Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Арзамасский приборостроительный завод им. П.И. Паладина» генеральнăй директорĕпе, Чулхула облаçĕн Патшалăх канашĕн депутачĕпе Олег Лавричевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Арзамасский приборостроительный завод им. П.И. Паландина» генеральнăй директорĕпе, Чулхула облаçĕн Патшалăх канашĕн депутачĕпе Олег Лавричевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕплĕ калаçăва çакăн пекех Чулхула облаçĕн Арзамас хулин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Ершов, «САРОВБИЗНЕСБАНК» ПАО директорсен канашĕн пайташĕ, банк Правленийĕн председателĕ, банк президенчĕ Ирина Алушкина тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ Алексей Репкин хутшăннă.  Пирĕн регионтан республика Пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева пулнă. 

Ертӳçĕсем промышленноç пайĕнчи ĕçлĕ çыхăнусене сарасси пирки ыйтусене сӳтсе явнă, ЖКХ тытăмĕнчи тĕрлĕ енсене тишкернĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Сочире иртнĕ форум-2017  мероприятинче Чăваш Республикин Правительствипе Чулхула облаçĕн Правительстви хушшинче ĕçлĕ çыхăнусем сарасси пирки килĕшĕве алă пусса çирĕплетнине асăннă.

«Арзамасский приборостроительный завод им. П.И. Пландина»  АО чи ăнăçлă ĕçлекен предприяти шутланать.

Чăваш Ен Ертӳçи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ыйтăвĕсем яланах çивĕч тăнине каланă. «Мĕн чухлĕ ытларах çак пайра йĕрке туса çитеретпĕр, çавăн чухлĕ пире халăх шанасси те куçкĕретех пулĕ», - палăртнă вăл.   

 Олег Лавричев хăйĕн сăмахĕнче вĕсен предприятийĕ Чăваш Енри Г.А. Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» Наукăпа производство комплексĕпе тачă çыхăнса ĕçленине каланă. Регионти ытти предприятисем те кулленех ĕçлĕ çыхăнура пулнине асăннă. «Курса ĕнентĕм, пурнăçпа тӳр килнине. Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсем хăватлă», - тенĕ сумлă хăна Олег Лавричев, паха ĕç опычĕсем малашне тата та çитĕнӳсем тума витĕм кӳрессине асăнса хăварнă.  Икĕ регионăн экономикине аталантарма меллĕ пуласса та каланă.

Фоторепортаж



21 августа 2017
17:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter