«Республикăри халăх, организацисем регион Пуçлăхне хисеплени тата шанни никама та иккĕлентермест. Сирĕн витĕмлĕх тата та хăватланни куçкĕретех», - тенĕ «Росатом» Патшалăх корпорацийĕн Проектсен офисĕн ертӳçи Дмитрий Байдаров

 


Çурла уйăхĕн  23-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Республикинчи промышленноç предприятийĕсен ĕçĕсем пирки презентаци иртнĕ,  организацисем çĕнĕлле ĕçлесе пыни пирки каласа кăтартнă.  Пысăк ĕçе «Росатом» Патшалăх корпорацийĕнче «АБС Электро» компанийĕн офисĕнче йĕркеленĕ.

Презентаци ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «Росатом»  Патшалăх корпорацийĕн  «Развитие продукции гражданского назначения» Проектсен офисĕн ертӳçи Дмитрий Байдаров, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Енри предприятисемпе организацисен ертӳçисем хутшăннă.

Михаил Игнатьев «Росатом» Патшалăх корпорацийĕн ĕçченĕсене, «АБС Электро»  Патшалăх корпорацийĕнче тăрăшакансене региона пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Паян çак пысăк мероприятине - презентаци ĕçне йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн ырланă.   Сăмаха май, субъектри электротехника кластерĕ энергетика хăрушсăрлăхĕн тытăмне тухăçлă тивĕçтернине палăртнă.  

Палăртса хăваратпăр, паянхи куна Чăваш Республики çĕнĕлле аталанса пыраканни тата экологи енчен те питĕ пысăк кăтартуллă ĕçлекен Раççейри вунă регион шутĕнче тăрать.

Республикăри кашни пиллĕкмĕш предприяти инновациллĕ тавар тирпейлесе кăларать. Инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ иккĕмĕш вырăнта. Суту-илӳ енĕпе регион тĕнчери 93 çĕршывпа тачă çыхăнса ĕçлени куçкĕретех. 

Атом станцийĕн строительство ĕçне пурнăçлама Чăваш Енри организацисем тĕрлĕ таварсем хатĕрлесе кăлараççĕ, çакна специалистсем те пысăк хак параççĕ. «Росатом» Патшалăх корпорацийĕн тĕрлĕ пайĕсемпе регионта чи малта пыракан 15 ытла промышленноç предприятийĕсем кулленех тачă çыхăнура.  Вĕсем: «ВНИИР» АУО, «ЧЭАЗ» АХО, НПП «ЭКРА» ТМЯО, «Электроприбор» АУО, «ЭЛАРА» АО, «Релематика» ТМЯО, «Электроавтомат» АУО, «Завод «Электроприбор» ПАО, «СКБ СПА» АУО, «КБ по ремонтным мастерским и фургонам» АУО, «Агромашхолдинг» ТМЯО, НПО «Каскад» АО, «НПВФ «СВАРКА» АХО, ПАО «Химпром»  тата ыттисем те.

«Росатома» Патшалăх корпорацийĕпе Чăваш Республикин предприятийĕсем тĕрлĕ сĕнӳсемпе пĕрне-пĕри пулăшаççĕ, паллă институтсенчи специалистсем кулленех витĕм кӳме тăрăшни те куçкĕретех.  Çĕнĕ таварсене пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçлессинче те сахал мар йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса панă. Пĕр сăмахпа палăртсан, ĕçлĕ çыхăнусем тĕвĕленнĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2011-мĕш çулта Чăваш Республикипе «Росатом» Патшалăх корпораци хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме 2011-2014-мĕш çулсем валли  ĕç хутне алă пусса çирĕплетнине аса илнĕ.   

2014 çулта раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Росатом» Патшалăх корпораци хушшинче килĕшӳ хутне алă пусние те палăртса хăварнă.  Çак ĕçсем Чăваш Енри предприятисен таварсен калăпăшне 2016 çулта 0,9 млрд тенкĕлĕх тирпейлесе тăратма май панă, кăтарту 2011 çулта 0,2 млрд çеç танлашнă пулнă.  Палăртса хунă тăрăх, 2017 çулта таварсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1,2 млрд иртсе каясси куçкĕретех пулмалла.

Килĕшӳсене алă пусса çирĕплетнĕренпе тата РФ Правительстви импорта улăштарма тĕллев лартнăранпа Чăваш Республики чылай ĕç туса ирттернĕ. Пирĕн таварсем ют çĕршывра тирпейленсе тухаканнисенчен пĕрре те кая мар, лайăхрах тесен те йăнăш пулмĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тата çакна та палăртнă: «Чăваш Ен Правительствин  тĕп приоритечĕсенчен пĕри – регионта вырнаçнă организацисемпе предприятисене аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси. Предпринимательсем бюджет хыснине тултарассипе сахал мар тăрăшаççĕ. Пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем халăх валли йĕркелеççĕ, çамрăксене вăй илсе аталанма витĕм кӳреççĕ», - тенĕ вăл.

«Росатом» Патшалăх корпорацийĕн представителĕсем Чăваш Республикин промышленноç комплексĕн пайĕпе, вĕсен таварĕсемпе пĕтĕм кăмăлтан кăсăкланнă. Пĕр сăмахпа палăртсан, регионăн çитĕнĕвĕсемшĕн вĕсем мăнаçланнă.

«Росатом»  Патшалăх корпорацийĕн  «Развитие продукции гражданского назначения» проектсен офисĕн ертӳçи Дмитрий Байдаров хăйĕн сăмахĕнче, электротехника кластерĕнчи Чăваш Енри предприятисем хăйсемпе паллаштарма килĕшнĕшĕн ырланă. Малашне те пирĕн республикăпа тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕррине асăннă. «Росатом» Патшалăх корпорацийĕ пĕтĕм ыйтăва - таварсем тирпейлессипе, хăй çине кăна илме тĕллев лартманине пĕлтернĕ, ӳлĕмрен те пирĕн субъектпа ĕçлеме килĕшнĕ.   «Эпир партнерсемпе тĕллевлĕн ĕçлеме палăртнă.  Раççейшĕн чи кирлĕ таварсене пĕрле пĕрне-пĕри пулăшса ĕçлеме хатĕрленнĕ. Ыйту уйрăмах, санкци условийĕсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. 

Дмитрий Байдаров пирĕн регионти предприятисемпе пĕрле проектсене пурнăçа кĕртме пăхса хунине пĕлтернĕ, сăмахран, «ЭКРА» НПП çыхăну тытассине асăннă.

Тĕлпулу самантĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă. Ертӳçĕсем таварсене ют çĕршывсене ытларах ăсатасси çине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. Патшалăхăн пысăк корпорацийĕсемпе, бизнес-пĕрлешӳсемпе яланах тачă çыхăнура тăма сĕннĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти предприятисем паянхи рынокра хăйсене кирлĕ пек шайра кăтартнине, сахал мар ĕçлĕ партнерсемпе тачă çыхăнура пулнине асăннă. Импорта улăштарассипе тĕлĕнмелле пысăк технологиллĕ паха таварсем тĕрлĕ çĕршывсене ăсатнине палăртнă. РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тата РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ Николай Патрушев  пирĕн регионăн таварĕсене пысăка хурса хакланине пĕлтернĕ.

Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев тата çакна та палăртнă: «Субъектра пысăк квалификациллĕ специалистсене хатĕрлесе кăларас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Регионсен хушшинчи центр хута каять. Унта шăпах та, промышленноç комплексĕ валли тĕрлĕ специалистсем хатĕрленсе тухĕç.  Центра йĕркелесе хута яма 1 млрд пăхса хăварнă.  Чăваш Республикинчи предприятисем пĕр-пĕрин хушшинче мала тухассишĕн кăна ĕçлемеççĕ, тĕнче шайĕнче хăйсен таварĕсене ăсатассишĕн тăрăшаççĕ», - тенĕ вăл.

Дмитрий Байдаров Михаил Игнатьева презентаци ĕçне хутшăннăшăн чĕререн тав тунă.  «Республикăри организацисем регион Пуçлăхне хисеплени тата шанни никама та иккĕлентермест. Сирĕн витĕмлĕх тата та хăватланни куçкĕретех», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ сумлă ертӳçĕ.  Кунсăр пуçне презентаци валли хатĕрленĕ доклада çав тери кăсăклă тунăшăн ырланă, «Росатом» Патшалăх корпорацийĕшĕн усăллă пулнине палăртнă. «Чăваш Енри предприятисем тĕнчипех анлă сарăлнă. Вĕсене пурте пĕлеççĕ тесен те йăнăш мар.  Тĕнчере сирĕн çине сахал мар пăхаççĕ, тĕслĕх илеççĕ. Эпир çĕнĕрен те çĕнĕ рынока тухатпăр, шăпах та сирĕн пуçаруллă проектсем пире кăсăклă. Пирĕн сирĕн таварсене ытларах тишкермелле. Ют çĕршывсен рынокне тухма ятарлă аттестаци йĕркелесен те ытлашши пулмĕ. Малалла ăнтăлма пĕр-пĕринпе пирĕн килĕшсе ĕçлесе пымалла», - тенĕ Дмитрий Байдаров

Палăртса хăваратпăр, регион инвестици хывас ĕçе ятарлă тимлĕх уйăрать, Чăваш Ен Правительстви асăннă ыйтупа кулленех ĕçлет.  

Çĕршыври тĕрлĕ кĕтессенче Чăваш Республикипе паллаштаракан ятарлă презентацисем иртеççĕ.  Çак ĕçе республика ертӳлĕхĕ хăй йĕркелет.

Акă калăпăр, нумаях пулмасть, Мускавра  Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче Чăваш Республики пирки презентаци пулнă.  Пермь хулинче иртнĕ, Атăлçи федераци округĕнче  промышленноçа аталантарассипе ĕçлекен канаш ларăвĕнче, ют çĕршыв компанийĕсен Европа бизнесĕн Ассоциацийĕн представителĕсем  ВСМ-2 «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхпа илсе çӳретме ирĕк паракан магистралĕн проекчĕпе кăсăкланнă.

Кунсăр пуçне, 2016 çулта Мускавра «ОПЖТ» НП президенчĕ Валентин Гапанович Чăваш Республикин промышленноçĕ тата инновациллĕ аталанăвĕ пирки презентаци ирттернĕ. Импорта улăштарассипе «РЖД»  АУО тата «ОПЖТ» НП тачă çыхăнса ĕçлемелли ыйтусене анлăн тишкернĕ.  

Фоторепортаж



23 августа 2017
18:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter