ЖКХ пайне кĕркуннепе хĕллехи тапхăра хатĕрленсе йĕркеленĕ ĕçсене паянхи планеркăра Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе Михаил Игнатьев тĕплĕн сӳтсе явнă

ЖКХ пайне кĕркуннепе хĕллехи тапхăра хатĕрленсе йĕркеленĕ ĕçсене паянхи планеркăра Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе Михаил Игнатьев тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов паянхи кун тĕлне регионта хĕллехи тапхăра пĕтĕмпе мĕнпур объектсем 78 процент хатĕр пулнине пĕлтернĕ,  ЖКХ тытăмĕ вара 75 процент тивĕçлĕ тесе асăннă.  Ĕç йĕркине тĕрĕслеме кунсерен ятарлă мониторинг ирттернине, хутса ăшăтмалли тапхăра организацисем хатĕррипе хатĕр марине ведомствăсем хушшинчи комисси тухса тĕрĕслеме тĕллев лартнине каланă, Чăваш Республикин Строительство министерствипе Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекци хушшинче приказа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ.   

Чăваш Республикин строительство министрĕ хăйĕн сăмахĕнче, регионта 9 муниципалитетра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнчи объектсене хĕллене сӳрĕк хатĕрленине пĕлтернĕ. Республикăри чи япăх лару-тăру Çĕмĕрле хулинче тесе асăннă.  Çак ыйтăва ятарлă ведомство çирĕп тĕрĕслеве те илнĕ.  Ĕç планне те çирĕплетнĕ. Хутса ăшăтмалли тапхăра виçĕ котельнăй хăпартса лартасшăн. «Регионта 7 муниципалитетра ĕçсене пĕтĕмпе 90 процента çити çитернĕ.  Вĕсем: Шăмăршăсем, Канашсем, Сĕнтĕрвăррисем, Элĕксем, Йĕпреçсем, Патăрьелсем, Тăвайсем», - тесе хыпарланă министр. 

Нумай хваттерлĕ çуртсенчи ăшăпа тивĕçтерекен пăрăхсене пĕтĕмпех тасатнă, кăтарту 94 процента çитнĕ.  Хутса ăшăтмалли, сĕрмелли хатĕрсене резерв валли  100 процента яхăн тивĕçтернине каланă.

«Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту - ХКХ тытăмĕн энергоресурсем умĕнчи парăмĕ. Парăм пĕтĕмпе те пĕлтĕрхи хутса ăшăтмалли тапхăр хыççăн 15 процент чакнă. Газшăн  - 8 процент, электроэнергишĕн - 12 процент, ăшăпа тивĕçтернĕшĕн - 21 процент пĕчĕкленнĕ», - тенĕ министр.

ЖКХ тата социаллă сферăри объектсене хĕллене хатĕрленес ĕçсене авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме план тунă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, министртан  коммуналлă пая модернизацилес ĕç епле пыни пирки ыйтса пĕлнĕ. Ку енĕпе «Коммуналлă технологи» ТМЯО япăх ĕçленине, ыттисем планпа килĕшӳллĕн ĕçе пурнăçласа пынине пĕлтернĕ вăл.

Хĕллене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленни çинчен вырăнти лару-тăрупа Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсен ертӳçисем тĕплĕн паллаштарса хăварнă.

Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн Чăваш Енри ертӳçи Виктор Кочетков вĕсен инспекторĕсем муниципалитетсене тухса тĕрĕслени çинчен каласа кăтартнă.  Графикпа килĕшӳллĕн пурĕ 54 тĕрĕслев пулнă.  Управляющий компанисен ертӳçсене административлă майпа явап тыттарма йышăнусем тунине пĕлтернĕ.

«9 районта, ăçта ĕçсем кая юлса пыраççĕ, вĕсенче тепĕр хут тĕрĕслев пулать. Шанатпăр, пурăнмалли çурт-йĕрсем хĕллене валли авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулассине», - палăртнă вăл.

«Сирĕнтен те чылай килет, эсир хăвăра шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланинчен. Енчен те кăлтăк тупса палăртсан, хĕрхенсе тăмалла мар, çийĕнчех мерăсем йышăнмалла», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Канашри пăтăрмах пеккисем урăх пулмалла мар. Çуртсене тĕпрен юсав ĕçне ирттернĕ чухне, шыв пăрăхĕсен пĕр пайне пачах та улăштарса хăварман. Тĕлĕнмелле япала пулса тухрĕ. Çуртăн айăкки ишĕлме тытăннă, «юхса кая» пуçланă», - тесе аса илсе хăварнă вăл.

Сăмаха май, паян та республика Пуçлăхĕ парăмсем пирки сăмах пуçарнă, вĕсене парса татассипе çине тăрса ĕçлеме хушса хăварнă.



21 августа 2017
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter