Шупашкар хулин уяв мероприятийĕсенче пĕтĕмпе 300 пин ытла хула халăхĕ тата ытти çĕртен килнĕ хăнасем пухăннине пĕлтернĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ. Ĕçе пухăннисем Шупашкар хулин кунне йĕркелесе ирттернĕ мероприятисем пирки сӳтсе явнă, пĕтĕмлетӳсем тунă. 

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков уяв мероприятийĕсенче пĕтĕмпе 300 пин ытла хула халăхĕ  тата ытти çĕртен килнĕ хăнасем пухăннине пĕлтернĕ. 

 Хула кунĕ умĕн муниципалитетра социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайнине те асăнса хăварнă.

Иртнĕ эрнере харăсах ача сачĕн икĕ çĕнĕ учрежденийĕ хăйсен алăкĕсене уçнă.  Вĕсем Алкешре тата «Радужный» микрорайонсенче.  «Çĕнĕ хула» пĕчĕк районта поликлиника хута кайнă. Объект пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа тӳр килнине палăртса хăварнă.  Эгер бульварĕнче нумай функциллĕ спорт площадки уçăлнă.

Шупашкарта шăматкун «Сывă хуласем – сывă туризм» ятлă регионсен хушшинчи конференци иртнĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 14-18-мĕш кунĕсенче «Энергия» стадионра «Туслăх кубокĕ» спорт ăмăртăвĕсем пулнă, унта Чăваш Енри ентешлĕх ушкăнĕсем хăйсен вăйне виçнĕ.   Палăртма кăмăллă, кубока çĕнсе илекенĕ Патăрьелсем пулнă.

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта хулан Хисеплĕ гражданинĕ  ята тивĕçнисене торжествăлла майпа чысланă. 2017 çулта вăл хисеплĕ ята Долгушин Иван Иванович тивĕçнĕ.  Вăл Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.  

Пулă тытакан ăстаçăсен хушшинче ăмăртусем çурла уйăхĕн 18-20-мĕш кунĕсенче иртнĕ.  Чăваш Республикин Спорт министерстви витĕм кӳнине кура, Шупашкарта çĕршыври мĕнпур кĕтесрен, вăл шутран Раççей, Европа чемпионĕсем тата ыттисем те пуçтарăннă.

Кăçал пуçласа хулари Тĕп пляжра, шăматкун пĕтĕм Раççейри акватлон спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.  Мероприятине чи вăйлă та ăста 160 спортсмен  РФ тĕрлĕ субъекчĕсенчен килсе çитнĕ.  

«Чемпионсен кубокĕ» кĕрешӳçĕсен халăхсен хушшинчи турнирĕ пулнă.  Кунта та ăмăртусене Мускавран, Хусантан, Чулхуларан, Чечен Республикинчен спортсменсем йышлăн пухăннă.

Чапаев ячĕллĕ скверта çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Чапай чей ĕçме йыхравлать» ятлă мероприяти иртнĕ, ăна паллă ентешĕмĕр  çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ.   

Хĕрлĕ лапамра «Аистенок» çемьесен пултарулăхĕн фестивалĕ пулнă, ăна РФ Культура министерстви тата Раççей халăх пултарулăхĕн керменĕ, Чăваш Республикин Культура министерстви йĕркеленĕ.

Ирхине, çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче мĕнпур халăх йышлăн паллă çăлтăрпа зарядкăна тухнă.  Ку хутĕнче халăхпа пĕрле акватлон чемпионĕсем тата Чемпионсен Кубокне тивĕçнисем пулнă.  

«Пĕрремĕш вĕçев» авиашоу иртнĕ.  Шупашкара çĕршыври паллă пилотсен ушкăнĕ вĕçсе çитнĕ, вĕсем:  Як-52 тата Як-54. Кун хыççăн Хĕрлĕ лапамра йывăр атлетика спорчĕ пуçланнă.   Çак ăмăртусене Атăл тăрăхĕнчи чи вăйлă та паллă атлетсем килсе çитнĕ.

Атăл шывĕ тăрăх парус спорчĕ иртнĕ, уçă чемпионат йĕркеленĕ.   Ăмăртакансем Хусантан, Чулхуларан, Шупашкартан пулнă. 

Кăçал хула кунĕнче техникăсен парачĕ иртнĕ.  Унта пĕтĕмпе 150 единица хатĕрлесе тăратнă.  

«Пултарулăх бульварĕ» Арт-проект йĕркеленĕ.  Шупашкар халăхне курса савăнмалли чылай пулнă.

Юлашкинчен пухăннă ентешсене валли «Браво» ушкăн хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарнă. Уяв фейерверкпа вĕçленнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятине ирттерме пулăшнисене пурне те тав сăмахĕсем каланă. «Уяв питĕ чаплă та илемлĕ иртрĕ.  Хула çыннисем тата хăнасем пирĕн мероприятисене пысăк хак панă.  Чи пахи – хаваслă йăл-кулăллă ачасем йышлă пулни.  Телейлĕ çынсем сахал мар пуçтарăннă», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.   

Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин хулара уяв вăхăтĕнче йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулманнине, пурне те сыхă тăнине каланă.

Регион Пуçлăхĕ тепĕр икĕ çултан хула 550 çул тултарнине паллă тăватпăр тенĕ.  Ăна валли халех хатĕрленме пуçламалла тесе каланă.

Уяв мероприятийĕсен тĕп ĕçĕ тавралăха тирпей-илем кӳртни.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайни, пысăк проектсем пурнăçа кĕртни. Ятарлă министерствăсене проектсене пурнăçлама федераци хыснинчен пулăшу тивĕçме плансене халех пурнăçлама тытăнмаллине асăрхаттарнă. 

Михаил Игнатьев çакăн пек курăмлă мероприятисем çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама витĕм кӳнине каланă. Çамрăксен историне пĕлмеллине, ăна ăша хывса пурăнмаллине палăртнă. «Пирĕн яланах хамăр ăва лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласа пыма хăнăхмалла», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  



 



21 августа 2017
18:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter