Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Росатом» Патшалăх корпорацийĕнче Чăваш Республикинчи предприятисен промышленноç тытăмĕнчи ĕçĕн презентацийĕпе паллаштарнă, регионти организацисем çĕнĕлле аталанса пыни çинчен каласа кăтартнă

 Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Росатом» Патшалăх корпорацийĕнче Чăваш Республикинчи предприятисен  промышленноç тытăмĕнчи ĕçĕн презентацийĕпе паллаштарнă, регионти организацисем çĕнĕлле аталанса пыни çинчен каласа кăтартнă. 

Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, «Росатом» Патшалăх корпорацийĕнче организацисене реструктуризацилес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен директор  Олег Барабанов тата ытти представительсем пухăннă.

Атом станцисене хута ярассипе пурнăçланакан строительство ĕçĕсенче Чăваш Енри предприятисем хăйсен таварĕсене чылай тăратнă. 

Палăртса хăвармалла активлă ĕçлекеннисене. Вĕсем:  «ЧЭАЗ» АХО,  НПП «ЭКРА» ТМЯО, «Электроприбор» АУО, «ЭЛАРА» АО, «Релематика» ТМЯО, «Электроавтомат» АУО, «Завод «Электроприбор» ПАО, «СКБ СПА» АУО, «КБ по ремонтным мастерским и фургонам» АУО, «Агромашхолдинг» ТМЯО, НПО «Каскад» АО, «НПВФ «СВАРКА» АХО, ПАО «Химпром» тата ыттисем те. Патшалăх корпорацийĕ реле хӳтĕлевĕсене, тĕрлĕ автоматика, пĕчĕк тата  пысăк вольтлă хатĕрсем, электротехника механизмĕсене, АСУ ТП приборĕсене, кузов-фургонсем, тимĕр сеткăсем тата ыттине те тирпейлесе кăларать. 

«Росатом» Патшалăх корпораципе Чăваш Республикинчи предприятисен тахçантанпах ĕçлĕ çыхăнусем тĕвĕленнĕ. Атом станцийĕсем валли тирпейленсе тухакан таварсене пысăк технологисемпе усă курса калăплама пĕр-пĕрин хушшинче тачă çыхăнура.

Регионта промышленноç предприятийĕсем «Росатом» Патшалăх корпорацийĕсемпе пĕрле килĕшсе проектсем те пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсем: «Производство электроприводов и пускателей к электроприводам атомного исполнения» («СКБ СПА» АУО), «Обеспечение Нововоронежской, Ленинградской и Ростовской атомных станций системами внутриреакторного контроля» («ЭЛАРА» АО, «СКБ СПА» АУО, «ЧЭАЗ» АХО, «Релематика» ТМЯО тата ыттисем те), «Реконструкция и строительство Белорусской атомной электростанции» (Релематика» ТМЯО, «ВНИИР» АУО), «Создание атомного ледокола нового поколения ЛК-60Я проекта 22220, строящего на верфи ООО «Балтийский завод-Судостроение» (. Санкт-Петербург хули)» ( «ЧЭАЗ» АХО) тата ыттисем те.

 



23 августа 2017
13:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter