Шупашкарта «Çĕнĕ хула» пĕчĕк районта поликлиника уçăлнă

 


Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче  Шупашкарта «Çĕнĕ хула» пĕчĕк районта поликлиника уçăлнă.  Савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ çак пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитнĕ, хула çыннисене учреждени хута кайнă ятпа саламланă.

«Эпĕ сирĕнпе пĕрле çак объект уçăлнишĕн савăнатăп», - тенĕ вăл сăмаха пуçланă май.  Çак учреждение хута яма пурĕ  37 млн тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха пахалăхлă медицина пулăшăвне тивĕçтерессие хулара та районсенче те пĕр тан лайăх ĕç-пуç йĕркеленсе пынине палăртнă. Калăпăр, 2013 çултан пуçласа пурĕ регионта 137 ФАП хута кайнă. Хальхи вăхăтра çак ĕç малалла та пырать.

«Эпир пысăк технологиллĕ медицина пайне аталантаратпăр.  Пирĕн республикăра пурăнакансем ытти субъектсене тĕрлĕ медицина пулăшăвĕсене илме ан çӳреччĕр тесе тăрăшатпăр», - палăртнă Михаил Игнатьев. Сăмаха май, пĕлтĕр республикăра онкодиспансерăн çĕнĕ хирурги корпусĕ хута кайнине аса илсе хăварнă. Кăçал республика хыснинче ядерлă медицина центрне çĕклесе лартма укçа-тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă.

«Манăн сирĕн пата пĕр сĕнӳ – диспансеризаци вăхăтра тухма тăрăшăр.  Кирек епле чир-чĕре те малтанхи тапхăрта тупса палăртма тĕрлĕ условисем пур, технологи те пысăк шайра.  Медицина паян хăватлă. Врачсен сĕнĕвĕсене яланах ăша хывса пурнăçлама тăрăшăр.  Ун чухне эсир сывă пуласси куçкĕретех паллă», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Çак кун çĕнĕ поликлиника уçнă çĕре Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров хутшăннă.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн, сумлă хăнасем объектăн ăш-чиккипе паллашнă, тĕрлĕ медицина хатĕрĕсене курса ĕненнĕ. Палăртса хăвармалла, çак сиплев учрежденине ватти-вĕтти çӳреме пултарать, чару никама та çук, условисем çителĕклĕ. 

Хулри 1№-лĕ клиника больницин тĕп врачĕ  Антонина Иванова хальхи вăхăтра çак офиса 5 пин çын çирĕплетнине пĕлтернĕ, кăтартăва пуласлăхра ӳстерме те палăртса хунине асăннă.

Кунта ĕçлекенсем çак районтах пурăнакансем.  Вĕсем çак учреждени хута кайнишĕн çав тери хĕпĕртенине пĕлтернĕ республика Пуçлăхне. 

Хальхи вăхăтра «Çĕнĕ хула» пĕчĕк районта 850 ача пурăнать. Кăтарту ӳсесси паллă, тен çавăнпа та ӳлĕмрен тепĕр врач-педиатор кирлĕ пулассине каланă ертӳçĕсем. 

Республика Пуçлăхĕ медицина ĕçченĕсемпе калаçнă, çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕсем пирки ыйтса пĕлнĕ. 

Çак объект çывăхĕнче сусăр ачасене валли те кĕрсе тухма ятарлă вырăн хатĕрленĕ, пĕр сăмахпа каласан условисем çав тери лайăх.

Вырăнти халăхпа пупленĕ чухне, микрорайон пуласлăхĕ пирки сăмах пуçарнă. Тепĕр ача сачĕ çак районта хута ярсан аван пулнă пулĕччĕ тесе ыйтнă вырăнти çынсем.  Шкул çĕкленсе ларас пулсан, пысăк савăнăç пире кĕтет тесе сăмаха малалла тăснă вĕсем.  Ертӳçĕсем çак микрорайонта шкул тата ача садне хăпартса лартма ятарлă çĕр лаптăкĕсене те пăхса хăварнине пĕлтернĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яма хулан федераци йышăнакан программăсене кĕрсе юлсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ. Ун чухне хушма укçа-тенкĕ те вара куçать.   Пĕр пухăннă пек чухне халăх транспорт ыйтăвне те хускатнă, кашни ыйтупа вĕсем тивĕçлĕ хуравсем илнĕ.

Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетнĕ май, çапларах каланă: «Эпир, Чăваш Ен Правительствинче вăй хуракансем, хула ертӳлĕхĕ яланах çынсен пуçаруллă ĕçĕсене шута илме тăрăшатпăр, сирĕн сĕнĕвĕрсем пирĕншĕн питĕ паха.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те ялан пĕрле-сӳтсе явса татса пама майсем шыратпăр. Эпир сирĕнпе пĕрле хамăрăн хуламăр, Чăваш Ен, Раççей пуласлăхне çĕклетпĕр», - тенĕ вăл.

 Фоторепортаж



21 августа 2017
10:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter