Шупашкарта тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕ иртет

Çурла уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче Шупашкара карачай, балкар, нухай, кумык, пушкăрт, тутар, казах тата ытти халăх çыннисем "Раççейри тĕрĕксем" ятпа иртекен çĕршыври фестивале пуçтарăнмалла. Интерактивлă мелпе йĕркелекен уяв Лакрей вăрманĕнче, А.Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче, "Салют" культура керменĕ умĕнче тата ытт хăш-пĕр вырăнта пулĕ. Тĕп мероприятисем çапах та Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре иртмелле.

Хĕрлĕ тÿремре фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçĕç, Раççейри пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсене те унта кăтартĕç. Хăнасем Тутарстанран, Пушкăртстанран, Кабарда-Балкар Республикинчен, Калмăк Республикинчен, Мордваран, Омскран, Алтай крайĕнчен, Аçтăрхан, Оренбург, Пенза, Самар, Челябинск облаçĕсенчен килсе çитмелле. Тĕрĕк халăхĕсен Раççей культуринчи вырăнĕ пирки "çавра сĕтел" ирттерсе калаçмалла.

www.hypar.ru



02 августа 2017
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter