Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» Наукăпа производство комплексĕ» АО ĕçĕпе паллашнă

 Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» Наукăпа производство комплексĕ» АО ĕçĕпе паллашнă.


  Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ предприятире «Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» Наукăпа производство комплексĕ» АО генеральнăй директорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Андрей Угловпа, «Корпорация «Тактическое ракетное вооружение» АО генеральнăй директорĕпе Борис Обносовпа тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе – экономика министрĕпе Владимир Аврелькинпа  малашнехи ĕçлĕ килĕшӳсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

Сумлă хăнасем предприятинче тĕрлĕ цехсене пăхса çаврăннă, чукун çулсем, авиатранспорт, энергетика тата ытти тытăм валли хатĕрленсе тухакан таварсене тишкернĕ.  «ЭЛАРА» АОре пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕрсене вырнаçтарнă.  Таварсем те пахалăх енчен çӳллĕ шайра тирпейленсе тухаççĕ.  Çак организаци Раççейри чи хăватлă предприятисемпе кулленех ĕçлĕ çыхăнура. Вĕсен таварĕсем «Раççей чукун çулĕсем» АУО, «Группа ГАЗ», «КАМАЗ» ПАО, «НИИТеплоприбор» АУО анлăн ăсатăнаççĕ. Кун пирки предприяти ертӳçи Андрей Углов çирĕплетсе каланă.

«Корпорация «Тактическое ракетное вооружение»  АО генеральнăй директорĕпе Борис Обносовпа калаçу хускатнă чухне Михаил Игнатьев республикăра паха специалистсем пулнине палăртнă. Инженер-технологсене аслă пĕлӳ паракан учрежденисем çителĕклĕ тарăн пĕлӳллĕ профессионалсем хатĕрлесе кăларнине асăннă. Шупашкарти электромеханика колледжĕ çумĕнчи центр çамрăксене сахал мар витĕм кӳнине, çак ĕçе пурнăçа кĕртме 700 млн тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ.

Борис Обносов хăйĕн сăмахĕнче «ЭЛАРА» АО  сахал мар проектсем пурнăçа кĕртнине каланă. «Енчен те заказсем сарăлса пырсан, «Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» Наукăпа производство комплексĕ» АОпе эпир яланах ĕçлеме хатĕр», - тенĕ вăл.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Андрей Углов «Тактическое ракетное вооружение» Корпораципе тахçантанпах ĕçлĕ çыхăнусем тĕвĕленнине пĕлтернĕ.  2016 çулта «ЭЛАРА» АО вĕсене валли 400 млн тенкĕлĕх тавар хатĕрлесе кăларнă. "Эпир ӳлĕмрен тата та ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатасшăн», - тенĕ вăл.

Ĕçлĕ çулçӳреве пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапларах каланă:  «Çулталăка япăхах мар кăтартусемпе вĕçлĕпĕр. Палăртса хунă тăрăх, регионăн промышленноç производствин калăпăшĕ ӳссе пырасси куçкĕретех.  Республика экономикин аталанăвне «Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» Наукăпа производство комплексĕ» АО чылай витĕм кӳрет.  Асăннă предприятийĕн тупăшĕ пысăк, хăватлă аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Налуксене вĕсем вăхăтра куçарса пыраççĕ. Ĕç ушкăнĕ хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Заводра тимлекенсем ыранхи  лайăх куна та ĕненеççĕ», - тенĕ.

Çакăн пек предприятисемпе тухса паллашни, вĕсен аталанăвне курса ĕненме меллĕ, тепĕр тесен йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те туххăмрах татса пама пулать тенĕ республика Пуçлăхĕ.  Пĕр килнĕ пек чухне, «ЭЛАРА» заводра тăрăшакансене малашне те пысăк çитĕнӳсемпе палăрма, республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа кăмăлтан ĕçлеме чĕнсе каланă.

 Фоторепортаж



18 августа 2017
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter