Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ, управляющий компанисен тĕрлĕ ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи пухăнса кайнă парăмĕсене анлăн сӳтсе явнă

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ, управляющий компанисен тĕрлĕ ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи пухăнса кайнă парăмĕсене анлăн сӳтсе явнă.

2017 çулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе парăм виçи 1 млрд 210 млн çитнĕ.  Кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан хăпарни сисĕнет, 14,6 процент пысăк.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн сăмахĕнче, республикăри чылай муниципалитетсенче ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем халăхпа тӳрремĕн ĕçленине палăртнă.  Пĕр сăмахпа каласан, управляющий компанисем кун пирки пĕлсе те юлаймаççĕ, çынсем тӳрех укçана газшăн, электричествăшăн, шывшăн хăйсен организацийĕсене куçарса параççĕ. «Ĕçе пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă курăнать – парăмсен 30 проценчĕ  управляюший компанисенчен пăрăнса каять», - тенĕ министр.  Çак ыйтăва право хуралĕнче ĕçлекенсем уçăмлатма пулăшсан аван пулнă пулĕччĕ тесе асăнса хăварнă вăл.  

 Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Виктор Кочетков хăйĕн докладĕнче 2016 çулта тата кăçалхи çур çул хушшинче пурĕ 88 тĕрĕслев ирттернине пĕлтернĕ. Управляющий компанисем йĕрке пăсни чылай тенĕ. «Тĕрлĕ çирĕп мерăсем йышăннă.  Должноçре тăракан çынсене 50 пинрен пуçласа 55 пин таран штраф тӳлеттернĕ. «УКС треста 5» ТМЯО тĕрлĕ ресурссемпе усă курнăшăн укçана вăхăтра куçарса паманшăн, протокол çырса 150-170 пин тенкĕ тӳлеттерме йышăннă. Хальхи вăхăтра суда çыру çырнă, ертӳçĕне пачах та кăларса ярасси пирки ыйту çивĕч тăрать.  Кирлех пулсан, йĕркене малалла та пăхăнса пымасан, лицензи те пăрахăçланĕ», - тенĕ вăл.   

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçсемпе сӳрĕкрех ĕçленине асăрхаттарнă. «Тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса ĕçлекен организацисен кăна лицензи пулмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. 

Шупашкарта «Пик-1» ТМЯО хăй вăхăтĕнче ĕçленĕ, халĕ панкрута тухнă, парăм 127 млн çитнĕ. Ертӳçĕсем нумай шутласа тăман, тăкака саплаштарас вырăнне, çĕнĕ предприяти «Алста» йĕркелеме хăйнă.  Халĕ унăн ертӳçи Дедушкин Сергей Вениаминович.  Лицензи илнĕ, ĕçе   малалла тăсать, нумай хваттерлĕ çуртсене пулăшусем парать имĕш.  

Республикăри патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн тĕп инспекторĕ  лицензи пама  организацине хирĕçлеме сăлтав пулманнине асăннă. Пĕтĕмпех ĕç-пуç аван тесе çирĕплетнĕ.  Анчах та кăлăхах. «Эсир çакăн пек  тĕлли-паллисĕр йĕрке йышăнса çирĕплетнĕ. Халĕ малалла та çак ĕçе йĕркелесе пыратăр. Намăс мар-и сире?», - тесе  çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, регионти ШĔМ ыйтăва тĕрĕслеве илме хушнă, управляющий компанине саккуна пăхăнса ĕçлеме чĕнсе каланă.

Шупашкар хулин администрацийĕн ертӳлĕхне «Коммуналлă технологи» ТМЯО парăмĕсене çирĕп тĕрĕслеме,  вăхăтра парса татма ятарлă график ĕçне çирĕплетме хушнă республика Ертӳçи.

«Управляющая компания «Сфера» ТМЯОре  халăхпа ĕçлекен директор çумĕ Роман Евдокимов хăйĕн сăмахĕнче шывпа усă курнăшăн парăмсене кăштах та пулин парса татма май килнине пĕлтернĕ. Халăхăн «УК «Сфера» ТМЯО умĕнче парăм утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  22,7 млн тенкĕ пуçтарăнса кайнине пĕлтернĕ.

«Южный» АХО директорĕ Валерий Шивкин хăйĕн докладĕнче вĕсен организацийĕн парăм паянхи кун тĕлне 22,2 млн пулнине пĕлтернĕ, вĕсенчен 11,8 млн парăмĕ Коммуналлă технологийĕн тесе асăннă. «Водоканал» АУОпа та парăма парса татмаллин графикне çирĕплетнине пĕлтернĕ директор. 

Çĕнĕ Шупашкарта мĕнпур пуçтарăннă парăмсенчен чи нумаййи - «УК в ЖКХ г. Новочебоксарска» МУПăн.  Предприятийĕн директорĕ Иван Ермаков.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче хулара тарифсене тепĕр хут пăхса тухнă хыççăн, лару-тăру лайăхланнине палăртнă. «Т Плюс» ПАОпе ĕçлĕ калаçусем пынине пĕлтернĕ.

Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн докладĕнче, паянхи куна регионта управляющий компанисем хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаннине кура, уголовлă майпа ĕç-пуç пуçарнине пĕлтернĕ, вăл шутран, «Пик-1» ТМЯО тенĕ. «Эпир яланах пулăшу пама хатĕр. Хальхи вăхăтра пĕр кунлăха йĕркеленнĕ организацисене тупса палăртассипе тата вĕсене явап тыттарассипе хĕрӳ ĕç пырать. Пĕр кунлăх ĕçлекен предприятисем миллиардшар укçа илеççĕ те, кайран туххăмрах пăрахăçланаççĕ е тата çухалаççĕ», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.    «Таçта кайсах пытанаймĕç пирĕнтен, вĕсене те тупăпăр,  саккун умĕнче явап тыттарăпăр», - тенĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Строительство министерствине полици ĕçченĕсене парăм чылай пухăнса кайнă управляющий компанисен списокне тăратма хушнă, лицензи ыйтăвне те кулленех тĕрĕслевре тытма каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ  - экономика министрĕ Владимир Аврелькин хальхинче республикăра нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнче усал эрехе сутакансем пуррине асăннă. Федераци саккунне çĕнĕлĕх кĕртсе хăварсан аван пулнă пулĕчччĕ тенĕ, пачах та сутма чарсан та питĕ меллĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Роспотребнадзор ĕçченĕсемпе кулленех шкулсене тухса тĕрĕсленине, йĕрке пăснă тĕслĕхсем те пулнине палăртнă. «Калăпăр, Мускав облаçĕнчен, Тутар, Мордва Республикисенчен килекен таварсем пахалăх енчен пит аванах пулманни куçкĕретех. Уйрăмах сĕт-çу», - тенĕ министр.   

Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов Чăваш Енре автомашина çулĕсем çинче  автобуссемпе инкексем сахалтарах пултăр тесе  ятарлă ĕçсем йĕркелесе ирттерни пирки чарăнса тăнă.   

Сăмаха май, Михаил Игнатьев республикăра йĕрке пăсса ĕçлекен  халăха турттаракан транспортсемпе мĕнле мерăсем йышăнни çинчен ыйтса пĕлнĕ министртан.   «Паян ĕçлекеннисемпе 180 кун хушшинче ĕç хутне пăрахăçлама ирĕк пур. Халăха илсе çӳретекен машинăсен шучĕ 20 процент чакать», - тенĕ министр.  Транспортсем çинче терминалсем пулмалла. Паянхи куна  маршрутсем çинче терминалсем сахал, хулара паллах, 58 процент, ялсенче пĕчĕкрех.  Йĕрке пăсакансене штраф тӳлеттерме йышăннă. Енчен те çын билетсăр транспорт çинче пулсан, ăна 1000 тенкĕ тӳлеттерме, водительпе кондуктора та пĕрер пинлĕх штрафлама йышăннă.

 Федерацин çыхăнури, информаци технологийĕпе массăллă коммуникацири асăрхав службин Чăваш Ен -  Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи  Татьяна Евдокимова хăйĕн докладĕнче паянхи пурнăç таппинче ытларах ачасемпе çамрăксем çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă, вĕсем Интернетра кулленех ларнине асăрхаттарнă. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин шкулсенче класс тулашĕнчи ĕçсене ытларах йĕркелеме сĕннĕ.  Вăл уроксене полици ĕçченĕсене чĕнсен аванччĕ тенĕ.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хушусен йышне çак ыйтăва кĕртме каланă, ашшĕ-амăшĕсемпе, ачасемпе, полици ĕçченĕсемпе кулленех ятарлă уроксем ирттерме сĕннĕ.

 Фоторепортаж



17 августа 2017
14:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter