Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн йывăр атлетика федерацийĕн Президенчĕпе Максим Агапитовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн йывăр атлетика федерацийĕн Президенчĕпе Максим Агапитовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳçĕсем йывăр атлетикăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.   Палăртнă тĕлпулăва çакăн пекех Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Игорь Головин, Раççейĕн йывăр атлетикăпа пĕрлештернĕ ушкăнăн хĕрарăмсен тренерĕ Николай Колесников, Раççейĕн йывăр атлетикăпа пĕрлештернĕ ушкăнăн арçынсен тренерĕ Олег Писаревский тата Чăваш Республикин йывăр атлетика федерацийĕн Президенчĕ Геннадий Иванов хутшăннă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче РФ Спорт министерствипе Раççейĕн йывăр атлетика федерацине çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт ăмăртăвне Чăваш Республикинче ирттерме шаннăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.   

  Регион Ертӳçи çак палăртнă спортăн тĕсĕ база шутне кĕнине асăннă.  Республикăра  йывăр атлетикăпа 11 шкулти ачасем хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. «Йывăр атлетикăна халăх хапăл тусах йышăнать.  Пирĕн регионта 500 çын çак спорта кулленех çӳрет.  Спортсменсене тивĕçлĕ шайра хатĕрлесе кăларасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Эпир кăтартусене тĕрĕслесех тăратпăр. Пысăк çитĕнӳсемпе мăнаçланатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.

Раççейри йывăр атлетика федерацийĕн Президенчĕ Максим Агапитов  Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева спорта аталантарма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.  Ăмăртусем регионта çав тери çӳллĕ шайра иртнине ырă хыпара каланă сумлă хăна. «Нумай спортсменсемпе тренерсем Халăхсен хушшинчи спорт ăмăртăвĕсем паха пулнине, ыттисемшĕн тĕслĕх теççĕ.  Республикăра иртекен ăмăртусенче мала тухнисене тĕнче шайĕнчи чемпионат кĕтет», - тенĕ вăл калаçăва малалла тăсса.  Сăмаха май, Чăваш Республикинче тренерсем ăста пулнине, вĕсен спортри çитĕнĕвĕсем те анлă тесе палăртнă.  

Палăртса хăвармалла, Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче Чăваш Енрен 11 спортсмен.   

 Калаçу самантĕнче ертӳçĕсем спорта аталантарассине, хатĕрленӳ базисем, спортзалсем пирки сăмах пуçарнă.  

«Çула май Шупашкарти спортзалсене кĕрсе куртăмăр. Спортсменсене валли кирлĕ пек мĕнпур условисем пуррине курса ĕнентĕмĕр. Спорт хатĕрĕсем паянхи пурнăç таппипе тӳр килеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пур çĕрте те илемлĕ, паха», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Максим Агапитов.  

Хальхи вăхăтра Шупашкарти В.Соколов ячĕллĕ  спорт шкулĕнче тĕпрен юсав ĕçĕ хĕрӳ пырать.  Ачасем шăпах та,  çак шкулта малтан йывăр атлетикăпа хăйсен ăсталăхне туптанă. Хула администрацийĕ 4 млн ытла укçа-тенкĕ уйăрнă.  Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенче кун пек хăтлă зал урăх ниçта та çуккине асăннă тĕлпулăва пухăннисем. Объекта 2017 çулта раштав уйăхĕнче ĕçе кĕртме тĕллев лартнă.

Ку хутĕнче хăнасемпе ертӳçĕсем спортсменсене социаллă пулăшусемпе тивĕçтерес ыйтăва та сӳтсе явнă. Чăваш Енрен тухнă икĕ паллă спортсмен пирки чарăнса тăнă. Вĕсенчен пĕри кăçал ака уйăхĕнче Европа чемпионатĕнче  Наталья Хлёсткина виçĕ медале тивĕçнĕ.  Александра Козлова 2017 çулта çĕртме уйăхĕнче тĕнче шайĕнчи ăмăртура кĕмĕл медаль илнĕ.

Николай Колесников хăйĕн сăмахĕнче çак пикесем ӳлĕмрен те тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче мала тухса пире пурсăмăра та савăнтарасса шанса каланă.  

Аса илтеретпĕр, çурла уйăхĕн 1-6-мĕш кунĕсенче Шупашкарта Маунтинбайк центрĕнче Раççей чемпионатчĕ иртет. Вĕсенче пурĕ 129 ытла спортсмен хăйсен вăйне виçет. РФ 43 субъектĕнчен хăнасем пуçтарăннă. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче 48 кг виçе категорийĕнче Чăваш Ен пики Яна Мохина кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Фоторепортаж



02 августа 2017
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter