Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Наци хутшăнăвĕсен канашĕн пайташĕсемпе Владимир Зоринпа тата Маргарита Лянгепе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Наци хутшăнăвĕсен канашĕн пайташĕсемпе Владимир Зоринпа тата Маргарита Лянгепе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Владимир Зорин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче наци çыхăнăвĕсем пĕр шай лайăх аталанса пынине палăртнă. «Раççейри чи ăнăçлă аталанса пĕр тикĕс пыракан регионсенчен пĕри,  Наци политикин ыйтăвĕсемпе нимĕнле экспериментлă ĕçсем те йĕркелемен.  Ку субъектра кулленех потенциал ӳстерессишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ», - тесе каланă сумлă хăна.   

Чăваш Ен Пуçлăхĕ региона çакăн пек пысăк хак панишĕн тав тунă. «Мĕн ĕлĕкрен упранса юлнă йăла-йĕрке, халăх культури – пирĕн  тĕп пуянлăх.  Çак ĕçсем пысăк глобализаци тапхăрĕнче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Çыхăнусене сарасси тата ăна упраса хăварасси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  Çитĕнекен ăру тĕрĕс воспитани илсе çĕршывшăн юрăхлă граждансем пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшатпăр.  Тăван çĕршыва, аслă çынсене, тĕрлĕ наци халăхне тата вĕсен тĕнне хисеплеме пĕлччĕр», - тенĕ вăл.

Тĕрлĕ халăхсем хушшинчи çыхăнăва тĕрĕс-тĕкел упраса пыма, пĕрне-пĕри хисеплеме, халăхсем хушшинче яланах ăнланупа килĕшӳ хуçалантăр тесе, регионта тĕллевлĕн ĕçсем йĕркеленсе пынине асăннă Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.

 Калăпăр, пĕлтĕр республикăра Халăхсен съезчĕ пулса иртрĕ.

 Ун чухне Чăваш Республикин Халăхсен ассамблейĕн ĕçне пуçарса янă. 

Кăçал чӳк уйăхĕнче Халăхсен Туслăх çурчĕ хăйĕн алăкне яри уçĕ.  

Владимир Зорин Михаил Игнатьева Ассамблей ĕçне витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Сирĕн регионта çак уйрăм пысăк авторитетлă. Тĕрлĕ халăх культури пирки сӳтсе явма, пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕпе паллашма меллĕ. 2025 çул валли йышăннă Раççейĕн патшалăх наци политикин стратегийĕнче шăпах та, çакăн пирки палăртнă.  Чăваш Республикин ырă пуçарусем нумай, паха опыт пысăк.  Тавах, Сире ăна витĕм кӳнишĕн, тата аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе панишĕн», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  

Сумлă хăнасем Шупашкарта хула кунĕ питĕ чаплă иртнине, ăна çӳллĕ шайра йĕркеленине асăннă.  Хăйсем те уяв программисене пĕтĕм кăмăлтан хутшăннине пĕлтернĕ.

Маргарита Лянге хăйĕн сăмахĕнче уявра  ятарлă службăсем халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе питĕ йĕркеллĕ сыхă тăнине асăннă.   «Чăваш Республикинче пурăнакансем пысăк уявсене пĕчĕк пепкесемпе килме хăрамаççĕ тата вĕсен шикленӳ те çук. Кун пеккине ытти регионсенче курма хĕн. Сирĕн республикăра тăнăç пурнăç хуçаланни куçкĕретех», - тенĕ вăл.

Тепĕр пысăк самант пирки те палăртнă вăл. Халăх хăйсен наци тумне хисеплени курăнать, вĕсем ăна юратсах тăхăннă тенĕ сăмаха малалла тăсса. «Апла пулсан, республикăра ыйту кирлĕ пек шайра пурнăçланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çынсем професси шайĕнче ĕçлени савăнтарчĕ», - тесе пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне.

Сăмаха май, журналистсем пирки те сăмах пуçарнă.  Тĕрлĕ халăх культурисем пирки питĕ лайăх çутатса панине асăннă. Хăнасем Раççейри тĕрлĕ регионсенчи журналистсемпе этноэкспедици йĕркелеме сĕннĕ. «Сирĕн ыттисене мĕн ĕçлени пирки кăтартса памалли чылай.  Журналистсем питĕ пысăк тавракурăмлă, ăслă. Радио, телевидени, журналсем çинче наци темине тарăн çутатса параççĕ», - палăртнă Маргарита Лянге.

 Михаил Игнатьев çак пуçаруллă сĕнӳпе килĕшнĕ.  

Фоторепортаж



21 августа 2017
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter