Çĕнĕ Шупашкарта кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çулталăк каяллахипе танлаштарсан социаллă пурнăçпа экономика еплерех аталаннине тата иккĕмĕш çур çулти тĕллевсене тишкернĕ

 


 Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче  Çĕнĕ Шупашкарта кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çулталăк каяллахипе танлаштарсан социаллă пурнăçпа экономика еплерех аталаннине тата иккĕмĕш çур çулти тĕллевсене тишкереççĕ.  Анлă канашлăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать.

Халăхпа пĕрле актуаллă ыйтусене сӳтсе явма Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ Ольга Ланцова, Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Светлана Иванова хутшăннă.  

Канашлу ĕçне пуçличчен, чи малтанах Михаил Игнатьев хула ертӳлĕхĕпе Олег Матвеевпа тата Ольга Чепрасовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Сăмаха пуçличчен, чи малтанах  Михаил Игнатьев 2010-мĕш çултан пуçласа муниципалитетра ырă улшăнусем пулса иртнине каланă.

 Нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче çулсене тирпейлесе сарнă, çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ. «Эпир хамăр мĕн шантарнисене пĕтĕмпех сирĕнпе пĕрле пурнăçа кĕртсе пыратпăр.  Çĕнĕ Шупашкарăн потенциал пысăк.  Малашне те çитĕнӳсемпе аталанса пыма резерв та çителĕклĕ», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.

2017 çулта хулан социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма республика хыснинчен 1 млрд 392 млн куçарса панă.  Çак кăтарту 2016 çулхипе танлаштарсан 37 процент пысăк. «Чи пысăк пулăшусенчен пĕри – хулари çулсене тирпейлесе сарма 368 млн куçнă», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Сăмаха май, кăçал республика хыснине «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» патшалăх программипе килĕшӳллĕн укçа-тенкĕ чылай куçнине пĕлтернĕ.  Çак программăн пуçаруçи Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тесе палăртнă. «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – çĕнĕрен саракан çулсен пахалăхне çирĕп тĕрĕслесе тăрасси», - тенĕ республика Ертӳçи.

Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтăвĕпе  Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн Пуçлăхĕ Ольга Чепрасова доклад тунă.  Вăл муниципалитетри демографи лару-тăрăвне, бюджет ыйтăвне, инвестици ĕçне, социаллă тытăм епле аталаннине тата ытти ыйтусене тĕплĕн çутатса панă. 

 Муниципалитетра ĕçлекенсен вăтам ĕç укçин шайĕ чылай ӳснĕ, кăтарту 12 процент хăпарнă. Хулара ĕçсĕррисен шучĕ самай чакнă.

2017 çулта çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хула бюджечĕн тупăш пайĕ 953,1 млн танлашать.  Муниципалитет хыснин тăкак пайĕ 923,2 млн, вăл çулталăкри палăртнă планран 46,5 процент.

Çĕнĕ Шупашкарти предприятисен таварсен калăпăшĕ 14,5 млрд çитнĕ.  Муниципалитет инвестици 3,2 млрд тенкĕлĕх явăçтарнă. Кăтарту  пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 400 пин ытларах.  Палăртнă тăрăх, çак ӳсĕм çулталăк вĕçĕ тĕлне 4,5 млрд çитесси те куçкĕретех. 

Хула çурт-йĕр программисене пурнăçа кĕртме пĕтĕмпе 58 пин тăваткал метр чухлĕ хваттерсем хута яма плана кĕртсе хăварнă. Паянхи кун тĕлне 39 пин тăваткал метр чухлĕ хваттерсем хута та яма ĕлкĕрнĕ.  Пĕлтĕрхи çул çак тапхăрта 21 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕрсем çĕклесе лартнă. Апла пулсан кăçал муниципалитетра хĕрӳ ĕç пыни савăнтарать.

  Хулан сăн-сăпатне тĕпрен çĕнетсе улăштарассипе йышăннă программа та лайăх ĕçлет. Пурĕ муниципалитетра нумай хваттерлĕ 91 çурт таврашĕнче тирпей-илем кӳртсе хăварма плана кĕртнĕ. "Тирпейлĕх патне çити пиллĕк утăм" текен программа куçкĕретех вăй илсе пырать хулара. «Химик» Культура çурчĕ умĕнчи лапам реконструкциленет, Атăлăн çыранĕ капмарланать, çамрăк мăшăрсен скверĕ илемленет тата ытти те. 

Михаил Игнатьев хула çыннисене ытларах тавралăха тирпей-илем кӳртес ыйту кăсăклантарнине каланă.

 Муниципалитет ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче çитес тăватă çул хушшинче Çĕнĕ Шупашкарта пĕтĕмпех тирпей-илем кӳртессипе ĕçсене йĕркене кĕртсе пĕтерме шантарнă.

Хулан Атăлăн çыран хĕррине илем кӳртес ыйтăва хускатнă. Ольга Чепрасова реконструкци тумалли плана халăхпа тĕплĕн пăхса тухса сӳтсе явнине пĕлтернĕ.  Муниципалитетра пурăнакансенчен 90 проценчĕ проектпа килĕшнине пĕлтернĕ.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мĕнпур ыйтусене пурнăçа кĕртиччен, яланах халăхпа пĕрле пăхса тухма тата вĕсен сĕнĕвĕсене шута илме чĕнсе каланă. 

Канашлура ХКХ ыйтăвĕсене те тишкернĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парассипе çивĕчрех ĕçлеме хушса хăварнă Михаил Игнатьев.

Паян ытти актуаллă ыйтусене те пăхса тухнă.  Шкулсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр пулнине палăртнă ертӳçĕсем.

Ку хутĕнче йăлари усал каяшсене тирпейлесе пуçтарас ыйту çивĕч тăнă.  Халăха  пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси,  чиркӳ строительствин ĕçĕ, çулсем сарасси те кун йĕркинчех пулнă.

Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Светлана Иванова бюджет ыйтăвĕсене пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Республика хыснин тупăш пайĕ кăçал çак тапхăрта ӳснине, вăл 112 процент пулнине пĕлтернĕ.  Çĕнĕ Шупашкарăн та ку енĕпе лару-тăру аван, кăтарту – 108 процент.

Сăмаха май вăл, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.  Муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнăшăн, парăм 38 млн çитнине асăннă.  Кунсăр пуçне муниципалитетра сăмах вĕççĕн предприятисенче ĕçлекенсен йышĕ чылай пулнине, ыйтупа çивĕчрех ĕçлеме хушса хăварнă ертӳçĕсем 

 Фоторепортаж



18 августа 2017
16:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter