Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин кунӗ ячӗпе саламлани

Шупашкарӑн хаклӑ ҫыннисем тата тӗп хуламӑр хӑнисем!

Шупашкар хулин кунӗ ячӗпе ӑшшӑн тата пӗтӗм чунтан саламланине йышӑнсамӑр!

Пирӗн хӳхӗм тӗп хулан ҫуралнӑ кунӗ – хӑйне евӗрлӗ уяв. Кунта ҫу­ралса ӳснӗ, ҫакӑнта ӗҫлесе ачисене пӑхса ҫитӗнтерекен кашни ҫын­шӑн вӑл – чи юратнӑ, тӑванран та тӑван хула.

Чӑваш Ен тӗп хули паян чи хӑюллӑ та пысӑк пӗлтерӗшлӗ проектсене шан­чӑклӑн пурнӑҫа кӗртет, халӑх пурнӑҫӗн шайӗ ҫирӗппӗн ӳссе пынине тата хула хутлӑхӗнчи пурнӑҫ пахалӑхӗ лайӑхланнине ӗненмелле кӑтартать. 

Патшалӑхӑн йышӑннӑ программисене тӗпе хурса хулара автомобиль ҫулӗсене юсассипе тата юсаса ҫӗнетессипе, транспортӑн ҫӗнӗ ҫул ункисене  тӑвассипе ҫыхӑннӑ анлӑ ӗҫ пурнӑҫланать. 2018 ҫулта иртекен тӗнчери футбол чем­пионачӗ умӗнхи тапхӑрта спорт инфратытӑмӗ те ҫӗнелсе улшӑнать – тре­нировкӑсем ирттермелли базӑсен йышне кӗртнӗ «Олимпийский» тата «Спартак» стадионсене юсаса ҫӗнетесси малалла тӑсӑлать.

Тӗп хулара ҫӗнӗ микрорайонсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хастарлӑн ӳссе ла­раҫҫӗ. Ҫав ху­шӑрах вӗсенче ҫывӑхра вырнаҫнӑ социаллӑ инфратытӑм объек­чӗсем: ача сачӗсемпе шкулсем, поликлиникӑсем, парксемпе скверсем, вӑйӑ тата спорт площадкисем тӑвасси – тӗп ыйтусен шутӗнче.

Эпир Шупашкар ҫулсерен илемленсе, хальхилле улшӑнса тата хӑт­лӑ­ланса пынӑшӑн пурсӑмӑр та чунтан савӑнатпӑр. Хамӑрӑн юратнӑ хуламӑр историйӗпе эпир мухтанатпӑр, унӑн пысӑк пуласлӑхне шанатпӑр тата унӑн ыр­лӑхӗшӗн тӑрӑшатпӑр.

Шупашкар ҫыннисене пултаруллӑ ӗҫӗшӗн, тӑван ҫӗре юратнӑшӑн тата ӑна чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп.

Хулара пурӑнакансене пурне те ҫирӗп сывлӑх, ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхма, телей тата ҫемье ырлӑхне сунатӑп. Сирӗн чунӑрта хамӑрӑн чаплӑ тӗп ху­ламӑрпа мӑ­наҫланас туйӑм вӑйланса ҫирӗплентӗр!

Тӑнӑҫлӑх, савӑнӑҫ тата ырлӑх сире! Уяв ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                         Михаил Игнатьев



18 августа 2017
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter