Шупашкарти «Радужный» микрорайонта «Ачалăх асамат кĕперĕ» ятлă çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă

 


Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти «Радужный» микрорайонта «Ачалăх асамат кĕперĕ» 202 №-лĕ  çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă.

Савăнăçлă пулăма пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. «Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан ача садне çӳрекен шăпăрлансене эпир чăннипех те ăмсанатпăр. Апла пулсан,  кĕçех вĕсен амăшĕсем хăйсен юратнă ĕç вырăнĕсене таврăнĕç», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Сăмаха май, вăл юлашки çулсенче регионта ача сачĕсенче вĕт-шакăрсем валли 22,5 пин ытла вырăн хатĕрленине асăннă.  Çак ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпе 4 млрд тăкакланине пĕлтернĕ.  Республикăра паянхи кун тĕлне илес пулсан, ача пахчисене черете тăракансем çук тесен те йăнăш мар.  Виçĕ çултан иртнĕ шăпăрлансем ача садне çӳресе хăйсен кăмăлĕсене тултарни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Çак тĕллевсене эпир тахçанах палăртса хутăмăр,  паянхи куна пĕтĕмпех пурнăçа кĕртнĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Игнатьев.  Кăтарту савăнтарать – çĕнĕрен çĕкленекен микрорайонсенче нумай ачаллă çемьесен йышĕ ӳссе пырать, пепкесем кулленех çуралаççĕ, çынсен кăмăлĕсем лайăх.

Ача сачĕсене хута яма йышăннă федераци программи вĕçленнĕ, нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăрах, Чăваш Ен Правительстви хула ертӳлĕхĕпе  пĕрле тĕрлĕ майсем шыраса, объектсене кулленех хута ярать, программа малалла пырать. «Федераци хыснинчен те пулăшăва тивĕçрĕмĕр.  Кăçал Чăваш Республикин тĕп хулинче тăваттăмĕш объект хута яратпăр.  Пĕр пин ача валли садиксем çĕкленнĕ, 230 ĕç вырăнĕ хатĕрленнĕ. Эпир ачасем валли инвестици хыватпăр, мĕншĕн тесен вĕсем Раççей, Чăваш Енĕн пуласлăхĕ», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев

  Çитес тапхăрта регионта çулталăк çурăна çитнĕ пепкесене те ача садне вырнаçтарас ыйтупа çивĕчрех ĕçлеме пуçлассине асăннă, çакă пуриншĕн те актуаллă ыйту пулнине каланă.  Малашне те ача сачĕсене хута ярассипе йышăннă программа республикăра вăй илсе пырассине, çитес çулсенче те объектсене хута яма палăртнине пĕлтернĕ.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республики виçĕ çула çитнĕ ачасене садике вырнаçтарассипе Раççейре чи ăнăçлă ĕçлесе малта пыракан регион пулса тăнине пĕлтернĕ.

Çак паллă кун пухăннă ентешсене хула ертӳлĕхĕ саламланă. «Шупашкар хулин кунĕ умĕн эпир çакăн пек парнесем йĕркелеме шут тытрăмăр.  Çак ĕçсене пурнăçа кĕртме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Ен Правительстви  çав тери пысăк витĕм кӳчĕ. 6 çул хушшинче хулара хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 20 ача сачĕ хута кайрĕ. Республика хыснинчен пулăшман пулнă пулсан, çак ĕçсене пурнăçа кĕртсе пыма хĕнччĕ», - тенĕ Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров.  

Объекта хута яракан генеральнăй подрядчик, «Стройиндустрия»  ТМЯО директорĕ Вячеслав Шумилов ача сачĕн ертӳçине Вера Коноваловăна çуртăн  çăраççине парса чысланă.

Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе республика ертӳлĕхне Судаковсен çемйи тав сăмахĕсем каланă. «Шанатпăр, пирĕн ачасем садике пĕтĕм кăмăлтан çӳрессине.  Кунта вĕсене çирĕп аталанса пыма тĕрлĕ условисем çителĕклĕ. Хăйсене килтинчен те лайăхрах туяссине те ĕненетпĕр», - палăртнă вăл.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн, хăнасем çуртăн ăш-чиккипе паллашнă, объектри тĕрлĕ хатĕрсене пăхса тухнă, хăйсен куçĕпе курса хакланă.  Икĕ хутлă ача сачĕ пĕр харăсах 120 пепкене йышăнма пултарать.  Условисем лайăх.  Спорт лапамĕсем те пур.

«Отделфинстрой»   ТМЯО  ача садне ыр кăмăлтан 1 млн парне панă, вăл укçапа учреждени валли медицина хатĕрĕсене туяннă, оргтехникăпа пуянланнă.  Республика Пуçлăхĕ садик ертӳçине ĕçлеме пултаракан çынсене хăйсем патне явăçтарма чĕнсе каланă. Ашшĕ-амăшĕсемпе яланах тарават пулмаллине, пепкесене пĕтĕм чун-чĕререн юратмаллине асăннă.

Аса илтеретпĕр, çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта Алькешре пĕчĕк микрорайонта та çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă.

 Фоторепортаж



18 августа 2017
15:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter