Шупашкарта «Алькеш» микрорайонта «Антошка» ача сачĕ хута кайнă

 


Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта «Алькеш» микрорайонта «Антошка» 20№-лĕ çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă.

 Савăнăçлă уява пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче, Алькеш ытти микрорайонсемпе танлаштарсан чи хăвăрт аталанса пыраканни пулнине палăртнă.  Кунта нумай ачаллă çамрăк çемьесем чылайăн пурăннине каланă. Пĕчĕк районăн инфратытăмĕ хăватлă. Социаллă объектсем кулленех хута каяççĕ.  Сăмаха май, пĕлтĕр кăна Алькешре стоматологи уйрăмĕ хута кайнине, хыççăнах ачасемпе аслисен поликлиникисем çĕкленсе ларнине аса илсе хăварнă.  «Çакăн пек комплекслă ĕçсем ытти районсенче те пулса пыраççĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Ача сачĕсене хута ярассипе йышăннă федераци программи вĕçленнĕ. Хальхи тапхăрта çĕнĕ шкулсем хăпартса лартассипе программа анлăн ĕçлет.  Эпир регионта ача сачĕсене хута ярассипе малалла та ĕçлесе пыратпăр.   Çак ĕçсем пĕтĕмпех Чăваш Енре пурăнакан ачасен ырлăхĕшĕн», - тенĕ республика Ертӳçи. 

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче Алькеш хăйне евĕр илемлĕ район пулнине асăннă.  Кунта нумай хваттерлĕ çуртсем те пĕр-пĕринпе килĕшсе вырнаçса ларнине палăртнă.  Малалла та ĕçлемеллисем пуррине асăнса хăварнă, çуртсем çывăхĕнчи çулсене тирпейлесе сармаллине палăртнă.

Ача садне уçасси пирки тахçантанпах ыйтăва хускатнине пĕлтернĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, анчах та 2015 çулта строительство ĕçне пуçлама йышăннă организаци ĕçе вĕçне-хĕрне çитермесĕрех пăрахăçланнине пĕлтернĕ. 2016 çулта çĕнĕрен тепĕр подрядчик ĕçе кӳлĕннĕ. Каярах вара çак объекта пурнăçлама федераци тата республика хыснинчен сахал мар укçа тăкакланнă.  Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 140 млн танлашать. «Халĕ 340 çемье хăйсен пепкисене савăнсах çĕнĕ ача садне яма пултарать», - тенĕ вăл.

Объектăн генеральнăй подрядчикĕ «Булат» ТМЯО ертӳçи Ринат Абдулвалеев çĕнĕ ача сачĕн çăраççине  учрежденийĕн директорне Елена Кадировăна парса чысланă. «Эпир хамăртан мĕн килнине ачасем валли пĕтĕмпех йĕркелесе пыма тăрăшатпăр.  Кашни ачан тавракурăмлăхне аталантарса пырассишĕн çине тăрса ĕçлĕпĕр», - тесе шантарнă вăл.

Уява пухăннă ертӳçĕсене ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Маринкинсен çемйи тав сăмахĕсем каланă. Ача сачĕ чăн-чăн кермен пулса тăнине, условисем çав тери лайăх тесе çирĕплетнĕ.

Сумлă хăнасем те объекта пăхса çаврăннă, условисене курса ĕненнĕ.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев объектăн строительство ĕçне тытăниччен, ашшĕ-амăшĕсен сĕнĕвĕсене те сахал мар йышăннине, вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн  строительсем тăрăшнине пĕлтернĕ.  Çĕнĕ ача пахчинче бассейн тата ытти уйрăмсем те чаплă.  Объектра экологи енчен таса хатĕрсене вырнаçтарнă, ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентме ятарлă лапам йĕркеленĕ.

«Халĕ вара чи кирли – ачасем çакăнта тĕрĕс воспитани кăна илччĕр», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



18 августа 2017
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter