Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çар-2017» çарпа техника форумне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

 


Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Армия-2017» çар техникисен форумне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă. Паллă пулăм «Патриот» курав центрĕнче иртнĕ.  Мероприяти йĕркелӳçи Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви шутланать.

Форумра наукăпа ĕç программисем тĕрлĕ темăсемпе пулнă, çарсен ятарлă техникисен куравне йĕркеленĕ, Раççейри малта пыракан промышленноç пайĕн çитĕнĕвĕсемпе паллашнă, çар техникисене калăплассипе ют çĕршыв партнерĕсемпе ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетессине те сӳтсе явнă.  Форум ĕçне ют патшалăхсенчен 100 ытла делегаци пулнă.

Чăваш Республикинчен 9 предприяти хутшăннă. Вĕсем: «ЧПО имени В.И. Чапаева» АО, «Лента» АО, «Электроприбор» АУО, «Концерн «Тракторные заводы» ККУ, «ВНИИР-Прогресс» АУО, «Волгостальконструкция» ТМЯО, «Завод инновационных технологий» ТМЯО, «Комбинат автомобильных фургонов» АО, «НПП «Спектр» ТМЯО.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енри промышленноç енĕпе ĕçлекен 6 предприятийĕ оборонăпа промышленноç комплексĕн организацийĕсен пĕрлештернĕ реестрĕнче шутланаççĕ.

2016 çулта патшалăх оборона заказне тĕпе хурса, Чăваш Республикинчи 6 организаципе 1181 ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ, вăл шутран РФ Оборона министерствипе 37 договор йышăннă. Ытти РФ организацийĕсемпе 1144 договор алă пусса çирĕплетнĕ.

Пĕтĕм тĕнчери халăхсен хушшинчи  çарпа техника форумне пухăннисем патне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ, Хĕç-пăшаллă Вăйсен Аслă Тĕп командующийĕ Владимир Путин видеосалам янă.

Вăл хăйĕн сăмахĕнче форум ĕçĕнче тĕрлĕ халăхсем хушшинче активлă ĕçлĕ калаçу пынине палăртнă.  Çар ведомствисем, предприятисемпе, ăсчахсен тата экспертсен тахçантанпах тĕвĕленнĕ çыхăнăвĕсем сарăлнине асăннă.  Ятарлă тĕллевсене, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене çивĕч сӳтсе явнине, пĕрне-пĕри ăнланса, шанса ĕçлесе пынине палăртнă. «Пĕрле пухăнса пĕрне-пĕри хисеплесе, наци интересĕсене тĕпе хурса пырсан, хамăра шанса панă ĕçсене тухăçлă пурнăçласанпĕр тикĕс аталансан, миллионшар çынсене ырлăхпа тивĕçтерме пултаратпăр», - тенĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ.

Пĕтĕм тĕнчери халăхсен хушшинчи «Армия-2017» çарпа техника форумне Раççей Федерацийĕн оборона Министрĕ Сергей Шойгу арми генералĕ уçнă.

Форум – çав тери хăйне евĕр уçă площадка пулнине палăртнă.  Кунта пĕтĕмпех çĕршывăн хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан çар техникисене кăтартса пама май килнине асăннă.  «Ятарлă техникăна курма анчах мар, вĕсене  каç кӳлĕм епле ĕçленине те пăхса киленме пулать», - тенĕ РФ оборона Министрĕ.  

Вăл çак форумра РФ çар çыннисен тĕпчев ĕçĕсене, студентсен, аспирантсен, ăсчахсен тĕлĕнмелле пысăк материалĕсемпе паллашма ирĕк пулнине асăннă, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе тĕрлĕ хатĕрĕсене курса тухма меллĕ тенĕ.  

Наукăпа ĕç программинче пултаруллă çамрăксен тĕнчери чи пысăк авторитетлă экспертсемпе, ăсчахсемпе тĕл пулма май пур.  Ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетме, пуçаруллă проектсене те пурнăçа кĕртессине сӳтсе явма паха тенĕ Сергей Шойгу.

«Пĕлсех тăратпăр, çамрăксен çĕнĕ пуçарăвĕсем Раççей оборона промышленноç пайне тата та вăйлăрах аталантарса пыма май парассине», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл. 

Форум ĕçĕнче терроризма хирĕç кĕрешессипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн пăхса тухма, кирлĕ пек мерăсем те йышăнса хăварма аван тенĕ ертӳçĕсем.   

«Пĕрре те тĕлĕнместĕп тата иккĕленместĕп форумра хĕç-пăшалсенчен хатĕрлесе тăратнă курав  пурне те кăсăклантарассине», - тенĕ РФ оборона Министрĕ.   

Çар ведомствин пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче форум ĕçĕ çулсерен пысăкран та пысăк калăпăшпа йĕркеленнине асăннă. 

«Специалистсемпе экспертсем умне паян 1,2 пин тĕнчери чи паллă та пысăк промышленноç предприятийĕсем хăйсен таварĕсене йĕркелесе тăратнă. Вĕсем:  Арменирен, Казахстанран, Китайран, Пакистанран, Словенирен, ЮАРтан тата ыттисем те», - тенĕ Сергей Шойгу.

«Шанатпăр, Форум тĕрлĕ халăхсен тата ют çĕршывсен хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатма витĕм кӳрессине. Ют çĕршывсенче çĕнĕ партнерсем те тупма май парĕ, пĕр-пĕриншĕн усăллă контрактсем алă пусса çирĕплетме аван», - тенĕ Министр.  Пурне те пухăннисене тухăçлă ĕçлеме, пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсемпе паллашма, тĕлпулусене усăллă ирттерме чĕнсе каланă.    

Çак кун пухăннисем умĕнче Раççей Федерацийĕн промышленноç тата суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров тухса калаçнă. «Раççей предприятийĕсем тĕнче шайĕнче хăйсен таварĕсемпе анлăн сарăлнă, пахалăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен, ют çĕршывсенчен, пĕрре те кая мар. Нумай чухне лайăхрах та пулнине сахал мар çирĕплетеççĕ. Технологисем çав тери пысăк шайра», - тенĕ вăл.   

«Ростех»  патшалăх корпорацийĕн пуçлăхĕ Сергей Чемезов «Армия-2017» форумра çапларах каланă: «Раççей паян хĕç-пăшалсене, техникăсене экспорта куçарассин калăпăшĕпе  иккĕмĕш вырăнта тăрать. Пирĕн предприяти, хăйех пĕлтĕрхи çул, 13 млрд долларлăх таварсем тирпейлесе кăларнă», - тенĕ вăл. 

Çак форумра Чăваш Енри предприятисем те хăйсен таварĕсене тирпейлесе тăратнă.  Вĕсем: «ЧПО имени В.И. Чапаева» АО, «Лента» АО,  «Электроприбор» АУО, «Концерн «Тракторные заводы» ККУ, «ВНИИР-Прогресс» АУО, «Волгостальконструкция» ТМЯО, «Завод инновационных технологий» ТМЯО, «Комбинат автомобильных фургонов» АО, «НПП «Спектр» ТМЯО.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ куравсене пăхса тухнă, вĕсемпе кăсăкланнă.

«Комбинат автомобильных фургонов»  АО директорсен канашĕн председателĕ Алий Чеченов хăйĕн сăмахĕнче вĕсен предприятийĕ Раççейри 29 субъекта таварсене тирпейлесе тăратнине пĕлтернĕ.

«Волгостальконструкция» ТМЯО тимĕртен ăсталаса конструкцисем тирпейлессипе тимлет. Атăл тăрăхĕнчи регионсенче çак предприяти чăннипех те анлă сарăлнă, чи вăйли тесен те йăнăш мар. Заводра пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологи хуçаланать.  Таварсен пахалăхне те вĕсем кулленех ӳстерсе пырассипе тăрăшаççĕ.

«Волгостальконструкция»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Олег Дельман  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева предприятине аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Регионта бизнеса аталантарма çителĕклĕ условисем пулнине çирĕплетсе хăварнă.

«Лента» акционерсен пĕрлешĕвĕ форумра пир-авăр таварĕсене тăратнă. Вĕсен предприятийĕ 400 ытла  тĕрлĕ тавар калăпласа кăларать. Раççей рынокĕнчи мĕнпур таварсенчен1/4-мĕш пайне вĕсем йышăнаççĕ.

Шупашкарти ««Электроприбор» АУО,  «Завод инновационных технологий» ТМЯО, «ВНИИР-Прогресс» АУОсене те пĕлменнисем çук тесен те йăнăш мар, вĕсен таварĕсем тĕнчипех сарăлнă, хапăл тусах йышăнаççĕ. 

«ВНИИР-Прогресс» площадкинче «çавра сĕтел» мелĕпе йĕркеленĕ калаçура, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти предприятисен ертӳçисемпе производство аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă, пуласлăх валли лартнă тĕллевсем пирки те канашланă. «Эсир, паян форум ĕçне хутшăнни - уйрăмах хамăршăн, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эсир РФ Оборона министерствин заказĕсене пурнăçлатăр. Чăваш Енре пурăнакансене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерни те çав тери паха. Çынсем пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕçлени куçкĕретех, вĕсен шалу укçин виçи те çӳллĕ шайра», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, республика Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче регионта промышленноç пайĕнче ĕçлекенсем сăмах вĕççĕн кăна импорта куçассипе тимлемеççĕ, таварсен калăпăшĕ пысăк пулнине çирĕплетсе параççĕ тенĕ. Чи тухăçлă ĕçлекеннисем Чăваш Республикинче 9 предприяти.  Вĕсем 2016 çулта пĕтĕмпе 17 млрд тенкĕлĕх тавар тирпейлесе кăларнă. Палăртнă тăрăх, кăçал та ӳсĕмпе палăрассине иккĕленместпĕр, кăтарту 20 млрд çитессине шанатпăр тесе каланă вăл.

Чи лайăххи – Чăваш Республикинче тирпейленсе тухакан таварсене РФ Хĕç-пăшаллă Вăйсен çар çыннисем хапăл тусах йышăнни.  Апла пулсан, ӳлĕмрен тата та заказсем пулĕç-ха.

«Армия-2017» форумра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. РФ федераци органĕсен ертӳçисемпе, субъектсен кĕпернаторĕсемпе, бизнес-пĕрлешӳсемпе тĕрлĕ ыйтусене анлăн сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри – ĕç климатне лайăхлатасси. Палăртма кăмăллă, регионти предприятисемпе организацисем патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсене тивĕçеççĕ.

Чăваш Енре промышленноçа тата инвестици ĕç-хĕлне аталантарма витĕм кӳрекен фонд йĕркеленĕ. 

«Бизнеса аталанса пыма çав тери хăтлă Чăваш Республикинче, çак кăтартупа ытти субъектсем хушшинче регион тĕслĕх вырăнĕнче. Республика ертӳлĕхĕ яланах предпринимательсене аталанса вăй илме витĕм кӳрет. Инвестици хывас ĕç те кирлĕ пек шайра пулса пырать», - тенĕ РФ Президенчĕ çумĕнчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Борис Титов.

«Деловая Россия» Президенчĕ, «Р-Фарм»  компанийĕн директорсен канашĕн председателĕ Алексей Репик республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ĕçне пысăка хурса хаклать. Ертӳçĕ регионта ĕç климатне лайăхлатассипе çине тăрса ĕçленине палăртнă, Правительство йышĕнче пысăк тавракурăмлă çынсем тăрăшнине асăннă.    «Бизнеса аталантарасси – тĕп приоритет пулса тăрать.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытти ертӳçĕсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх, ăна пула шăпах та, регион çирĕп аталанса пырать, мĕнпур халăх, предпринимательсем кăмăллă унпа», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

 Фоторепортаж

 



23 августа 2017
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter