Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Сывлăш-десант çарĕсен кунне халалланă мероприятине хутшăннă

 


Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Сывлăш-десант çарĕсен кунне халалланă мероприятине хутшăннă.  Кăвак беретлисене тата пухăннă ветерансене, ентешсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ тӳремре саламланă. «Çар служби çăмăл мар, унăн йывăрлăхĕсене чăн-чăн патриотсем кăна тӳссе ирттерме пултараççĕ. Десантниксем тĕрлĕ вăрçă витĕр тухнă, тăнăç пурнăçра Конституци çирĕплĕхне сыхланă. Вĕсем Афганистан чиккинче те, Çурçĕр Кавказ регионĕсенче те, хĕрӳ ытти вырăнта та паттăрлăхпа палăрнă. Паянхи кун та РФ Сывлăш-десант çарĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – Тăван çĕршывăмăра, Аслă Раççейе сыхласси пулса тăрать», - тенĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май.

Сывлăш-десант çарĕсем тахçанах Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Аслă Главнокомандующийĕн тĕп шанăçĕ пулса тăнă. Десантниксем паян та Тăван çĕршыва хӳтĕлеме хатĕр. Пĕрле чухне эпир вăйлă, мухтав десантниксене тесе хушса каланă вăл сăмаха малалла тăсса.

РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен мухтавĕ пулса тăракан çарсенче тăнисем служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне çеç мар, мирлĕ пурнăçра та харсăр та пуçаруллă. Сывлăш-десант çарĕсен кунне халалланă уявра Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне, Чăваш Республикинчи «Десантниксен союзĕ» общество организацийĕн канашĕн председательне Игорь Кашаева çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк тӳпе хывнăшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тав тунă. Шкул ачисемпе час-часах тĕл пулусем ирттернине, тĕрлĕ мероприятисене хутшăннине те асăннă.

Сăмаха май, республика Ертӳçи Чăваш Енре  Атăлçи федераци округĕнчи Чăваш Енри Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕн  Шупашкарти çĕнĕ объектăн строительство ĕçне пуçланине пĕлтернĕ. Калас пулсан, кадетсен шкулĕнче вĕренсе тухакансем, Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин аслă шкулĕнче те вĕсем вĕренме ăнăçлă кĕреççĕ, пысăк çитĕнӳсемпе палăрса пыни куçкĕретех. Вĕренсе тухсан та пысăк специалистсем пулса право хуралĕн органĕсенче, Тăван çĕршыва хӳтĕлес ĕçре те çав тери паха опытсемпе палăраççĕ тесе каланă сăмаха тăсса, тивĕçлĕ граждансем яланах çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине те асăнса хăварнă регион Пуçлăхĕ.  

РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен мухтавĕ пулса тăракан çарсенче тăнисем служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне хастарлăхпа палăрнисене тата  Афганистан чиккинче те, Çурçĕр Кавказ регионĕсенче те, хĕрӳ ытти вырăнта та паттăрлăхпа, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани панăшăн, Сывлăш-десант çарĕсен кунне халалланă уявра Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне, Чăваш Республикинчи «Десантниксен союзĕ» общество организацийĕн канашĕн председательне Игорь Кашаева тата Чăваш Республикинчи   Десантниксен пĕрлешĕвĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕн председательне Валерий Анисимова РФ Оборона министерствин приказĕпе килĕшӳллĕн наградăпа чысланă.   Вĕсемсĕр пуçне ытти ентешсем те  тĕрлĕ хисепе тивĕçнĕ. Вĕсем хушшинче Çĕрпӳрен – Андрей Тюленов тата Канаш районĕнчен  - Андрей Разбирин.

Çак кун уяври халăха Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ, Чăваш Республикинчи «Десантниксен союзĕ» общество организацийĕн канашĕн председателĕ Игорь Кашаев, Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров, Чăваш Республикин çар комиссарĕн граждансемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Алексей Рогов«Добровольное общество содействия армии, авиации и флоту России»  обществăлла организацийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Сергей Матвеев саламланă, Шупашкарăн тата республикăн общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн тав тунă. Сывлăш-десант çарĕсен историйĕ пуян пулнине, салтаксем Тăван çĕршыва хӳтĕлессишĕн вăй-хала та, сывлăха та шеллеменнине каланă.  



02 августа 2017
15:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter