тивĕç.  

Паян торжествăлла мероприятине хутшăннисем республика ертӳлĕхне, хăйсене çакăн пек сума суннишĕн, пысăк хак панăшăн хĕпĕртесе тав сăмахĕсем каланă. Малашне те вĕсем ĕçре çитĕнӳсемпе палăрма хатĕррине пĕлтернĕ.

 Фоторепортаж



17 августа 2017
15:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter