Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Маунтинбайк центрĕнче йывăр атлетикăпа Раççей чемпионатне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

 

Çyрла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Маунтинбайк центрĕнче йывăр атлетикăпа Раççей чемпионатне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă.  Паллă пулăма çакăн пекех Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Раççейри йывăр атлетикăн федераци Президенчĕ Максим Агапитов, Чăваш Енри йывăр атлетика федераци Президенчĕ Геннадий Иванов, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, олимп чемпионĕ Николай Колесников,  Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, олимп чемпионĕ Дмитрий Берестов, çĕршыври 50 субъектран тĕрлĕ спортсменсем тата тренерсем килсе çитнĕ.   

 

Михаил Игнатьев Раççейри йывăр атлетикăн федерацийĕн ертӳлĕхне тав тунă, Чăваш Республикине çакăн пек пысăк спорт мероприятие йĕркелесе ирттерме шаннăшăн ырланă.

«Спорт – Раççей мăнаçлăхĕ. Чăваш Ен спортпа туслă регион!», - тесе каланă мероприятине пухăннисене саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Физкультурăна аталантарассипе тата массăллă спорта вăй илтерессипе Раççейри ытти регионсем хушшинче Чăваш Республики пĕрремĕш вырăнта тăрать.  Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен шучĕ çулран çул ӳссех пырать. Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Енре пурăнакансенчен 40 проценчĕ кулленех хăйсен сывлăхне çирĕплетме физкультура тăвать, спортпа туслă», - тенĕ вăл.

«Регионта спорт инфратытăмĕ вăйлă аталаннă. 2014 çултан пуçласа республикăра Сывлăхпа спорт кунĕсене ирттереççĕ.  Ун чухне кашни çын тӳлевсĕр кирек епле спорт учрежденине те çӳреме пултарать», - тесе сăмаха малалла тăснă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

«База спортне аталантарса пыма çулсерен 700 млн тенкĕ тăкакланать», - тесе пĕлтернĕ вăл. Çитĕнӳсем те çук мар – Раççей Федерацийĕн спорт ушкăнĕнче пирĕн ентешсем 156-ăн.  2016 çулта Раççей командин пухмачне Чăваш Ен спортсменĕсем 80 медаль тултарнă.

Палăртма кăмăллă, тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене кашни çул тенĕ пекех Чăваш Республикинче ирттереççĕ, çак та инфратытăм лайăх аталаннине çирĕплетет. Çулталăкра пурĕ официаллă майпа 350 ăмăрту иртет, вĕсенчен 60-шĕ Раççей шайĕнчисем. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа Раççей тата регион хушшинчи 50 ытла ăмăртусем ирттерме те ĕлкĕрнĕ.

«Йывăр атлетикăпа Раççей чемпионатчĕ Чăваш Енре пуçласа иртет.  Спорт уявĕ пулассине эпир шанатпăр.  Пурне те пĕтĕм чунран çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, хастар кăмăл тата çĕнĕ çитĕнӳсемпе çĕнтерӳсем сунатăп», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.

Торжествăллă пайра Раççейри йывăр атлетика федерацийĕн Президентне Максим Агапитова, Чăваш Енри йывăр атлетика федерацийĕн Президентне Геннадий Иванова, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне, олимп чемпионне Николай Колесникова,  Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерне, олимп чемпионне Дмитрий Берестова алла çыхмалли сехет парса чысланă.

Раççейри йывăр атлетика федерацийĕн Президенчĕ Максим Агапитов республика ертӳлĕхне спорта аталантарма пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.

Чăваш Республикинче спортсменсем эрне хушши спортра хăйсен вăйне виçĕç.  Мала тухнисем çĕршыв чысне Анахайм хулинче чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 5-мĕшĕччен хӳтĕлĕç. Ертӳçĕсем спортсменсене çĕнĕ çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.  

СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, олимп чемпионĕ Николай Колесников ăмăртусене регионта çӳллĕ шайра йĕркеленĕшĕн ырласа республика ертӳлĕхне тав сăмахĕсем каланă.

Йывăр атлетикăна аталантарас ĕçре пысăк витĕм кӳнĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Чăваш Республикин спорт министрне Сергей Шелтукова Тав çырăвĕпе чысланă.

Раççейри йывăр атлетикăн федерацийĕн Хисеп хучĕпе Чăваш Енри йывăр атлетика федерацийĕн Президентне Геннадий Иванова парса хавхалантарнă.    

Фоторепортаж



02 августа 2017
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter