Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Элита» çĕвĕç фабрикине 25 çул çитнине халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Элита» çĕвĕç фабрикине 25 çул çитнине халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă.  Мероприяти Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура çуртĕнче иртнĕ.

Фабрикăра ĕçлесе тава тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене, паян тăрăшакан мĕнпур ĕçчене регион Ертӳçи ăшшăн саламланă.  Хулан тата Чăваш Ен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн, професси шайĕнче хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тунă. 

Çăмăл пир-авăр промышленноçĕ тĕрлĕ тапхăрти кирек-епле йывăрлăха та тӳссе ирттернине асăннă Михаил Игнатьев. «25 çул хушши фабрика хăйне çитĕнӳсемпе кăтартса парать.  Тĕрлĕ ăрури çынсем хăйсен ăсталăхне çамрăксене вĕрентсе пынă, паха ĕç опычĕ парса пулăшнă. Кирек епле йывăрлăх сиксе тухсан та, вĕсене эсир парăнтарма пĕлнĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, эсир ĕç рынокĕнче хăвăра кирлĕ пек шайра ĕçлесе хисепе тивĕçме пĕлнĕ», - тенĕ регион Пуçлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  

Предприяти паян та лайăх аталанса пырать, кăтартусем япăх мар.  Вĕсен таварĕсене халăх республикăра кăна ыйтмасть, республика тулашĕнче пурăнакансем те хапăл тусах йышăнаççĕ. «Сирĕн пысăк çитĕнӳсем, чăннипех те хисепе тивĕç. Сире халăх шанать, сирĕн таварсемпе мăнаçланать.  Эсир яланах тӳрĕ кăмăлпа ĕçлетĕр.  Бюджета налуксене вăхăтра куçарса пыратăр», - тенĕ республика Ертӳçи. 

Уявра Михаил Игнатьев çак фабрика ĕçне пуçарса яракан ветерана, Вера Морозовăна,  уйрăммăн тав тунă. «Эсир хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан фабрика йĕркеленĕ.  Хăвăрăн ывăлăра тивĕçлипех ăс парса çитĕнтернĕ.  Ĕç династине тăсаканĕ пулса тăнă вăл.  Çитĕнекен ăрăва сирĕн  тĕслĕхĕре тĕпе хурса воспитани памалла. 25 çул производство ĕçлени – хăйех пысăк çитĕнӳ. Малалла та тăрăшăр, пысăк кăтартусемпе палăрма пикенĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.     

Яланхиллех, ĕçре хастарлăхпа палăрнисене, пысăк çитĕнӳсем тунисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Фабрикăн пĕрремĕш директорне Вера Морозовăна алла çыхмалли сехет пернеленĕ республика Ертӳçи.

Хисепе тивĕçнисем хушшинче: «Элита» фабрикăн тĕп дизайнерĕ  Татьяна Пуркина, ăна Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн панă.

Вера Морозова хăйĕн сăмахĕнче, пухăннисене пурне те чĕререн тав тунă.  «Пире Чăваш Ен Правительстви яланах пулăшнă.  Хула ертӳлĕхĕ витĕм кӳнине кура, эпир хаваспах хамăра шанса панă ĕçе пурнăçласа пытăмăр.  Чăваш Ен Правительствипе хула ертӳлĕхĕ пире шанни малашне те пирĕн чĕремĕрсенче хавхалану çуратать. Çитĕнӳсем те тепĕр тесен, çук мар», - тенĕ вăл.

Унăн ывăлĕ Михаил  Морозов предприятийĕн проекчĕсемпе паллаштарнă, малашнехи тĕллевсем пирки каласа кăтартнă.

Коллектива юбилей ячĕпе çак кун Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов,  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Çĕнĕ  Шупашкар хулин пуçлăхĕ Олег Матвеев, администрацийĕн ертӳçи Ольга Чепрасова ăшшăн саламланă.  

Фоторепортаж



21 августа 2017
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter