Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятисене хутшăннă, пурне те ăшшăн саламланă

 


Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятисене хутшăннă.

Регион Ертӳçи хулари «Пултарулăх бульварĕ» арт-проект ĕçĕпе паллашнă, пысăк тавракурăмлă ăста та маттур ентешсене курса, вĕсен юрри-ташшисемпе киленнĕ.  Кашни çул çак мероприяти хулари тĕп урамра иртет.  Халăхсене хăйсен пултарулăхне кăтартса пама тĕрĕ енчен пур условисем те пулнă.  Ал ĕç ăстисем тĕрлĕ таварсемпе çынсене паллаштарма пикеннĕ.  Çак анлă мероприятине хулари аслă шкулсенче вĕренекенсем, предприятисемпе организацисен представителĕсем йышлăн хутшăннă.

Уяв кунĕнче республика Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев пултарулăх лапамĕсене çитсе килнĕ, предприятисемпе организацисем хатĕрлесе тăратнă куравсене хакланă, мероприятине пухăннă ентешсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсен шухăш-кăмăлăпе кăсăкланнă.

Уявăн тĕп мероприятийĕ, Хĕрлĕ площадьре Чăваш Республикин тĕп хулине 548 çул çитнине халалласа ирттернĕ «Хула уявĕ – мăнаçлăх кунĕ», ятлă ятарлă представлени пулнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула çыннисене тата республикăна килнĕ мĕнпур хăнасене çак чаплă уявпа саламланă, муниципалитетăн экономикине аталантарма витĕм кӳрекен предприятисемпе организацисене чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă.  Пуçтарăннă мĕнпур халăха Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшса ырми-канми вăй хурса ĕçленĕшĕн мухтанă.  Тăван çĕре, тăван халăха, тăван хуламăра хисеплесе сума сунса пурăннишĕн ырланă.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен Правительстви, Шупашкар хула администрацийĕ хăйсем çине илнĕ мĕнпур социаллă ыйтусене туллин татса панине асăннă.   Кашни кун республикăри çул-йĕрсене тирпейлесе сарассипе хĕрӳ ĕç пынине каланă.  Кăçал палăртма кăмăллă, регионта хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан  ача сачĕ тăватă учреждени çĕкленсе ларнă.  Микрорайонсенче кулленех çĕнĕрен те çĕнĕ поликлиникăсем хута каяççĕ, шкулсем хăпарса лараççĕ.

«Хулана епле инвестици хывни пирки те чылай калама пулать.  Хуламăрăн тĕп пуянлăхĕ пур-пĕрех ĕçчен халăх», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Тепĕр икĕ çултан эпир хула 550 çул тултарнине паллă тăвăпăр.  Çак пулăма йĕркелесе ирттересси пирки федераци шайĕнче  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ, çĕршыв Правительстви те ятарлă йышăну çирĕплетнĕ.  Эпир пĕрле пĕр чăмăра пухăнса туслă пурăнсан тата та малалла ăнтăласси куçкĕретех.  Кашни çын, кашни çемье хăйсене кирлĕ пек туйччĕр тесе эпир хамăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр», - тенĕ республика Ертӳçи сăмаха малалла тăснă май.

Çак кун уяв ячĕпе пухăннă ентешсене Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитчĕ Варнава ăшшăн саламланă. «Кунта ĕçчен те пултаруллă халăх пурăнать.  Вĕсене пула, тăван хуламăр кунран-кун ешерсе илемленсе, хăватланса пырать.  Турă пурне те пулăштăр.  Пĕрне-пĕри яланах хисеплĕр, тарават пулăр, килĕштерсе, ăнланса пурăнма тăршăр», - тесе пилленĕ Шупашкар тата Чăваш  Ен Епархийĕн Управляющийĕ. 

Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче пухăннă халăха саламланă май, муниципалитет Раççейри чи таса та хăрушлăхсăр вунă хула йышĕнче пулнине пĕлтернĕ.  «Эпир - çĕршыври чи хăтлă, илемлĕ хуласенчен пĕринче пурăнатпăр.  Чи пахи, кашни çын хула аталанăвĕшĕн хăйĕнчен мĕн килнине пурнăçлани.  Шупашкар – пирĕн кил, сирĕн çĕнтерĕвĕрсен хули!», - тенĕ вăл.    

Хулара пурăнакансене, пуçтарăннă хăнасене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров саламланă.

Уяв программи вĕçленнĕ хыççăн, хăнасене, пуçтарăннă ентешсене «Браво» ушкăнăн савăнăçлă концерчĕ кĕтнĕ.  Юлашкинчен, яланхиллех  тӳпере фейерверк ялкăшнă.  

 Фоторепортаж



21 августа 2017
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter